Вăрнар районĕнчи Пуканкасинче - 127 кил хуçалăхĕ. Пĕчĕк ялта общество тата хĕрарăмсен канашĕсем пур. Альбина Фомина староста вĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет, тăван тăрăхне илемлĕрех, çынсен пурнăçне туллирех те пуянрах тăвассишĕн тăрăшать.
Шăнкăртамра пулнă хыççăн
Юлашки вăхăтра Пуканкасси куç умĕнчех илемленсе пырать, çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ. Икĕ çул каялла Упа çырми юханшывĕ урлă çĕнĕ кĕпер хывнă.
«Унчченхи каçăпа çÿреме кансĕрччĕ. Çурхи шыв-шур çулсерен кĕпере аркатнăран вĕçĕм юсанă. Округ ертÿçисем Пуканкассине çитсен çивĕч ыйтăва хускатрăмăр. Лару-тăрупа вырăнта паллашнă хыççăн пулăшма йышăнчĕç. «Пуçаруллă бюджет» программăпа пурнăçланăран халăх та укçа хыврĕ. Проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлерĕмĕр. Строительсем кĕпере кĕске хушăрах туса пĕтерчĕç. Халĕ çурхи ейÿ те аркатаймĕ. Кăçал эпир çивĕч тепĕр ыйтăва татса парасшăн. Ялти виçĕ урамра та йĕпе-сапара пылчăк çăрăлать. Çу кунĕсенче Заречнăй урамне çитиччен тата ун тăрăх çула вак чул сарса хытарасшăн. Кĕпер патне çитичченех тăсăлмалла вăл», - ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Альбина Дмитриевна.
Хастарсем лава пĕрле, пĕр-пĕрне ăнланса туртни курăмлă ĕçсем тума май парать. Пĕррехинче вăл Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра пулса курнă. Мечĕт çумĕнче общество канашĕ пурри тĕлĕнтернĕ. Вĕсен ырă пуçарăвне тĕпе хурса 2014 çулта Пуканкассинчи пуçаруллă çынсенчен общество канашне йĕркеленĕ. Мероприятисем ирттерме, ыйтусене татса пама палăрмаллах çăмăлланнă.
«Эпир пурнăçран икĕ-виçĕ утăм маларах пыратпăр темелле. Халĕ çĕршывра округсенче хăйтытăмлăх обществине ?ТОС% йĕркелесси, вĕсем çине таянса ĕçлесси çивĕч тăрать. Пирĕн тăрăхра вара темиçе çул каяллах пур вăл», - палăртрĕ ял старости.
Тăван тăрăха хăтлăлатма вĕсем тĕрлĕ программăна хутшăнаççĕ, спонсорсене явăçтараççĕ, хăйсем те укçа тăкаклаççĕ. Иртнĕ çул «Пуçаруллă бюджет» программăна кĕрсе икĕ ялăн масар картине çĕнетнĕ, пĕвене тасатнă. Халĕ шыв-шур вырăнне илемлетме проект хатĕрлес тата ятне парас енĕпе конкурс пырать. Çамрăксем ял хапхине, çырса çакнине çĕнетме сĕннĕ. Аслă ăру вĕсене хаваспах пулăшма килĕшнĕ.
«Ял пурнăçне, ĕç-хĕлне социаллă сетьсенче çутататпăр. Ыттисемпе танлаштарса хаклатпăр. Пирĕн ĕç ăнса пыни савăнтарать. Округăн Ярмушка пайĕнче сакăр староста ĕçлет. Пухăнса калаçнă хыççăн вĕсен канашне йĕркелерĕмĕр. Председательне Кушар Юнтапари Александр Иванова суйларăмăр. Халĕ ыйтусене пĕрле сÿтсе яватпăр, умри ĕçсене палăртатпăр», - каласа кăтартрĕ пуçаруллă хĕрарăм.
Ял хастарĕсем тăрăшнипех клуб та ĕçлет. 2015 çулта, çын тытса тăрасси тăкаклă пулнăран, культура вучахне сÿнтерме йышăннă. Репетици ирттерме, пуçтарăнма вырăн çуккипе «Чашма» ансамбль те саланнă.
«Сирĕн çын сахал», - сăлтавлаççĕ пире. Сахал тесе пирĕн килтен тухмасăр лармалла-им/ Ярмушкана çитме çулĕ çывăх мар. Клуба арендăна тÿлевсĕр пама килĕшрĕç. Çурта йĕркене кĕртрĕмĕр, хутса ăшăтма кăмака турăмăр, тасатса тирпейлерĕмĕр. Халăх культура вучахне çĕнĕрен туртăнма пуçларĕ. Спонсорсем пулăшнипе бильярдла, теннисла, шашка-шахматла выляма сĕтелсем вырнаçтартăмăр. Пĕлтĕр эпир ыйтнипе Алексей Кондратьев фольклор ансамбльне тепĕр хутчен пуçтарчĕ. Ушкăнра - 10 хĕрарăм. Малтанах вĕсем вырăнти мероприятисене кăна хутшăнчĕç, халĕ кÿршĕри ялсенче пурăнакансене те илемлĕ юррисемпе савăнтараççĕ. Сцена çине тухма тумĕсене хăйсемех çĕлеççĕ. Республика бюджетĕнчен яла хăтлăлатма уйăрнă 100 пин тенкĕпе эпир клуб валли чаршав, пукансем, музыка центрĕ, микрофонсем туянтăмăр, мероприятие ертсе пыракансен сцена тумĕсене çĕнетрĕмĕр. Тăрăшни, йывăрлăх умĕнче пуç усманни харама каймарĕ. Нумаях пулмасть округ ертÿçисем Пуканкасси клубне официаллă майпа уçма, штат кĕртме шантарчĕç», - савăнăçне пытармарĕ Альбина Дмитриевна.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, тылра вăй хунă ентешĕсене асра тытса Çĕнтерÿ кунĕ умĕн палăк патне сăнÿкерчĕкĕсене вырнаçтараççĕ. Паллă ентешсен çулталăкĕнче ялти хисеплĕ, пултаруллă çемьесен стенчĕсене хатĕрлеме тытăннă. Яваплă ĕçе ачисене, тăванĕсене явăçтарнă. «Пирĕн аслă ăрăвăн пархатарлă ĕçне манма юрамасть», - теççĕ хастарсем.
«Халĕ çĕнĕ туртăм вăй илме пуçларĕ: хулара ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем яла пурăнма куçаççĕ. Ватлăха шăплăхра, уçă сывлăшра ирттересшĕн вĕсем. Çулсем иртнине пăхмасăр общество ĕçне те хутшăнаççĕ. Акă, Нина Терентьева «Акконд» фабрикăра 35 çул ытла вăй хунă. Пенсире Пуканкассинче тĕпленнĕ те чун юратнă ĕçне кÿлĕннĕ: тĕрлет, çыхать. Куравсенчен, ăсталăх класĕсенчен юлмасть. «Вăрнар районне тĕрлетпĕр» проекта хутшăнса тăван тăрăха пусма çинче сăнларĕ. Унсăр пуçне сăвăсем çырать, хăех кĕвĕлет. Лиана Григорьева картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытать. Çав хушăрах кĕнеке те пичетлесе кăларчĕ. Любовь Анисимова вара хĕрарăмсен канашне ертсе пырать. Сăвă çырать, алă ĕçне маттур вăл. Любовьпе Виктор Анисимовсем, Валентина Ильина, Нина Иванова, Галинапа Станислав Шумиловсем, Любовь Максимова, ыттисем - тăрăшуллă та маттур çын пайтах пирĕн. Ял пурнăçне пуянрах тăвассишĕн вăй-халне, вăхăтне шеллемеççĕ», - вĕсене чĕререн тав тунине палăртрĕ Альбина Дмитриевна.
Пуçаруллă çынсем тăрăшнипех Пуканкассинче мероприятисем тăтăшах иртеççĕ. Акă, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне, Çăварние, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне уявлама ватти-вĕтти йышлă хутшăннă. Уявсенче, канмалли кунсенче клуб кĕрлесе кăна тăрать. Хисеплĕ ватăсене чысласси йăлана кĕнĕ. Артистсемпе, çыравçăсемпе тĕлпулусем, ăсталăх класĕсем ирттереççĕ. Çар операцине хутшăнакансене пулăшма пуканкассисем чăлха-нуски çыхнă, апат-çимĕç, тумтир туянса ăсатнă, укçа хывнă. Общество вырăнĕсене, урамсене çумкурăкран, çÿп-çапран тасатасси те йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Театрсене, концертсене, экскурсисене çÿреме те вăхăт тупаççĕ вĕсем. Çĕртмере вара ял уявне ирттерме хатĕрленеççĕ. Çавна май «Чи лайăх кил хуçалăхĕ» конкурс йĕркелесшĕн.
Лариса НИКИТИНА
Ноябрь 2024 |