Паттăрсен ячĕпе - Астăвăм аллейи

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.05.2023, 09:31 Просмотров: 355

Пирĕн тивĕç - Тăван çĕршывшăн хăйсен пурнăçĕсене панă çар çыннисен астăвăмне ĕмĕрсене сыхласа хăварасси.

Çак чĕнĕве чĕререн йышăнса, паттăрсене асра тытса, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче патриотла пуçарăва çул панă - Астăвăм аллейине йĕркелеме йышăннă. Ун геройĕсем - Украина территорийĕнчи ятарлă çар операцийĕнче çар задачисене пурнăçласа пуçĕсене хунă ентешсем. Çичĕ паттăр салтак: Константин Филиппов ?Чалăм Кăкшăмра çуралнă%, Петр Павлов ?Кушар Юнтапа%, Александр Грибов ?Пăртас%, Артур Ананьев ?Уйкас Кипек%, Владимир Сорокин ?Кивьял Нурăс%, Илья Малуда ?Вăрнар%, Олег Юлмасов ?Кив Мĕлĕш%. Çак харсăр çамрăксем, çĕршыв умне хăрушлăх тухсан, хăйсем çинчен шутламасăр, тăван çĕре хÿтĕлеме васканă, ку тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Тата тепĕр пулăм та çывăх пĕрлештерет: вĕсем - халĕ ял хуçалăх техникумĕн тытăмне кĕнĕ Вăрнарти 29-мĕш, Калининăри 24-мĕш професси училищисен тата техникумăн тĕрлĕ çулти выпускникĕсем. Паян кунта пĕлÿ илекен студентсемшĕн тĕслĕх пулса тăнă, хăйсем хыççăн туртăнма хавхалантаракан хăюллă çар çыннисем...

- Эпир хамăрăн студентсемпе, çак вĕренÿ учрежденийĕн стенисенче професси илсе тухнă паттăрсемпе мăнаçланмасăр пултараймастпăр. Вĕсем пирĕн тăнăçлăхшăн пурнăçĕсене шеллемен, нимле йывăрлăхпа хăрушлăхран хăраман. Çавăнпа та пирĕн сăваплă тивĕç - вĕсем çинчен ырă астăвăма упраса хăварма мĕн май килнĕ таран тăрăшмалла. Сăнарĕсем студентсем кăна мар, поселок, округ çыннисем мухтанмалăх мăнаçлăн курăнччăр, - палăртрĕ Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн директорĕ Ольга Львова. Астăвăм аллейине уçакан торжествăлла мероприяти кĕçнерникун иртрĕ.

Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов чи малтанах ку патриотла ырă ĕçшĕн техникум коллективĕпе студенчĕсене чунтан тав турĕ. Чи çутă уяв - Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн хальхи вăхăтри паттăрсене, СВО участникĕсене, те хисеп туни пĕлтерĕшлине каларĕ.

- Паян чыслакан салтаксем - пирĕн мухтавлă ентешсем. Çĕршыв чĕнĕвĕпе вĕсем хăрушлăхпа кĕрешме пĕрремĕш тухса кайнă. Пытанма шутламан, çар тивĕçне пурнăçлассинчен тĕрлĕ сăлтавпа хăтăлма май шыраман. Эпир лăпкăн вĕренессишĕн, ĕçлессишĕн, пирĕн пуç çийĕн телейлĕ тÿпе пулассишĕн пурнăçĕсене панă. Эсир çакна яланах асра тытасса, вĕсен хăюлăхĕпе тата хастарлăхĕпе мăнаçланса çĕршыв хÿтĕлевçисен ятне малашне те çÿлте тытасса шанатăп, - терĕ Андрей Владимирович торжествăлла мероприятие хутшăннă çамрăксене.

Çавăн пекех офицерсен союзĕн представителĕ Станислав Афанасьев, краеведени музейĕн директорĕ Елена Шарипова та техникумра хăйсен выпускникĕсем - СВО участникĕсем ячĕпе Аллея уçни пулас ăрусемшĕн кирлĕ ĕç пулнине палăртрĕç.

Паттăрсен çывăх çыннисем, тăванĕсем те сăмах илчĕç. Вĕсен çухатăвĕ сăмахпа калайми, хуйхи нимпе виçейми. Чĕрери ырату тÿрленмест пулин те, хăйсен мăнукĕсем, шăллĕсем, ывăлĕсем пирки ăшă туйăмсемпе аса илчĕç. «Вĕсен те пурăнас, вĕренес-ĕçлес, çемйисемпе савăнас килнĕ. Анчах чăн-чăн патриотсем çĕршыври йывăр лару-тăрура хăйсене урăхла тытма пултарайман», - çирĕплетрĕç çывăх çыннисем.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика