«Паян, ак, çамрăк патриотсемпе слет ирттертĕмĕр, ачасемпе хутшăнса çĕкленÿллĕ кăмăлпа таврăнатăп...» «Призыв кампанийĕ пырать, каччăсене çĕршыв хÿтĕлевне тивĕçлĕ ăсатрăмăр...» Е тата «йĕрке хуралĕнчен аякра юлмастпăр, каçхине автоинспекторсемпе тĕрĕслевсене тухма хатĕрленетпĕр-ха...» Алăкранах, сывлăх сунсанах, çакăн пек сăмахсенчен пуçланать яланах калаçу район хаçачĕн çывăх тусĕпе - Вăрнар тăрăхĕнче нумайăшĕ паллакан-пĕлекен Елена Голубцовапа.
Пĕрмаях ĕçшĕн хыпăнать вăл, тĕрлĕ мероприятие васкать, кама та пулин пулăшу пама, усă кÿме тăрăшать. «Вăй-халу ăçтан тухса тăрать-ши, вăхăтна тата мĕнле çитерен-ши/» - ыйтатпăр вĕçĕмех унран тĕлĕнсе. «Ĕçрен, хускануран хавхалану илетĕп эпĕ, çынна ырă туни вара мана хама чылайлăх вăй-хăват парать», - хуравлать вăл, яланах ăшă кулăпа савăнтарса. Пире те кашни тĕлпулу хыççăнах хăйĕн тапса тăракан энергийĕпе, пурнăçа юратнипе, шухăш-идейисемпе «чирлеттерсе» çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнелесе хăварать.
Чăннипех те маттур ентеш! Çар-учет специалисчĕ призывниксемпе запасри салтаксен ĕçĕсене те йĕркелесе пыма ĕлкĕрет, Вăрнар округĕнчи халăх дружинине те ертсе пырать, ытти обществăлла хастарсемпе пĕрле патриотсен юхăмне те тухăçлă аталантарать...
Çамрăк чухне пурнăçĕ çакăн пек обществăлла тивĕçсемпе çыхăнасса шутланă-ши Уравăш хĕрĕ/ Çук пулĕ. Ĕç стажĕ унăн вуçех те аякра тăракан сферăра пуçланнă. Вунсаккăрти хĕр Мускаври куçса çÿрекен зооцирк администрацийĕнче тăрăшнă. Унпа ăçта çитсе курман пулĕ: Чулхулана, Саратова, Тамбова, ытти хуласене. Мăшăрлансан Пенза облаçĕнче тĕпленсе пурăннă. Анчах çамрăк çемьене пысăк хуйхă кĕрсен Елена пĕчĕк ывăлĕпе тăван яла таврăнма шутланă. Амăшĕпе çывăхарах пулас тенĕ. Халĕ те вăл, темле пулсан та, çывăх çынни патне кунсеренех яла кайса çÿрет. Çумалла-тасатмалла-и, пахчаçимĕç ÿстерсе пухса кĕртмелле-и... - кашнинчех пулăшма тăрăшать. Шупашкарти аслă шкулта вĕренекен ывăлĕ Даниил та амăшĕпе кукамăшĕшĕн халĕ - шанчăклă тĕрев.
- Çар-учет ĕçне мана ял Совечĕн ун чухнехи пуçлăхĕ Валентина Абакумова явăçтарчĕ. «Эсĕ вăр-вар, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлетĕн, шăпах çамрăксемпе ĕçлемелли çын», ĕнентерчĕ вăл, эп хирĕçлеме пăхсан. Çавăнтанпа, 2008 çултанпа, призывниксемпе тата запаса тухнă салтаксемпе, контрактниксемпе çыхăннă çар-учет тивĕçĕсене пурнăçласа пыратăп та. Малтанах Хирпуç тăрăхĕнчи ялсемпе кăначчĕ, 2017 çултан - Çĕрпел поселенийĕпе те. Халĕ муниципаллă улшăнусем хыççăн Санарпуçĕнчи территори пайĕ те хушăнчĕ, - пĕлтерчĕ тăрăшуллă специалист.
Тивĕçĕсем анлăлансах пыни пачах хăратмасть ăна. Çамрăксемпе чăнах та кăмăлтан ĕçленине палăртать. Ку ялсенчи салтак çулне çитнĕ каччăсем çар тивĕçне пурнăçлассине пĕтĕмĕшле йĕркелесе пырать вăл.
- Çамрăксемпе эпĕ туслă-шанăçлă хутшăнусем йĕркелеме тăрăшатăп. Хĕсмете каяссипе çыхăннă пăшăрханусем пур-и, Раççей çарĕн пĕр-пĕр уйрăм тĕсне лекесшĕн-и, хăшĕн вĕреннипе отсрочка илмелле... - пĕлеççĕ, вĕсем ман пата кирек хăш вăхăтра шăнкăравлама пултараççĕ. Яланах сĕнÿ та, пулăшу та парăп. Тепĕр тесен, призыв тĕлĕшпе çеç мар, пурнăçри кăткăс самантра канаш ыйтакансем те пур. Вĕсем хăйсен аслă юлташĕ вырăнне хурса хисеплени маншăн питĕ хаклă, - палăртать Елена Петровна.
Ĕçĕ сахал мар вăхăт йышăнать ĕнтĕ, апла пулин те обществăлла тивĕçсене хутшăнма та ĕлкĕрет тăван тăрăхăн хастарĕ. 2018 çулта вăл районти ирĕклĕ халăх дружинин ретне кĕнĕ, тепĕр çултанах «Чи лайăх дружинник» ята çĕнсе илнĕ. Ку йышра паяхи куна 13 çын: йĕрке хуралĕн ветеранĕсем, запасри çар офицерĕсем, казаксем, ыттисем. Шăпах вĕсем ĕнтĕ çивĕчлĕхпе тăрăшулăхне кура 2021 çулта Елена Голубцована хăйсен командирĕ пулма суйланă. Вăл вĕрентекенĕн, чылай çул дружина пуçĕнче тăнă Евгений Матвеевич Ивановăн, ĕçне малалла ăнăçлă тăсать халĕ.
Палăртмасăр май çук, хамăр тăрăхра пурăнакансемшĕн питĕ кирлĕ миссие пурнăçлаççĕ вĕсем. Уйрăмах - обществăлла йĕркелĕхе асăрхаса тăрассипе. Поселокра йышлă халăхпа мероприятисем иртеççĕ-и, ялсенче уявсем-ăмăртусем-и - дружинниксем яланах полици сотрудникĕсемпе пĕрле хуралта. Çавăн пекех ГИБДД сотрудникĕсемпе çул-йĕр тĕрĕслевне тухаççĕ, ПДН ĕçченĕсемпе, участокри уполномоченнăйсемпе ăнăçсăр çемьесене çитеççĕ, йăлари преступленисене асăрхаттарассипе тимлеççĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсенче ачасемпе куçа-куçăн тĕл пуласси, саккунпа право ыйтăвĕсемпе калаçасси те пĕрмаях тимлĕхрех. Елена Петровна ертсе пыракан халăх дружини республикăра та чи ăнăçлă вăй хуракансен шутĕнче.
- Пирĕн ĕçе округ администрацийĕ тивĕçлипе хаклать, пур енлĕ хавхалантарма тăрăшать. Çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ. Мартăн 2-мĕшĕнче те, акă, ДНД кунĕнче, Тав хучĕсемпе чыслани, хисеп туни малашне маттуртарах тимлеме хистет, - халăх дружинин ыйтăвĕсене манманнишĕн тав тăвать ушкăн командирĕ.
Пирĕн округра çарпа-патриотла обществăлла организацисен юхăмĕ те вăйлă аталаннă. Ун пек активлăхпа нихăш район та мухтанаймасть. Çак ĕçĕн ÿсĕмлĕхĕнче те, пĕр пытармасăрах, Елена Голубцован тÿпи курăмлă. Вăл - виçĕмçул мĕнпур организацисене пĕр тĕвве пухнă «Вăрнар районĕн патриочĕсем» пĕрлĕхĕн хастарĕсенчен пĕри. Ку общество та пĕрремĕшле тĕллев шутне çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парассине, тĕрĕс çулпа пыма пулăшассине кăларать. Ăна патриотизм шухăшĕсем урлă пурнăçа кĕртсе пырать. Çамрăксем сиенлĕ йăласемпе çыхланас вырăнне çар мероприятийĕсенче, спортпа пултарулăх ăмăртăвĕсенче çирĕпленччĕр тесе майсем шыратпăр, тет Елена Петровна. Анлăн иртекен слетсемпе смотр-конкурссем, кадет класĕсене шефа илни, Хăюлăх урокĕсем... - тĕрлĕ енлĕ ĕçĕ куç умĕнчех.
- Кирек мĕнле ĕç те чунран тухмалла. Ячĕшĕн е тата мухтанассишĕн кăна туни никама та усă кÿмест, вăл шутра - хăвна та. Çынна пулăшма, ырăпа ăшăтма, калаçма тăрăшмалла. Çакă пĕтĕмпех каялла ытларах ырăпа таврăнать, хăвăн чун-чĕрÿне татах пуянлатать, сывлăх парать. Ывăннине те, вăхăт çитменнине те сисместĕн, малаллах ăнтăлас килет, - хăйĕн пурнăç чĕнĕвне çапла палăртать хаçат тусĕ.
Çавăнпах яланах куçăмра, çынсем хушшинче, позитив хумĕ çинче вăл. Пăшăрханмалли-кулянмалли тухсан япăх кăмăла юрă-ташăпа сирет, çĕнĕ вăй-хăват илет.
Çамрăксемпе тимлессипе, тăван тăрăха лайăхлатассипе, обществăлла ĕç-хĕл енĕпе те малашлăх шухăш-пуçарусем сахал мар унăн. Хăйĕнпе пĕр тĕллевлĕ, хастар патриотсемпе вĕсене усăллă, ырă ĕçсене çавăрма сунатпăр.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |