Пахалăха васкавлăхпа улăштарсан...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.05.2023, 09:11 Просмотров: 416

«Шăхасан – Калинино» ав-тоçул юсавĕ тивĕçлĕ вĕçленменни темиçе çул калаçтарать ĕнтĕ. Кунта мĕн тĕплĕ юсав тытăннăранпах вăл республика Правительствин кăна мар, Обществăлла халăх фрончĕн тимлĕхĕнче те.

Иртнĕ эрнере Вăрнар тăрăхĕнче халăх фрончĕн Тĕп штабĕн представителĕ Светлана Калинина пулчĕ, ку автоçулăн пирĕн округ тăрăх иртекен çул лаптăкĕн лару-тăрăвĕпе çыхăннă ыйтусене Чăваш ен Транспорт министерствин, «Чувашупрдор», «Дортех», прокуратура представителĕсемпе пĕрле çивĕччĕн сÿтсе яврĕ. Тĕлпулу пÿлĕмре мар, вырăна тухса иртрĕ.

Халăх фрончĕ «Шăхасан-Калинино» трасса 2019 çулхи ноябрь вĕçĕнче ниепле те хута каяймассине тÿрех палăртнăччĕ. Мĕншĕн тесен ăна юсассипе ку çул подрядчике нумай вăхăт тупайман. 2019 çулхи августра автоçулăн пĕр пайне - 12,376 километра - тĕплĕ юсама аукциона Тутарстанри «Волгадорстрой» выляса илнĕ. Пурнăçлав срокĕ - ку çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕ. Ун чухне çанталăкĕ те йĕпе-сапаллă тăчĕ, шăнтрĕ, апла пулин те строительсем асфальт хучĕç. ОНФ-ăн Чăваш енри штабĕн представителĕсем ун чухнех пахалăха васкавлăхпа улăштарма сĕнмерĕç. Çитменнине, юсав пынă вăхăтрах кунтан транспорт çÿреме пăрахманни те пысăк чăрмавсем кÿнĕ.

Подрядчик ĕçе вĕçлейменнине кура унпа контракта татнă. Светлана Калинина çакăн хыççăн республика çулĕн юсаса пĕтермен лаптăкне саккунпа консервацилемелле, хăрушсăр объездпа тивĕçтермелле пулнине пĕлтерчĕ. «Анчах та ОНФ пĕрре кăна мар ыйтнă пулин те ку енĕпе нимĕнле утăм та туман. 100 миллион ытла тенкĕ тăкакланă автоçула халĕ те йĕркеллĕ тăрăма çитермен. Çитменнине, ун тăрăх çÿрессине чарман»,- терĕ хыттăнах Светлана Викторовна.

Калас пулать, çула хута ярас тĕлĕшпе республикăра ĕçсем пурнăçланаççĕ. Чăваш ен транспорт министрĕн заместителĕ Максим Петров мартра проектпа смета документацине улшăнусем кĕртнине, çул юсавне икĕ çулта вĕçлессине палăртрĕ: 2024 çулта 133 млн ытла тенкĕлĕх, 2025-мĕшĕнче - 384 млн ытларах тенкĕлĕх.

Анчах та: «Проект хакĕ мĕншĕн икĕ хута яхăн хăпарнă/ Мĕнле ĕçсем е калăпăш хушăннă/» - çакнашкал ыйтусем ОНФ представителĕ енчен çивĕччĕн янăрарĕç. Светлана Калинина çула кăçалах юсамаллине асăрхаттарчĕ.

Чăнахах та, автоçулăн пирĕн тăрăхри лаптăкĕпе мухтанмаллиех çук. Вырăн-вырăнпа вăл хумлă-хумлă, тикĕс мар. «Ун юсавне тата та тăссан çул сийĕ пушшех те япăхланĕ, инкексем пулас хăрушлăха ÿстерĕ»,- терĕ ОНФ представителĕ.

Çул юсавĕн ыйтăвĕпе пирĕн округра Чăваш ен транспорт министрĕ Владимир Осипов, «Чувашупрдор» директорĕ Юрий Шилов та пулчĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика