Раççей Федерацийĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшÿллĕн 2023 çул çĕршывра Педагогпа наставникăн çулталăкĕ ячĕпе иртет. Ăна халалласа Вăрнар муниципаллă округĕнче черетлĕ мероприяти иртнĕ.
Çичĕ шкулти çамрăк вĕрентекенсемпе вĕсен наставникĕсем Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта «С уверенностью вперед!» семинара хутшăннă. Чи малтанах педагогсем çавра сĕтел тавра пухăннă. «Семинарăн тĕп тĕллевĕ - пĕр-пĕрин опычĕпе, методикăри çĕнĕлĕхсемпе паллашасси. Сирĕнтен кашнинех педагогикăри вырăна тупса, професси ăсталăхне туптаса малашлăха çирĕппĕн утăмлама сунатăп. Çĕршыв пуласлăхĕ сирĕн алăра», - саламланă çамрăк педагогсене Вăрнарти 2-мĕш шкул директорĕ Сергей Ильин.
Вăрнар муниципаллă округĕнче 18 шкул, 8 ача сачĕ тата хушма пĕлÿ паракан 3 вĕрентÿ организацийĕ пур. Вĕсенче 506 педагогика ĕçченĕ тимлет. Анчах кадрсен ыйтăвĕ çивĕч-ха. Уйрăмах çамрăк специалистсем сахал. Шкулсенче учительсен вăтам ÿсĕмĕ - 47 çул. Çак ыйтăва татса парас тĕллевпе муниципаллă округра тĕрлĕ енлĕ комплекслă ĕç пурнăçланать. Профильлĕ вĕрентÿ организацийĕсемпе тачă çыхăну тытаççĕ. Тăван тăрăха ĕçлеме килес шухăшлă студентсене муниципаллă округ пуçлăхĕн стипендине тÿлеççĕ. Çамрăк педагогсене ятарлă надбавкăсемпе тивĕçтереççĕ. Тĕрлĕ программăсене хутшăнса укçа-тенкĕ енчен пулăшу илмелли майсем пур. Кун пирки вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ Елена Карпова тĕплĕн чарăнса тăнă.
Семинар ĕçĕ методика енчен пуян пулнă. Вăрнарти 2-мĕш шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен Ольга Физер ирттернĕ мастер-класс интереслĕ иртнĕ, пурне те тыткăнланă. Хыççăн çамрăк педагогсемпе вĕсен наставникĕсем секцисем тăрăх пайланса ĕçленĕ, актуаллă методика ыйтăвĕсене тишкернĕ.
Рефлекси тапхăрне 2-мĕш шкулти директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе тимлекен заместителĕ Татьяна Сапожникова ирттернĕ. Семинара хутшăнакансем «идеаллă учителĕн» сăнарне калăпланă, уроксенче сиксе тухма пултаракан ситуацисене тата вĕсенчен мĕнле тухмаллине сÿтсе явнă.
Çамрăклăх вăл - интереслĕ, кăсăклă вăхăт. Çамрăк учительсем умĕнче паян пĕтĕм çул уçă. Профессире тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме вара вĕсене наставниксем пулăшĕç. Çамрăк вĕрентекенсем пархатарлă педагогика ĕçне çĕнĕ вăркăш илсе килеççĕ. Çавăнпа та вĕсене ăнăçу, çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр.
Оксана СЕМЕНОВА
Ноябрь 2024 |