Бюджета пурнăçланине тишкернĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.04.2018, 16:03 Просмотров: 436

Район администрацийĕнче Вăрнар районĕн 2017 çулхи бюджетне пурнăçланине уççăн майпа пăхса тухса пĕтĕмлетнĕ. Отчетпа тухса калаканĕ – финанс пайĕн пуçлăхĕ Гузалия Салахова. Вăл район «енчĕкĕ» мĕнле çăлкуçсенчен тулса пынипе, укçа-тенкĕне епле тăкакланипе тата ытти ыйтусемпе тĕплĕ паллаштарнă.

Отчетра палăртнă тăрăх, Вăрнар район бюджечĕ пĕлтĕр тупăш енĕпе 549,1 млн тенкĕлĕх пурнăçланнă е 99,4 %. Бюджетăн тăкак пайĕ – 551 млн тенкĕ (çулталăка палăртнинчен 97,1%).

Тĕпрен илсен, район бюджечĕ тавăрса памалла мар субсидисемпе тулать. Пĕлтĕр вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 392,6 млн тенкĕ пулнă (виçĕмçулхи виçерен 1,8 %, 6,9 млн тенкĕ, ытларах).

Харпăр хăй тупăш енĕпе бюджет 156,5 млн тенкĕ пуянланнă. Ку сумма та 2016 çулхинчен 7 процент нумайрах. Уйрăммăн илес-тĕк, налук тупăшĕсен пайне 141,9 млн тенкĕ, налук мар тупăшсене 14, 7 млн тенкĕ тивет.

Бюджетăн тăкаксен тытăмĕнче укçа-тенкĕне «Вĕрентÿ» (61,3%), «Наци экономики»  (9,1 %), «Культурăпа кинематографи» (7,6 %) разделсене пуринчен ытларах уйăрнă. «Наци оборони» (пĕрремĕшле çар учетне йĕркелесси), «Физкультурăпа спорт» (мероприятисем ирттересси), «РФ субъекчĕсен тата муниципаллă пĕрлĕхсен бюджечĕсене тивĕçекен бюджетсем хушшинчи пĕтĕмĕшле пĕлтерĕшлĕ трансфертсем» (поселенисене куçакан дотацисем) пайсемпе тăкаклама пăхса хăварнă укçа-тенкĕне туллин ĕçе кĕртнĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика