Ял çыннисен пысăк савăнăçĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.04.2023, 10:00 Просмотров: 431

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн тĕллевĕсенчен пĕри - пĕрремĕш пулăшу парассине тивĕçлĕ шая çĕклесси. Çавăнпа та ФАП-сем уçассине, медицина учрежденийĕсене çĕнĕ сăн-сăпат кĕртессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Мăн-явăшсемшĕн чăн савăнăç çитрĕ. Тĕплĕ юсав ĕçĕсем хыççăн пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

Мероприятие округ пуçлăхĕ Андрей Тихонов, депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Валерий Шумилов, тĕп больницăн тĕп врачĕ Сергей Илюткин, Мăн Явăшри территори пайĕн пуçлăхĕ Юрий Туринге, «Мураты» кооператив представителĕ Леонид Спиридонов хутшăнчĕç. Ял халăхĕ те чылай пухăнчĕ. Ку тăрăхра пурăнакансем врач офисĕ уçăлни вĕсемшĕн чаплă уяв пулнине каларĕç. Мăн Явăш ялĕ округ центрĕнчен, тĕп больницăран аяккарах вырнаçнă, çавăнпа та медицина пулăшăвне çывăхрах илме май пурри халăха чăннипех савăнтарать. Тепĕр тесен, вĕсене анчах мар. Врач практикин офисĕнче тимлекенсем пĕтĕмпе пĕр пин ытла çыннăн сывлăхне пăхса-асăрхаса тăраççĕ. Ку йыша уйкас-явăшсемпе кĕçĕн-кипексем те, етрукасси-мăратсемпе çĕн-кипексем те, çавалкассемпе туçи-мăратсем те, юлапăшсем те кĕреççĕ.

Андрей Тихонов çĕнелнĕ офисра çынсене пулăшупа тивĕçтерме хăтлă условисем туса панине çирĕплетрĕ. Строительство организацийĕ çурт тăррине, фасадне, чÿречесене, алăксене тĕппипех улăштарнă. Шалти кабинетсене, инженери системисене йăлтах çĕнетнĕ. Санитари пÿлĕмĕ те пур.

Гиппократ тупине асра тытса 30 çул ытла тăрăшакан Елена Дмитриевна Михайлова медсестра Мăн Явăшри врач практикин уйрăмне «çăтмах пахчипе» танлаштарчĕ. Çулла сыватмăш территорийĕнче чечек клумбисем чĕртме палăртаççĕ. Ираида Валерьяновна Отрыванова врач та медицина учрежденийĕнче питĕ хăтлă пулнине палăртрĕ. Тухтăр офисĕнче хальхи вăхăтри медоборудованипе оргтехника та вырнаçтарнă. Кăнтăрлахи стационар та ĕçлĕ, çавна май 4 койка-вырăн уйăрнă. Сергей Илюткин ял халăхне диспансеризаци, профилактика тĕрĕслевĕсем витĕр вăхăтра тухма сĕнчĕ.

Мăн Явăшра пурнăç вĕресе тăрать тесен те йăнăш пулмĕ. Акă, культура çуртĕнче те тĕплĕ юсав ĕçĕсем тытăннă. Мăн Явăшри шкулăн сăн-сăпачĕ те çĕнелмелле. Ырă пулăмсем çамрăксене яллă тăрăхра тĕпленме хавхалантармаллах. Ача-пăча çуралсан демографи лару-тăрăвĕ те лайăхланĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика