Çакăн пек пĕлтерчĕ ятарлă çар опера-цийĕн салтакĕ Евгений Лукин, Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн хаçат редакцийĕнче пулнă май
Кĕске вăхăтлăх отпуск шăпах та уяв кунĕсене, Çĕнтерÿллĕ çурккуннен асамлă тапхăрне лекни Çавалкас тăрăхĕн каччин чĕрине хытах савăнтарнă. Çитменнине, шăпах амăшĕн, Эльвира Максимовнан, çуралнă кунĕ тĕлне лекнĕ кану вăхăчĕ. Ывăлĕ чечек çыххипе киле кĕрсе тăни мĕнлерех ырă вĕт! «Тĕлĕнмелле те, срочнăй служба хыççăн та çакнашкалах пулса тухрĕ. Çуралнă кил ытамне аннен уявĕ вăхăтĕнче çитнĕччĕ», - кăмăллăн пĕлтерчĕ вăл.
Службăна Евгений Инçет Хĕвелтухăç çар округĕнче, Улан-Удэре, десантпа штурм уйрăм бригадинче ирттернĕ.
31-ри каччă кĕркунне тулли мар мобилизаци йĕркипе çара кайма ят тухсан пĕрре те иккĕленсе тăман: çĕршыв хÿтĕлевне тăмаллах! «Воспитани çавнашкал», - терĕ вăл.
Евгений Лукин СВОна кайиччен фермер ĕçĕпе тимленĕ. Маттур каччă юратнă ĕçшĕн аякра та тунсăхланине пытармарĕ. Отпуска киле каçпа çитнĕскер, ирхи шуçăмлах трактор çине ларнă. Акана вĕçлеме пулăшнă, çĕрулми лартнă.
Отпуска ярассине пĕлсен çамрăксем республикăран уйăракан автобуса кĕтсе тăман - улттăн ?пиллĕкĕшĕ вăрнарсем, тепри Улатăртан% машина тытса килнĕ - капла тăван тăрăхра ытларах пулма май пур-çке.
Евгений хăйсен взводĕнче ытларах вăрнарсем пулнине, хальхи вăхăтра ентешсен хăйсемшĕн кулянма кирлĕ маррине пĕлтерчĕ. Вĕсем уй-хир условийĕсенче оборона линине çирĕп тытаççĕ.
- Паянхи кун интернетра тĕрлĕ шухăшлă информаци нумай. Украина çĕрĕ çинче çар задачине пурнăçлакан салтаксем аван пĕлеççĕ - СВОна пуçарни кирлĕ утăм. Фашизма чармаллах, унсăрăн пирĕн ялсемпе хуласене сирпĕтме, аркатма тытăнĕç, - тет вăл.
Евгений çарти йывăрлăхсене чăтса ирттерме тăванĕсем, ентешсем пулăшни, вĕсен çырăвĕсем хавхалантарнине пĕлтерчĕ. «Пĕрлĕх салтаксен вăйне те çĕклет», - терĕ вăл.
Евгений хамăр округран ăсатнă УАЗ-сенчен пĕри шăпах хăйсене тивĕçнине савăнса пĕлтерчĕ. Уй условийĕсенче ку техника çар задачисене пурнăçлама чăннипех кирлех. Ун рулĕ умĕнче Евгенийĕн ентешĕ - Сăкăт каччи иккен! Юнашар вара хÿтĕлевре Елчĕк, Патăрьел, Канаш, Красноармейски, Çĕрпÿ, Пăрачкав округĕсен хастарĕсем тăраççĕ.
- Çĕнтерÿ пирĕн алăра пулатех! Урăхла пулма пултараймасть! - хавхалануллăн калаçрĕ Евгений.
Хăй тунă утăмшăн вăл пĕрре те кулянмасть. Халĕ те кĕске отпуск хыççăн, тăван кил ытамĕнче тем пек ытларах пулас килет пулин те, çар операцийĕн вырăнне Евгений кăмăлпах таврăннă. Чĕри ун чăннипех Тăван çĕршывшăн тапать!
Светлана ЧИКМЯКОВА
Ноябрь 2024 |