Туслăн тăрăшаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.04.2018, 16:02 Просмотров: 463

Пурнăç «анăçалла» сулăнма, пуç çине тăм ÿкме, патшалăхăн сиплев çÿрчĕсем патне утăмсем тума пуçласан, пурнăç çине каялла çаврăнса пăхатăн та çакă курăнать. Нумай чухне пĕр-пĕрне шеллеместпĕр, эрехпе пуçа минретнĕ хыççăн эпир пурте маттур та ăслă, вăйлă. Пурнăçĕ вара хăйĕннех тăвать. Çÿллĕ те чăнкă тусене те аркатнă пек çын çумне те паллă мар чирсем çулăхаççĕ. Вĕсене çĕнтерме пулать пек, анчах та вĕсем аталансах пыраççĕ.

Манăн та çавăн пекех пулса тухрĕ. Минут е çур минут вилĕм тыткăнĕнче пултăм тесен те йăнăш мар. Тăна кĕрсен çутă та сăрхăнса кĕме пуçларĕ. Çак пăтăрмах хыççăн Вăрнар больницинче сипленме тăрăшрăм. Малтанах Енĕшри ФАП пуçлăхĕ Татьяна Афанасьева Вăрнара çитерчĕ. Унта тĕрлĕ комисси витĕр тухса Уйкас Кипекри çемье офисĕн практика врачĕ Ирина Васильева кирлĕ хутсене хатĕрлесе парсан Вăрнарти терапи уйрăмне лекрĕм.

Пирĕн 2-мĕш №-лĕ палата ют çĕршыври туристсен хăна çурчĕн номерĕ пекех туйăнчĕ. Кунта телевизор пур, чÿречесем пластикран, тĕрлĕ шайлă çутă паракан светильниксем, туалет тата ваннăй та пÿлĕмрех.

Вăрнарти терапи уйрăмне Рена Никоновна Прокопьева ертсе пырать. Вăл аслă категориллĕ врач. Коллектива шанчăклă та ĕçчен çынсем пуçтарăннă. Вăл питĕ туслă та ĕçчен, чирлисен сывлăхне çирĕплетессишĕн çур сăмахран пĕр-пĕрне ăнланса тăрăшаççĕ. Укол тунине те сисместĕн, çепĕç алăсем сĕртĕннине кăна туятăн.

Галина Васильевна Капирова врач чирлисене ăшă сăмахсемпе те сыватать тейĕн. Галина Михайловна Семенова аслă сестра пурне те сывă пурăнма, эмелсене тĕрĕс упрама тата усă курма сĕнет. Процедура сестрисем – Вероника Трофимова тата Анастасия Волкова системăсем вăхăтра лартаççĕ. Медсестрасем те хăйсен ĕçне лайăх пĕлеççĕ тата çийĕнчех пурнăçлаççĕ. Вĕсем% Валентина Александрова, Людмила Алексеева, Нина Романова, Светлана Семенова.

Терапи палатисенче сывалакансене тата апатпа тивĕçтерекенсене ырăпа асăнас килет. Вăхăтра та тутлă çитереççĕ Татьяна Волковапа Эльвира Матвеева. Раиса Артемьева, Елена Краснова палатăсене яланах тасалăхра тытаççĕ, тăрăшса ĕçлеççĕ. Кунне темиçе хутчен те тусан шăлаççĕ, урай сĕреççĕ. Санитаркăсем те ĕçчен те вăр-вар% Елена Лукина, Людмила Юркина, Людмила Захарова, Надежда Семенова. Сестра-хозяйкăн тивĕçĕ чирлисене вырăн таврашĕпе тивĕçтересси тата вĕсене вăхăтра улăштарса тăрасси. Ку енĕпе Нина Степанова тăрăшса ĕçлет.

Терапи уйрăмне лекнисем ку коллективăн ăшă кăмăлне туйса сывалаççĕ, тасалăхра пурăнаççĕ. Ахальтен мар вĕсен ĕçне çÿлтен те асăрхаççĕ. Акă çакна çирĕплетекен пĕр тĕслĕх% 2017 çулта терапи райбольницăн чи лайăх уйрăмĕ пулса тăнă.

Валерий ГРИГОРЬЕВ. 

Кивçурт Енĕш.    

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика