Вăрнарсен чунлăхлă ĕçĕ пысăк хака тивĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.04.2023, 09:06 Просмотров: 306

Вырсарникун ир. Çичĕ сехет те çитмен. Вăрнар халăхĕ ытларахăшĕ тем тесен те ыйхăра. Волонтерсен, чĕрисем хĕрÿллĕн хамăрăн паттăр салтаксемшĕн тапакан çамрăксен вара, çак кун канлĕх пирки манма тиврĕ.

«Салтаксем патне яраççĕ-и ку машинăсене/» Черечĕпе мăнаçлăн ларакан автомобильсем çывăхĕнче чарăнчĕ пĕр хĕрарăм. «Çар ĕçĕнче пулăшса пыччăр ĕнтĕ», - терĕ вăл ытлашши сăмах вакламасăр.

«Вăрнар», «Кив Шуртан», «Чăваш ен» сăмахсем хĕвелпе çутатса чĕрене пушшех те пĕр вăхăтрах савăнăçлăн та хумхануллăн таптараççĕ. Автомобильсен юсав тапхăрĕсене, вĕçленÿллĕ ĕçĕсене сăнаса-ÿкерсех тăнă май кашнинчех чунра Вăрнар çыннисен пĕрлĕхĕшĕн, тылри паттăрлăхĕшĕн мăнаçлăх çуралать.

Хальхинче, вăрнарсем СВО валли хатĕрленĕ автомобильсене фура çине тиенĕ вăхăтра, çак туйăм пушшех те ÿсрĕ. Пĕр пăхсан, тиев ĕçĕ çав тери ансат пек туйăнать. Анчах та ГАЗ-66 çар машинине ?ун никĕсĕ çинче мунча тунă% тягач çине хăпартса лартма чылай тавçăрулăха уçма тиврĕ хастарсен ушкăнĕн: Андрей Ефимовăн, Сергей Михайловăн, Станислав Филипповăн, Сергей Христофоровăн. Аслă, ăслă çын вĕрентĕвĕ-сĕнĕвĕ кирлине те çирĕплетсе пачĕ пĕрлехи пысăк ĕç. Александр Иванович Ефимов çамрăксемпе тан ĕçлерĕ çеç мар, ун канашĕсем питех те пĕлтерĕшлĕ те усăллă пулчĕç.

Автомунчана кранпа çĕкленĕ вăхăтра ан шăйрăлтăр, ан çĕмĕрĕлтĕр тесе бруссем, хăмасем хурса çыхăнтарчĕç. Александр Васильев хăйĕн кранĕпе ювелир пек ĕçлени тĕлĕнтерчĕ. Машина бортсене ан лектĕр тесе кашни миллиметрне шута илмелле-çке. «Хăв патне!», «Çĕкле!», «Антар!», «Айăккинелле ил!» текен жестсене тĕп-тĕрĕс пурнăçларĕ вăл.

Хăшпĕр ыйтусене вырăнтах татса пама тиврĕ. «Звездопад» АХО-н генеральнăй директорĕ Владимир Яковлев пулăшнипе УАЗ-а Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн эстакадинчен тиерĕç.

Владимир Сергеевич, «Август» компанин Вăрнарти мĕнпур ертÿлĕхĕ пекех, тулли мар мобилизаци тытăннăранпах çар нушисен ыйтăвĕсене татма пулăшать. Хальхи партипе СВО-на ăсатакан Нивăна шăпах вăл панă. Александр пиччĕшĕн сăнарне асра тытса тата тăван Кив Шуртан çыннисен ячĕпе.

Нивăна вырсарникун хăй чуппипе Шупашкара Андрей Ефимов çитерчĕ. Чăваш енри «Пĕрле» фонд ун валли вырăн тепĕр фура çинче уйăрнă.

УАЗ-а тата автомунчана тягач çине ?ăна та «Пĕрле» фонд уйăрнă% хăпартса лартнипе кăна ĕç вĕçленмерĕ. Перевозкăсен требованийĕсем çирĕп. Çавна кура ГАЗ-66 çинчи багажника малтанах хывма, мунча тăрпине касма тиврĕ. Анчах та ку та пулăшмарĕ, фурăн тăрри пурпĕр витĕнмерĕ. Çавăнпа та волонтерсем малтан ун ураписене пушатрĕç. Кун пек те бортсенчен çÿллĕрех пулнăран ураписене вуçех те хыврĕç...

Ĕçсем, шухăшсем - паттăр ентешсемшĕн. Çакна Вăрнар тăрăхĕн çыннисем тата тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. Машинăсемсĕр пуçне ентешсем посылкăсене, запас пайсене, хуçалăх инструменчĕсене нумай хатĕрленĕ. Автомунча салонĕ те, УАЗ та гуманитари пулăшăвĕпе лăк тулчĕ.

Çак ĕçсем чи малтанах «ZOV Вурнары» ушкăн пуçарăвĕпе ?ертÿçи - хамăрăн маттур ентеш, Калинино каччи Артур Михайлов%, Вăрнар муниципаллă округ пуçлăхĕ Андрей Тихонов хута кĕнипе, предприяти-организацисен, уйрăм çынсен, «Пĕрле» фонд, «Единая Россия» парти пулăшăвĕпе пулса пыраççĕ.

Вăрнарсен чунлăхлă ĕçĕ пысăк хака тивĕç. Вĕсен пулăшăвĕ виçĕмкун Чăваш енри гуманитари поезчĕ йышĕпе ятарлă çар операцийĕ вырăнне çула тухрĕ. Республикăри салтаксене хальхи вăхăтра кирлĕ оборудованисем, внедорожниксем, автозапчастьсем, стройматериалсем тата ыттине тиенĕ тăватă фура ăсанчĕ.

Пĕтĕмпех Çĕнтерÿ валли!

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика