Хастарлăхĕпе тĕлĕнтерет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.03.2023, 09:20 Просмотров: 451

Тивĕçлĕ канура хастарлăха чунра мĕнле упраса хăвармалла-ха/ Ун «рецептне» Уравăшра пурăнакан Валентина Абакумова аван пĕлет. Юрăсем çырать, концертсене хутшăнать, йышлă выльăх-чĕрлĕх пăхать, ачисене, мăнукĕсене сĕнÿсемпе пулăшать... Ун вăй-халне, активлăхне ăмсанмалли кăна юлать.

Валентина Николаевнана нумайăшĕ Уравăш ял Совечĕн председателĕ пулнипе пĕлеççĕ, ахăртнех. Вырăнти хăйтытăмлăх пуçлăхĕнче вунпилĕк çул тăрăшнă вăл. Çак тапхăрта ял çыннисен ыйтăвне татса парассипе, вĕсен пурнăç пахалăхне ÿстерессипе пысăк ĕçсем пурнăçланă.

Уравăш вулăс центрĕ шутланнă, çавăнпа та Валентина Николаевнана ялта чиркÿ тăвас ыйту канăç паман. Халăх та ун шухăшĕпе тÿрех килĕшнĕ. «Мускавра пурăнакан хамăр шкулти учительницăн хĕрĕ Инга Анисимова 50 пин тенкĕ куçарса пачĕ. 2005 çулсенче ку пысăк сумма. Ял-йыш хутшăннипе кĕçех никĕс те хывăнчĕ, стенисем те хăпарчĕç», - аса илет пултаруллă хĕрарăм.

Валентина Николаевна хăй вăхăтĕнче кунта чиркÿ пулнине пĕлтерчĕ. Вăрçă çулĕсенче унта офицерсем те пурăннă иккен. Çар ĕçне пĕр вăхăт вĕсене Мануил Гречко та вĕрентнĕ имĕш.

Шел те, чиркÿ строительстви вăраха тăсăлнă. Валентина Абакумова кĕçех кунта чан сасси янăрама пуçласса шанать. Ĕçе вĕçлес текен хастарсем ялта тата пур. Евгений Сюмайкин, Игорь Ехлаков хĕрес вырнаçтарма пулăшнă акă. Пластик чÿречесем лартнă.

2000 çулта Уравăшра çĕнĕ шкул уçнă. Ку событире Валентина Николаевнан пысăк тÿпи те пур. Анчах та çулсем иртнĕ хыççăн демографи лару-тăрăвĕ вĕренÿ учрежденийĕн алăкĕсене хуптарнă. Çакăншăн унчченхи пуçлăхăн чĕри халĕ те питĕ ыратать.

Ыратăва, паллах, тепĕр ырă ĕç хуплать. Уравăш, Утар çыннисем паянхи кун та Валентина Николаевнана килти ырлăхшăн - 20 çул ытла каялла пÿртсене çутçанталăк газне кĕртессине анлăн йĕркеленĕшĕн - тав тăваççĕ. Унсăр пуçне - урамсене хытă çул сартарнăшăн та.

- Ĕçлеме пăрахни вунă çул çитет ĕнтĕ, анчах та вырăнти ыйтусемпе нихăçан та кăсăкланма пăрахман. Депутат пулнă майĕн те вĕсенчен аякра тăман. Тăван яла, тăван халăха пулăшасах килет. Хăй вăхăтĕнче ял-йыш хама та тем чул хавхалантарнă, халĕ хам та вăй пур таран пулăшу алли тăсма тăрăшатăп. Пуçаруллă бюджет программине кĕрсе, акă, ял хушшинчи пĕвене хăтлăх кĕртрĕмĕр, ытти ĕçсене пĕрле тăватпăр. Çакă ĕнтĕ вăл чи кирли, пĕрлĕхре ĕç те ÿсĕнет, - кăмăллăн пĕлтерет Валентина Николаевна.

Ял тăрăхĕнче пĕтĕмпе вăл 25 çул тимленĕ. Пуçлăх пуканне шаниччен вунă çул ял Совет администрацийĕн бухгалтерĕ пулнă. Уравăшсем район, республика шайĕнче яланах чи кăтартуллă ĕçлекенсен йышĕнче пынă.

Маттур хĕрарăм вырăнти влаç тытăмне киличчен вунă çул уй-хир бригадин бригадирĕнче тăрăшнă. Унтан çулталăк ытла «Мир» совхозăн хăрушсăрлăх техникин инженерĕнче. Тивĕçлĕ канăва кайиччен Уравăшпа Хирпуçĕн пĕрлештернĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулчĕ.

Пенсире те алă усса, телевизор кăна пăхса ларнипе ĕç тухманнине лайăх пĕлет Валентина Николаевна. Килĕнче вăл йышлă выльăх-чĕрлĕх тытать: виçĕ ĕне, тăватă сăвакан качака, тăхăр путек, 40-е яхăн чăх, кроликсем... Ĕçченлĕхĕпе, хастарлăхĕпе чăннипех те тĕлĕнтерет вăл. Пушă вăхăт та юлмасть пек. Анчах та Валентина Абакумова чун киленĕçĕ валли те самант тупать. Ун сăввисем «Çĕнтерÿ çулĕнче» те пичетленсе пычĕç. Вĕсем тăрăх юрăсем те хăех хывать вăл. Пĕтĕмпе хальлĕхе ултă юрă халăх çине кăларнă, черетре - тепĕр иккĕ. Аранжировкине Шупашкарта çыртарать.

Сасси тата мĕнле илемлĕ те янăравлă унăн! Районти пысăк концертсенче куракансене час-часах савăнтарать вăл. Амăшĕн кунĕ ячĕпе иртнинче хăй çырса кĕвĕленĕ, чи юратнă çынсене халалланă номерне унăнне пурте тăвăллăн алă çупса йышăннăччĕ.

Чăнахах маттур! Ачисемпе мăнукĕсемшĕн çеç мар, пуриншĕн те ырă тĕслĕх. Çакăн пек çынсем тĕнчене ырăрах, ĕçченрех тăваççĕ те...

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика