ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Добро пожаловать на сайт Вурнарской районной газеты "Путь победы"

Космоспа çывăхланнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.04.2018 16:01 Просмотров: 98

Апрелĕн 12-мĕшĕнче Раççейре Космонавтика кунне паллă турĕç. Çак ятпа Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче Байконур космодромĕн ветеранĕсемпе Николай Афанасьевпа тата Николай Васильевпа, çыхăну ветеранĕпе Владимир Скворцовпа тĕлпулу иртнĕ.

Светлана Казакова мастер апрелĕн 12-мĕшĕ этемлĕх историне чаплă кун пек кĕрсе юлнине палăртнă. Библиотекарь Юрий Гагарин пирки фильм кăтартнă.

Ачасене çакă та, байконуровецсем хăйсен ĕçĕ пирки каласа кăтартни те хытă кăсăклантарнă. Вĕсем викторинăна хастар хутшăннă.

Уяв вĕçĕнче ача-пăча ÿнер шкулĕн преподавателĕ Вячеслав Кудряшов йĕркеленĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ. Чи пултаруллă ÿкерекенсен йышĕнче – Аня Васильева, Рома Одинцов, Ксения Филиппова тата Кристина Ерлыгина. Вĕсем пурте – Кÿстÿмĕр шкулĕнчен.

С.СВЕТЛОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ