ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Добро пожаловать на сайт Вурнарской районной газеты "Путь победы"

Чыслăн уявлăпăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.04.2018 16:04 Просмотров: 54

Аслă Çĕнтерÿ кунне халалласа районта тĕрлĕ мероприятисем ирттерме палăртнă. Митингсемсĕр пуçне шкулсенче, ача сачĕсенче, культура учрежденийĕсенче вун-вун акци, тĕлпулусем, калаçусем йĕркелĕç.

Тĕп мероприятие – май уйăхĕн 9-мĕшĕнче район центрĕнче пулакан Çĕнтерÿ парадне хатĕрленсе ирттересси пирки ĕнер йĕркелÿ комитетĕнче калаçрĕç. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ертсе пычĕ. Малти вырăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене, ветеранĕсене хисеплесси тухса тăчĕ. Çавăн пекех «Вилĕмсĕр полк» йĕркелес, хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, уяв программине курăмлă хатĕрлес тата ытти ыйтусене те çĕклерĕç.

Леонид Григорьевич Çĕнтерÿ кунĕ чаплăхра ирттĕр тесен кашни пĕчĕк ыйтăва та тĕплĕн татма, уяв тĕлне палăксемпе обелисксене тата вĕсен территорийĕсене, çулсене йĕркене кĕртме çирĕп асăрхаттарчĕ.

Паянхи куна Вăрнар районĕнче 32 вăрçă участникĕ пурăнать. Вĕсене тивĕçлĕн саламлама палăртрĕç.

СветланаЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ