Паха опыт – хавхалану никĕсĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.04.2018, 16:04 Просмотров: 477

Вăрнарти аш-какай комбиначĕ çурхи ака ĕçĕсене кăçал 6 пин ытла гектар çинче ирттерме палăртнă. Урпа 4300, тĕшĕлĕх кукуруза 800 гектар йышăнĕç.

– Кĕрхисене апатлантарма тухасшăн, – пĕлтерчĕ виçĕмкун предприятин тĕп агрономĕ Владимир Антонов республикăри агроинженери конференцийĕнче. Ĕнер 100 га апатлантарнă та ĕнтĕ.

Чăваш енри мĕнпур аграрие агрохолдингăн Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче пухни ăнсăртран мар. Паян вĕсемпе танлашмалли пур. Ĕçтешĕсене кăтартма çĕнĕ йышши хăватлă мĕнпур техникăна, агрегатсене черетпе лартса тухнă.

Акционерлă общество паркĕнче пĕтĕмпе тĕрлĕ маркăллă, энергие перекетлекен 27 трактор шутланать. Генеральнăй директор Николай Аливанов вĕсен ĕçлевлĕхĕпе тата çурхи уй-хир ĕçĕсене епле хатĕрленнипе паллаштарнă май, иртнĕ çул парк тырă вырмалли пилĕк комбайнпа пуянланнине, кăçал тинтерех кăна икĕ «Джондир» трактор тата курăк çулакан «Ягуар» комбайн туяннине пĕлтерчĕ. Кун валли пĕр кредит та явăçтарман, йăлт хăйсен укçи-тенкипе туяннă.

Сăмах май каласан, виçĕмкун аш-какай комбиначĕн техники тĕрĕслев витĕр тухрĕ. Патшалăх техника асăрхавĕн Вăрнар, Йĕпреç тата Канаш районĕсенчи аслă инспекторĕсем И.Тимофеев, А.Терентьев тата О.Микушин дымомерсемпе тата люфтомерсемпе ĕçлерĕç, механизаторсемпе ĕç сыхлавĕ, техника тата пушар хăрушсăрлăхĕ пирки калаçу ирттерчĕç.

Уй-хире тухма предприяти тĕплĕн хатĕрленни куçкĕрет. Минераллă удобренисене çителĕклех кÿрсе тухнă, сĕрмелли-çунтармалли материалсем тĕлĕшпе пăшăрханмалли çук, мĕнпур лаптăка паха вăрлăх акăнĕ. Механизаторсем çителĕклĕ.

Пухăннисем сĕт-çу фермисен ĕçĕ-хĕлĕпе те кăсăкланчĕç. Николай Аливанов пĕлтернĕ тăрăх, çывăх вăхăтра Малтикас Ялтăра территорийĕнче 2000 пуç вырнаçмалăх откормочник çĕкленсе ларĕ, çавăн пекех кăçал тепĕр сенаж траншейи тăвасшăн.

Республикăри аграрисен семинар-канашлăвĕн ĕçĕ малалла «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче тăсăлчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ку çулхи çураки планĕпе паллаштарчĕ. Вăрнарсен пĕтĕмĕшле ака лаптăкĕ 28878 га йышăннине палăртрĕ. Апрелĕн 12-мĕшĕ тĕлне вăрлăха кондицие лартнин кăтартăвĕ кирлин 87 проценчĕпе, удобренисем кÿрсе тухнин кăтартăвĕ 102,94 процентпа, топливо хатĕрленин кăтартăвĕ 95 процентпа танлашнине каларĕ.

Кĕрхисем аван хĕл каçнă. Çурхисене 13249,1 га акмалла. Уй-хир ĕçĕсене 193 трактор, 129 культиватор, 107 сеялка, 83 плуг хутшăнĕ.

Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов республикăри хатĕрленÿ ĕçĕсен пĕтĕмĕшле ÿкерчĕкĕпе паллаштарнă май, пухăннисен Вăрнарти аш-какай комбиначĕн çĕр ĕçченĕсен тĕслĕхĕпе çунатланмаллине каларĕ.

Семинар-канашлăва пĕтĕмлетсе республикăн ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов сăмах илчĕ, çурхи уй-хир ĕçĕсене пуçаруллă, йĕркеллĕ, тухăçлă ирттермеллине астутарчĕ, çĕре тулăхлатас тĕлĕшпе çĕнĕ меслетсемпе усă курмаллине асăнчĕ.

Трибуна умне тухакансем çавăн пекех аграрисене патшалăх енчен пулăшас, ÿсентăрансене хими мелĕпе хÿтĕлес, çăмăллатнă кредитсене явăçтарас тата ытти ыйтăва та çĕклерĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика