Сунар пăшалĕ – пысăк хăрушлăх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.04.2018, 16:03 Просмотров: 437

Апрелĕн 21-мĕшĕ – 30-мĕшĕсенче республикăра вĕçен кайăксем çине ухутана тухма юракан çуркуннехи тапхăр уçăлать.

Ухутана тухакан çыннăн ятарлă сунар билечĕ тата кайăка тытма ирĕк паракан ытти документсем (сунар пăшалне упрама тата унпа çÿреме ирĕк илни, путевка, чĕрчунсен лицензиллĕ тĕсĕсене пеме – ятарлă лицензи е килĕшÿ) пĕрле пулмалла. Ку документсене унăн сунар асăрхавĕн ĕçченĕсен, сунар хуçалăхĕсемпе заказниксен егерĕсен, обществăлла инспекторсен, полици, вăрман тата пулă хуралĕн сотрудникĕсен, çутçанталăк сыхлавĕн инспекторĕсен, ирĕклĕ дружинăсен ыйтăвĕпе тÿрех кăтартмалла.

Раççей гражданĕсем лицензипе тивĕçтерессипе тимлекен подразделенисем панă ирĕкпе кăна пăшала куçарма, турттарма, илсе çÿреме пултараççĕ. Вĕсене йĕнĕре, кобурара е ятарлă футлярта илсе çÿремелле.

Пăшалпа патронсене упрас, пĕрле илсе çÿрес йĕркене пăснăшăн административлă явап кĕтет. Çакăншăн 500 тенкĕрен 2 пин тенкĕ таран штраф хума е 6 уйăхран пĕр çулччен пăшала туянма, упрама тата илсе çÿреме чарма пултараççĕ.

Сунар пăшалĕ – пысăк хăрушлăх çăлкуçĕ. Апла пулсан ăна тытмалли правилăсене кашни гражданинăн пĕлмелле тата пăхăнмалла. Вĕсене уяни – хăвăр хăрушсăрлăха тивĕçтерни кăна мар, ытти çынсен сывлăхĕпе пурнăçне сыхласа хăварни те.

Хăть мĕнле транспорт хатĕрĕпе турттарсан та пăшал яланах футлярта вырттăр. Çынсем пурăнакан вырăна, çынсен çывăхне, машина патне пынă чух ăна обязательнăй майпа зарядсăрлатмалла. Пăшалпа патронсене турттарса куçарас правилăсене пăснăшăн вара 1000 – 1500 тенкĕ штраф тÿлеттерме пăхнă.

Сунар умĕн е ун вăхăтĕнче спиртлă шĕвексемпе аташни уйрăмах хăрушă. Ку тĕлĕшпе яваплăха РФ КоАПĕн 20.8-мĕш статйин 4.1-мĕш пункчĕ палăртать. Сăмахран, пăшалпа çÿрекен гражданин полици сотрудникĕ эрех ĕçнине пĕлме медицина тĕрĕслевĕ ирттерме ыйтнине хирĕçленĕ-тĕк, 1–2 çуллăха пăшала туянма-упрама, унпа усă курма паракан правасăр юлма пулать. Пăшалпа патронĕсене те конфискацилеме пултараççĕ.

Сунар правилисене пăснăшăн яваплăха уйрăмах çирĕплетекен улшăнусене РФ административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексне 2013 çулта кĕртнĕ. Вĕсемпе килĕшÿллĕн сунар билетне 1–2 çуллăх пăрахăçа кăлармаллине те пăхса хăварнă. Анчах нумайăшĕ сунар вăхăтне уяманшăн, ирĕк илмесĕр, путевкăсăр, ытти документсăр ухутана тухнăшăн текех штрафпах хăтăлса юлаймасса ăнланса илеймерĕç. Халĕ йĕркене пăсакансене сунар прависенчен хăтарма май пур. Сунар билетне пăрахăçлани вара сунар пăшалне упрама тата илсе çÿреме паракан ирĕке туртса илме сăлтав шутланать.

Çавăн пекех асăрхаттарса хăваратпăр: травматикăллă, газ пăшалне те яланах кобурара чиксе çÿремелле.

А.САМОЛЕТОВ,

Росгвардин республикăри пайĕн лицензипе

ирĕк паракан уйрăмĕн инспекторĕ

полици аслă лейтенанчĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика