Çарта тăни – пысăк чыс

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.04.2018, 16:01 Просмотров: 448

Апрелĕн 1-мĕшĕнче граждансене çар службине илес тапхăр пуçланчĕ. Çурхи призыв июлĕн 15-мĕшĕччен пырать. Призыв пирки тĕплĕнрех Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссарĕпе Владимир Валентинович Венедиктовпа калаçатпăр.

– Вулакансене, паллах, чи малтанах Раççей Çарне тултаракансен йышĕ кăсăклантарать. Вăрнар районĕнчен миçен пулĕç-ха вĕсем;

– Ку çуркунне Вăрнар районĕнчи 400-е яхăн çыннăн призыв комиссийĕ витĕр тухмалла. Вĕсенчен 60-шĕ салтак атти тăхăнĕç. Ыттисен тĕрлĕ сăлтавпа отсрочка илме, çавăн пекех сывлăх тăрăмне кура призывран хăтăлма ирĕк пур.

Апрелĕн 2–6-мĕшĕсенче Вăрнар район тĕп больницинче призывниксен пĕр пайĕ медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Тепĕр черет май уйăхĕн 14–17-мĕшĕсенче тĕрĕсленĕ.

– Юлашки вăхăтра призыв тапхăрне чылай çĕнĕлĕх кĕртрĕç. Ку хутĕнче уйрăмлăхсем пулĕç-и;

– Çĕнĕлĕх пур. Ку призывран тытăнса 27 çул тултарман, унччен çар службине тăма чарулăх пулнă, сывлăхне кура запаса хăварнă граждансене халĕ призывниксен учетне куçарма тата çара илме е контрактпа çар службине яма (вăтам тата аслă професси пĕлĕвĕ илнисене) пултараççĕ.

Çакăн валли малтанах гражданинăн хăйĕн ирĕкĕ, иккĕмĕшĕнчен – сывлăхĕ çирĕп пулмалла. Виççĕмĕшĕнчен, çар комиссарĕ ячĕпе медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма заявлени çырмалла.

– Аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ çамрăксен призывпа салтака çулталăклăх е контрактпа икĕ çуллăх каяссине суйлама ирĕк пур. Контрактпа вĕсем мĕнле çарта пулассине, çар чаçне тата должноçе те хăйсен кăмăлне кура палăртма пултараççĕ.

– Çамрăксене çар-учет специальноçĕсене вĕрентесси еплерех;

–  Çар-учет специальноçĕсемпе – «С», «Д», «Е» категориллĕ водительсене, водитель-электромеханиксене, стрелок-парашютистсене хатĕрлессипе ушкăнсем йĕркелес ĕç пырать. ВДВ-на «стрелок-парашютист» специальноçĕ пуррисене çеç илеççĕ.

Çавăн пекех Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссариачĕ Раççей оборона министерствин çар вĕренÿ учрежденийĕсене вĕренме кĕме кандидатсене пухать. Кăçал Санкт-Петербургри А.В.Хрулев генерал ячĕллĕ Çар академине курсантсене ытларах йышăнаççĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен кăтартăвĕсем витĕм кÿмеççĕ. Аслă çар вĕренÿ заведенийĕсене вăтам пĕлÿ илнĕ, 30 çула çитмен çамрăксене илеççĕ.

– Вăрнар районĕнчен çар вĕренÿ учрежденийĕсене каяс текенсем чылаййăн-и;

– Хальхи вăхăтра Раççей оборона министерствин çар вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ илме 14 çынна суйласа илнĕ. Вăл шутран виççĕшĕ – хĕрачасем. Заявленисене май уйăхĕн 15-мĕшĕччен йышăнаççĕ, кандидатсен уйрăм ĕçĕсене май уйăхĕн 20-мĕшĕччен ярса параççĕ.

Хушма информацие Вăрнарти çар-учет пÿлĕмĕнче е 2-50-68, 2-68-21 номерсемпе, çавăн пекех Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссариатĕнче е 8(835-38) 2-12 -74, 2-12-72 номерсемпе ыйтса пĕлме пулать.

Çарта тăни – пысăк чыс тата хисеплĕ тивĕç, çавăнпа та призывниксем çĕршывăн хÿтĕлевçисен ретне хистемесĕр тăрассине чĕререн шанатăп.

Светлана ЧИКМЯКОВА калаçнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика