Тĕп редакторсем Вăрнарта канашларĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.05.2023, 09:32 Просмотров: 443

Вăрнар ен хăнасене яланах тарават. Акă, юнкун пирĕн округра Тĕп редактор кунĕ пулчĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие Чăваш енри цифра министрĕ Михаил Степанов, унăн заместителĕ Анна Иванова, ЦУР специалисчĕ Антон Грабко, Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов, «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ Светлана Чикмякова, республикăри ытти массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Тĕп редактор кунне вырăна тухса ирттерессине 10 çултан тепĕр хут пуçарчĕç. Чи малтан пирĕн патра йĕркелени те ахаль мар - «Çĕнтерÿ çулĕ» паян республикăра тĕрлĕ енпе ырă ятра. Ун опычĕпе паллаштарас терĕç.

Мероприятие «Август» компанин «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн ертÿлĕхĕ хăйсем патĕнче ирттерме пулăшрĕ. Кунта курмалли нумай.

Хăнасене предприятин ĕçĕ-хĕлĕпе социаллă тивĕçтерÿсен пайĕн пуçлăхĕ Евгений Захаров паллаштарчĕ. Журналистсем тÿрех кăсăклă ыйту пачĕç: «Мĕншĕн-ха компание «Август» ят панă/ Хуравĕ ансат. Компание августăн 31-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Тата август - ял хуçалăх культурисен тухăçĕпе пуян уйăх. Ÿсентăрана хÿтĕлемелли 100 ытла тĕслĕ хими препарачĕ кăларакан предприятишĕн ку чăннипех ырă паллă. Палăртмалла, «Август» компанин завочĕсем çĕршывра темиçе те пур. Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ вара тĕп производство площадки тесе мăнаçлăнах çирĕплетме пулать. Вăл аталану çулĕпе çирĕппĕн утăмласа пырать. «Август» йышне завод 27 çул каяллах кĕнĕ. Хальхи вăхăтра вăрнарсен продукцийĕ Раççей Федерацийĕн регионĕсене те, ют çĕршывсене те ăсанать. Оборудование, транспорт хатĕрĕсене çĕнетессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Заводра 750 ытла çын тимлет. Вăтам шалу 60 пин тенкĕрен иртет. Заводра нумай çул тăрăшнисем хисепре. Хальхи вăхăтра 440 ытла ветеран патшалăхăн мар пенсине илсе тăрать. Ун виçи çулсеренех ÿсет. Кăçал хушма пенси 9,8 пин тенкĕпе танлашнă.

Курнинчен курманни, пĕлнинчен пĕлменни нумай, теççĕ. Журналистсем полимер савăт-сапасем кăларакан цехра пулчĕç. Ĕç юхăмĕ мĕнле пыни пурне те кăсăклантарчĕ. Пĕлтĕрхи кăтарту çапларах - цехра 1,8 млн канистра, 11,3 млн стакан-банка тата вĕсем валли 15 млн хупă «пиçсе тухнă». Кашни савăт-сапана темиçе хутчен те тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Çавна пула хими препарачĕсем шанчăклă упранаççĕ.

Калем ăстисем совет саманин ретро-куравĕпе паллашрĕç. Ĕç Мухтавĕн музейĕнче те пулчĕç. Евгений Захаров заводра ыр йăла пуррине пĕлтерчĕ. Тĕслĕхрен, çĕнĕ сотрудник ĕçе пуçăниччен музейпа паллашать. Предприятин историне, унăн маттур çыннисене пĕлни ăна хастартарах тăрăшма, ыр малашлăха талпăнма хавхалантарать. Чи малтанах заводра ял хуçалăхĕнче усă куракан фосфор çăнăхĕ кăларнă. Производство ÿснĕ, предприятире 1947 çултан тытăнса хими препарачĕсем кăларма пуçланă. Музейри хаклă экспонатсенчен пĕри - куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялав. Завод ăна пилĕк хутчен çĕнсе илнĕ.

Музей лаптăкне икĕ çул каялла виçĕ хут пысăклатса мультимедийлă тата интерактивлă технологисемпе пуянлатнă. Тĕп редакторсем çĕнĕ залра хăтлă та илемлĕ пулнине палăртрĕç. Кунтах наукăпа производство центрĕн экспозицийĕ те пур. Вăл чăн лабораторине асилтерет. Акă, Менделеевăн хими таблици тĕрлĕ тĕссемпе çуталса кайрĕ. «Самантрах шкул вăхăтне таврăнтăмăр. Хамăра хими урокĕнчи пекех туйрăмăр», - терĕç журналистсем пĕри те тепри.

«Август» компани физкультурăпа спорта аталантарассипе те тĕллевлĕ тăрăшать. 2022 çулта футболистсен «Химик-Август» професси командине йĕркеленĕ, стадиона çĕнетсе улăштарнă. Çавна май команда сумлă ăмăртусене хутшăнать.

Завод аталанăвĕнче «Август» компанин генеральнăй директорĕн Александр Усковăн, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн директорĕн Владимир Свешниковăн тата ĕç коллективĕн тÿпи пысăк пулни яр уççăн курăнать.

Мероприятин официаллă пайĕнче массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçĕ-хĕлĕнчи тĕп ыйтусене сÿтсе яврĕç. Цифра министрĕ Михаил Степанов, Анна Иванова заместитель, ЦУР представителĕ Антон Грабко кирлĕ сĕнÿсем пачĕç. Округ пуçлăхĕ Андрей Тихонов «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат Вăрнар тăрăхĕнчи хыпарпа туллин паллаштарнине, вырăнти влаçпа тачă çыхăну тытнине палăртрĕ. Хăшпĕр çивĕч ыйтусене пĕрлехи вăйпа татса панине те çирĕплетрĕ.

Тĕп редактор Светлана Чикмякова Вăрнар округĕн администрацийĕ енчен пулăшăва туйнине, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕпе тачă çыхăнса ĕçленине палăртрĕ. Вăл редакци коллективĕ хаçатпа пĕрлех социаллă сетьсене аталантарассипе те тимлесех ĕçленине çирĕплетрĕ. Тираж кăтартăвĕпе Вăрнар хаçачĕ республикăра лидерсен йышĕнче.

Тĕп редактор кунĕ тулăх пулчĕ. Калем ăстисем поселокри чи илĕртÿллĕ вырăна - заводăн «Август» культурăпа кану паркне те - çитсе курчĕç. Кунти арт-объектсем хăнасене илемĕпе тыткăнларĕç. Завод поселока хăтлăх тата тирпейлĕх кĕртессипе тĕллевлĕ тăрăшнине хăйсен куçĕпе курчĕç.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика