Хаклă хутсем типтерлĕ управра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.03.2023, 09:22 Просмотров: 443

Истори страницисем

Чăваш енре архивсем пуçтарасси 1920 çулта автономи облаçне туса хурсан тÿрех тухса тăнă. 1923 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче ĕçтăвком «Архивсене упрасси çинчен» хушăва кăларнă. 1924 çулхи июльте ку учрежденисен сечĕсене йĕркелеме пуçланă.

1927 çулхи административлă территори реформи тытăнсан кашни çĕнĕ райисполком çумĕнче архивсем пулмалла тенĕ, анчах та ку ĕç 1935 çулччен те йĕркеллĕ пулса пыман. Çакăн çине республикăн Тĕп архивне НКВД-на пани те витĕм кÿнĕ. Çавăнпа та ăна 1930 çулхи мартра каялла Чăваш АССР ЦИК президиумне пăхăнма тавăрнă. Кун хыççăн кăна районсенче архивсем йĕркелессине вĕçлеме май килнĕ.

Вăрнар райархивĕн пĕрремĕш заведующине Тимĕрçкассинчи Тарас Сергеева 1936 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Анчах та район архивĕ сарайĕнче вырнаçнăран унта документсене упрама хĕн пулнă. Çакна ЦИК çырăвĕнче те палăртнă. Кун пек лару-тăру Патăрьелĕнче, Елчĕкре, Шăкăртанра пулнă. Çавăнпа та 1937 çулта Тĕп архив управленийĕ Вăрнар ĕçтăвкомне район центрĕнче йĕркеллĕ çурт уйăрма хушнă. Мĕншĕн тесен ку çулхи мартăн 15-мĕшĕнчен ял Совечĕсенче, совхозсенче, МТС-сенче, ытти учрежденисенче архивсем тума тĕв тытнă, ĕçе май уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле пулнă.

Архив çурчĕн ыйтăвĕ темиçе çул çивĕчлĕх кăларнă. Документсем тулсах пынă. 1927-1936 çулсенче 23 фондра 2946 управ единици шутланнă. Çавăнпа та 1938 çулта райархив пуçлăхĕ Л.И.Иванов пÿлĕм пирки каллех ыйту çĕкленĕ.

1939 çулта архивсене каллех ЧАССР Шалти ĕçсен наркомĕсене панă. 1941 çулта çĕршывра Патшалăх архив фондне туса хунă, вăл СССР-ти мĕнпур управсене пĕрлештернĕ.

Çак çулсенче районта та архив ĕçне аталантарассипе тимленĕ, анчах та вăл çаплипех сарайĕнче вырнаçнă.

1956 çулта Калинино районне пĕтерсе унти чылай яла Вăрнар районĕн йышне кĕртнĕ. Кун хыççăн Чăваш АССР Министрсен Совечĕ 1957 çулта Вăрнарта архив валли кирпĕч çурт тума хушнă. Калинино районĕнчен 1922-1956 çулсемшĕн 51 фонд ?9830 ĕç% куçнă, анчах та ку документсене 1958 çулчченех Калинино райархивĕнчен илсе тухман.

Çĕнĕ çурта тăвас ĕçе Ф.Е.Квасов заведующи нумай вăй хывнă. Министрсен Совечĕ райбюджетран 40 пин тенкĕпе усă курма ирĕк панă. 1958 çулхи пĕрремĕш çур çулта çĕнĕ архив хута кайнă. Вăл 126 тăваткал метр йышăннă, унта икĕ енлĕ 10 тата пĕр енлĕ 9 стеллажсем вырнаçтарнă. Вăл самантра 134 фондра 28931 ĕç шутланнă.

1962 çулта республикăри мĕнпур архивсене МВД тытăмĕнчен кăларса ЧАССР Министрсен Канашĕн витĕмне панă. Çав çулхине реорганизаци майĕпе районсене промышленность тата ял хуçалăх зонисем çине пайланăран Вăрнар архивне Элĕк районĕн хăшпĕр ял Совечĕсен архивĕсене те панă, анчах вĕсем Элĕк салинчех упраннă.

Районсене ку мелпе пайланин ырă енĕсене курман, çавăнпа та ăна пăрахăçланă. Çавна май Элĕк районĕн управ докуменчĕсене те каялла панă.

1970 çулсенче район архивĕн çурчĕ тĕлĕшпе каллех ыйтусем сиксе тухнă. Пушар хăрушлăхĕ пысăк пулнă, вăл тĕплĕ юсав ыйтнă, ăна хутса ăшăтман. Ку ыйту 1990 çулччен те татăлман. Ун чухне архивăн çĕнĕ çуртне тума тытăннă, 1995 çулта вĕçленĕ.

Тĕрлĕ çулсенче архив ĕçне аталантарассишĕн Федор Емельянович Квасов ?1949-1959%, Михаил Сергеевич Шульдяков ?1962-1969%, Фаина Петровна Суркина ?1971-1979%, Людмила Григорьевна Ведина ?1979-1988%, Людмила Александровна Люкшенкова ?1988-2013% нумай вăй хывнă.

Хальхи вăхăтра райархивăн виçĕ хранилище шутланать.

1996 çултан ăна вырăнти хăйтытăмлăх тытса тăнă, 1998 çулта архив ĕçĕсен пайне туса хунă, 2004 çултан вăл культура пайне кĕнĕ, 2006 çултан каллех уйрăм пай пулнă, 2017 çултан - архив ĕçĕсен секторĕ. 2021 çултан уйрăм учреждени - Вăрнар районĕн архивĕ. Ун ертÿçинче юлашки вăхăтра вунă çул енне Лилия Тихонова тимлерĕ. Кунта паян Эльза Тракова архивист ĕçлет.

2022 çулта

Пĕлтĕр те район архивĕ документсен управлăхне пысăк тимлĕх уйăрнă.

Иртнĕ çул район ТИК-ĕн 2016-2020 çулсенчи ĕçĕсене картон коробкăсене управа хурассипе нумай тăрăшнă. 3-мĕш налук инспекцийĕ хăйĕн 2005-2021 çулсенчи докуменчĕсене картонласах панă. Пĕтĕмпе 2022 çулта 18221 ĕçе хытă коробкăсене хунă. Çавăн пекех пĕлтĕр пилĕк фондри управри 506 ĕçе тĕрĕслесе тухнă. Фондăн ăнлантаруллă архив паспорчĕсене хатĕрленĕ.

Кăçал пĕтĕмпе документсен 100 пуххине картонлама палăртнă.

Архив унчченхиллех учреждени-предприятисемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Фонда комплектлама тивĕç организацисем пĕтĕмпе 68 шутланаççĕ. Вĕсенче пуринче те паспортизаци ĕçĕсене пурнăçланă, 61-шĕ - патшалăх, 6-шĕ - уйрăм çыннăн, пĕри обществăлла организацисем.

68 организацирен 35-ĕшĕнче çирĕплетнĕ номенклатурăсем пур. Паспортизаци вăхăтĕнче учрежденисенче яланлăх управа памалли документсен 11872 пуххи пуррине палăртнă. Патшалăх учрежденийĕсенче - 11196. Патшалăхăн мар структурăсенче - 676.

Пĕлтĕр Вăрнар ТИК-ĕн, район сучĕн, 3-мĕш налук инспекцийĕн, Кульцав, Упнер, Вăрманкас, Кĕçĕн Кипек, Мăн Явăш, Çĕрпел ял поселенийĕсен архив докуменчĕсене йĕркене кĕртнĕ. Кăçал та ку ĕçе малалла тăсĕç.

Çынсем архива тĕрлĕ ыйтупа килеççĕ. Пĕлтĕр 25-шĕ предприяти-организацисен реорганизацийĕпе, ликвидацийĕпе çыхăннă. 1558 ыйту социаллă право енĕпе пулнă. Вĕсенчен 1223-шне майлă татса панă. Дистанци мелĕпе 33 ыйтăва тивĕçтернĕ, МФЦ урлă - виççĕ. Кашни кун вăтамран 6-7 запроса пăхса тухнă.

Тĕпчевçĕсем те архива час-часах килеççĕ. Иртнĕ çул 22 çынна тишкерÿ валли 296 ĕç панă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика