Тĕп вырăнта - ачасен телейĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.03.2023, 09:34 Просмотров: 87

Мĕн чухлĕ пысăк шухăш, мĕн чухлĕ эффект, мĕн чухлĕ кăмăл-туйăм хывăнчĕ Чăваш енри Телейлĕ ачалăх çулталăкĕн алăкне официаллă уçакан мероприятие! Вăл 4500 ачана, вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне, ытти хăнана пĕрлештерчĕ! «Чебоксары-Арена» Пăр керменĕнче чĕресем пĕр еккĕн тапни туйăнчĕ, чăннипех те ачалăх тĕнчи хуçаланчĕ.

Хулари пĕр кун

Çак куна шкул ачисемпе çамрăксен «Тĕп хулари кун» республика форумĕн формачĕпе йĕркелерĕç. Унта «Движение первых» юхăм представителĕсене, шырав отрячĕсен, çар-патриотизм клубĕсен членĕсене, талантлă ачасене, вĕренÿ хастарĕсене, волонтерсене, хевтесĕр, тăлăх, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă, СВО-на хутшăнакансен ачисене, ыттисене явăçтарчĕç.

Тунтикун хулари 39 аслă тата вăтам професси учрежденийĕсенче вĕсем валли 200 интерактивлă площадка ĕçлерĕ: квестсем, ăс-хакăл вăййисем, мастер-классем... Вăрнар тăрăхĕнчи шкул ачисем те вĕсене хастар хутшăнчĕç.

Ÿс! Аталан!

Пăр керменĕнче иртнĕ мероприяти паян ачасен чăннипех те пур енлĕн аталанма май пуррине кăтартса пачĕ. Ахальтен мар пулĕ ăна тематикăллă блоксем çине уйăрчĕç. Кашни сферăна кĕçĕннисен тусĕ Робот çул кăтартса пычĕ: спорт, туризм, IT-технологисем, патриотизм, çемье хаклăхĕсем, наставниксемпе вĕрентекенсем.

Чăваш ен - тĕлĕнмелле республика! Ун историйĕ пуян, йăлисем çирĕп, çутçанталăкĕ хитре. Пирĕн тавра вăй, пĕлÿ парса тăракан вырăнсем пур... Ачасен хавхаланăвĕ, экран çинче вĕсен çитĕнĕвĕсене кăтартакан ÿкерчĕксем улшăнса пыни çак шухăшсене çуратрĕ те.

Кашни темăпа Пăр аренинчен йĕркеленĕ сцена çине вуншар ача тухрĕ. Вĕсен хореографилле-театрализациленĕ номерĕсем çав тери массăллă пулни эффекта пушшех те ÿстерчĕ. Вĕсем ташă урлă вĕренÿри, спортри, культурăри, пысăк технологири çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Чăннипех хăватлă, курăмлă!

Шкул ачисен «Движение первых» парачĕ те мăнаçлантарчĕ. Подиумпа Вăрнар округĕн хастарĕсем те çирĕппĕн утрĕç. Вĕсем - тĕрлĕ конкурс-олимпиадăсен, спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисем, призерĕсем: Карина Федорова, Елена Смирнова, Анатолий Никитин, ыттисем.

Учительсене - ачасенче пурнăç пуçламăшĕпе тарăн пĕлÿ хывакансене те манмарĕç. Педагогсемпе наставниксен парачĕн йышĕнче Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти акăлчан чĕлхин учителĕ Ольга Физер та пулчĕ. Вăл - Пĕтĕм Раççейри «Çулталăк учителĕ» конкурс финалисчĕ.

Пĕтĕмпех ачасемшĕн!

Ачасем Чăваш ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн сăмахĕсене питĕ хаваслăн йышăнчĕç.

- Ачасем - пирĕн пуласлăх. Вĕсенчен кашни пурнăçра хăйĕн çул-йĕрне тупма пултарни пĕлтерĕшлĕ. Çак çул çинче вăл çемьешĕн те, Тăван çĕршывшăн та ăнăçуллă та кирлĕ пултăр. Эпир пурте тĕрлĕрен, анчах та пире пĕр истори пĕрлештерет, - терĕ вăл ачасене саламласа.

Олег Алексеевич республикăра çитĕнекен ăру валли пурнăçланакан программăсемпе проектсене аса илчĕ. Ку ĕç кăçал уйрăмах пысăкрах пулассине палăртрĕ.

Кĕçĕннисене вăл хамăрăн йăхташăмăрсен астăвăмне упрама сĕнчĕ. Вĕсен паттăрлăхне икĕ çул хушшинче - Астăвăмпа мухтав çулталăкĕнче, Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строительствин паттăрĕсен çулталăкĕнче, Мухтавлă ентешсен çулталăкĕнче - тĕпченине, çÿле çĕкленине аса илтерчĕ.

Олег Николаев ачасене ниме пăхмасăр малалла утма, тĕллевсене пурнăçлама ăнăçу сунчĕ. «Телейлĕ пулăр, сирĕн яланах чи лайăххи пултăр!» - терĕ вăл.

Уявшăн тав!

Чаплă мероприятие Вăрнар округĕн пысăк делегацийĕ - 100 ача, вĕрентекенсем - хутшăнчĕ. Муниципалитет пуçлăхĕ Андрей Тихонов, ун заместителĕ - вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Алексей Фирсов.

- Çак кун ман чĕрере яланлăхах юлĕ. Пире, ачасем валли, мĕн тери пысăк уяв йĕркеленĕ вĕт! Вăл мĕнле иртнине те сисмерĕм, ăна тата та татах тăсас килчĕ. Мана та парад йышĕпе утма тÿр килни савăнтарчĕ. Ытти округсенчи, шкулсенчи, художество номерĕсене хутшăнакан ачасен çитĕнĕвĕсем çинчен пĕлни, курни мана хам ума тата пысăкрах тĕллевсем лартма хистерĕ. Вĕсем пурнăçланасса шанатăп. Кăçалхи çула ачасене халалланăшăн республика Пуçлăхне тав тăватăп, - пĕлтерчĕ Санарпуç шкулĕнче вĕренекен Елена Смирнова.

Чăнахах, Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ кашни вĕренекеншĕн телейлĕ те ăнăçлă пуласлăха хывăнакан çул пултăр!

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика