Кăçал та - пĕрремĕшсем!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.05.2023, 09:10 Просмотров: 438

Аçăмçырми шкулĕн вĕренекенĕсем - округри чи маттур çамрăк çул-йĕр инспекторĕсем. Çак сумлă ята вĕсем кăçал та «Хăрушсăр урапа» ăмăртура тивĕçлипе çирĕплетнĕ. Тĕрĕссипе вара, аçăмçырмисем пĕрремĕшсен ятне республикăра та чылай çул ĕнтĕ никама та памаççĕ, çулсерен чыслăн хÿтĕлеççĕ.

Кăçалхи конкурсăн муниципаллă тапхăрне те шăпах ку шкул йышăннă. Ăна хатĕрлесе йĕркелекенĕсем - Ача-пăча пултарулăх çурчĕпе «Вурнарский» пайăн ГИБДД уйрăмĕ.

Хальхинче, конкурс условийĕсем тăрăх, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн ăмăртăвĕнче 2011 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех вĕренекенсем тупăшнă. Кашни ушкăнрах - икшер арçын ачапа хĕрача. Пĕтĕмпе вĕсен команда зачетĕнче хăйсен пĕлĕвĕпе ăсталăхне тăватă станцире кăтартма тивнĕ: çул-йĕр правилисене лайăх пĕлессипе, пĕрремĕш пулăшу парас енĕпе, автохулара тĕрĕс çÿрессипе тата велосипедпа фигурăсем туса ярăнассипе. Унсăр пуçне - уйрăм творчество конкурсĕнче.

Каламалла: мĕнпур ушкăн хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă: ачасем кăткăс заданисене пурнăçласа станцирен станцие хастар куçса пынă. Вĕсен тĕп тĕллевĕ штраф балĕсене пуринчен сахалрах пухасси пулнă. Çак задачăна чи лайăх пурнăçлаканĕсем шăпах та - Аçăмçырминчи çамрăк çул-йĕр инспекторĕсем. Вĕсем кашни станцирех пĕрремĕш пулнă май, команда зачетĕнче те - тивĕçлипе çĕнтерÿçĕсем. Призерсен йышне çавăн пекех Вăрнарти 1-мĕш тата Вăрман Кипекри шкулсен командисем кĕнĕ: вĕсем иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсенче.

Малалла аçăмçырмисен - республика шайĕнчи ăмăртусем. Унчченхи çулсенчи пекех пирĕн çамрăк инспекторсем çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ енĕпе тарăн пĕлÿ, çивĕч тупăшура пысăк ăсталăх кăтартасса шанатпăр.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика