«Иккĕмĕш çăкăр» уявĕнче вăрнарсене мухтанă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.03.2023, 09:21 Просмотров: 435

Шупашкарти «Каскад» суту-илÿ центрĕнче «Çĕрулми-2023» курав иртнĕ. Çĕршыв шайĕнчи «иккĕмĕш çăкăр» уявне ял хуçалăх министерстви, çĕрулмин А.Г. Лорх ячĕллĕ федераци тĕпчев центрĕ, «Агро-Инноваци» предприяти йĕркеленĕ.

Мероприятие çĕршыври 22 регионти 93 предприяти хутшăннă. Беларусьрен «иккĕмĕш çăкăр» туса илессипе тăрăшакан хастар пĕрлешÿсем те килнĕ. Палăртма кăмăллă, куравра Вăрнар муниципаллă округĕн делегацийĕ те пулнă.

Мероприятире конференцисем, «çавра сĕтелсем», ăсталăх класĕсем йĕркеленĕ. Чăваш Республики çĕрулми çитĕнтерессипе, унран тĕрлĕ паха апат-çимĕç хатĕрлессипе мала кайнине палăртнă. Сергей Артамонов вице-премьер çирĕплетнĕ тăрăх, кун йышши курава ытти регионсенче ирттермеççĕ.

Уявра хăватлă техника куравĕ, чылай суту-илÿ лаптăкĕ тухăçлă ĕçленĕ. «Август» Фирмăн площадки çулленех куракансене илĕртет. Специалистсем кăçал та ÿсентăрансене хÿтĕлемелли препаратсен ассортименчĕпе кăмăлпах паллаштарнă, çĕрулми çитĕнтерес тĕлĕшпе кирлĕ сĕнÿсем панă, им-çам сутнă.

Куравра «иккĕмĕш çăкăртан» хатĕрленĕ çимĕçсене тутанса пăхма, паха вăрлăх туянма май пулнă.

«Агрохмель» агрофирма та хăйĕн ял хуçалăх продукцине сĕннĕ. Çĕрулмин «Коломба», «Ред Скарлетт», «Розара», «Гала», «Удача», «Винета», «Бонус» сорчĕсене уява килнисем хапăлласах туяннă.

Мероприятие республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă. Йăлана кĕнĕ йĕркепе куравра ĕçре палăрнисене наградăсемпе чысланă. «Мураты» ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçин заместителĕ Юрий Петрович Спиридонов Чăваш Республикин Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Палăртмалла, Юрий Петрович çак кооперативра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлет, хуçалăх экономикин аталанăвне пысăк тÿпе хывать. Коллективра хисепре.

Ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсемпе преподавателĕсем те курава хутшăннă, çĕнĕ йышши техникăпа, оборудованипе паллашнă.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика