Кашнин яваплăха туйма вĕренесчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.04.2018, 14:29 Просмотров: 438

Статистика суйма памасть: Раççейре вăрманти пушарсен 95 проценчĕ çынсен айăпĕпе алхасать. Çакă çăмăлттайлăх, тимсĕрлĕх мĕн патне илсе çитернине ăнлантаракан хăрушă кăтарту. Йывăç-тĕм çуннипе пĕрлех тискер чĕрчунĕ те, кайăк-кĕшĕкĕ те çулăм серепинчен тухаймасть, ÿсентăран тĕнчи те тавăрми сайралать. Çулăм иртнĕ çĕрсем-лаптăксем вара чылайлăха ним ÿсейми пушă юлĕç.

Çавăнпа республикăра та, районта та çутçанталăка сыхлас тата асăрхаттару ĕçне хастар пуçăннă. Çуркуннехи, унчченхи çулсем кăтартнă тăрăх пушар тĕлĕшĕнчен хăрушă, тапхăр пуçланнă май халĕ ку ыйту уйрăмах çивĕч. Хамăр тăрăхри вăрмансен хÿтĕлевне тивĕçтерес ĕç пирки Авруй участок лесничествин лесничийĕ Александр Акимов каласа пачĕ:

– Вăрманти пушарсенчен ытларахăшĕ çынсем çулăмпа асăрханусăр пулнăран, пĕлтĕрхи хытхурана е уйсенче юлнă хăмăлсене тĕлли-паллисĕр чĕртсе янăран, кăвайтсенчен, вăрмансенче ирттерекен ĕçсенчен тухать. Сÿнтермен шăрпăка е сигарет тĕпне ывăтакансен айăпĕпе çутçанталăк шар курни те сайра мар. Çавăн пекех машина чÿречисенчен пăрахса хăварнă сигарет та, двигательсен тĕтĕм тăрпинчен тухакан хĕлхем те пысăк синкере куçма пултарать. Тĕрĕссипе, тимлĕхе çухатсан, пĕлтерĕшлĕ мар пек туйăнакан кирек мĕнле сăлтав та хăрушлăх кăларать.

Акă, кĕç май уявĕсем çитеççĕ. Япăх йăлана кĕнĕ тăрăх, çак вăхăтра пушарсем тухас хăрушлăх пушшех ÿсет. Вăрман е ун çывăхĕнчи кану çутçанталăкшăн та, вăрман ĕçченĕсемшĕн те чăн инкек пулса тăрать тесен те йăнăш мар. Паллах, эпир, вăрман тата пушар хуралĕсен сотрудникĕсем, ку вăхăтра профилактика мероприятийĕсене вăйлататпăр, халăхпа тĕл пулса вăрмансенче хăйсене тĕрĕс мĕнле тытмаллине ăнлантаратпăр. Сыхлав ĕçĕ, рейдсем пĕрмаях ирттерекен мероприятисем шутĕнче. Анчах пур вырăна, кашни çын çумне хурал тăратаймăн вĕт. Çавăнпа çынсене хăйсене яваплăха туйма чĕнсе калатпăр. Вăрман çывăхне пытăр е кĕтĕр-тĕк – ан манăр: çулăмпа асăрханусăр пулни хăвăршăн та, ытти çынсемшĕн те инкеке çывхартать. Çутçанталăк ĕмĕрĕпе ÿстерни-çитĕнтерни темиçе сехетре кĕл купине выртса юлать. Çакна асра тытса хăрушсăрлăхăн чи ансат правилисене пăхăнни те çутçанталăк пуянлăхне упраса хăварма пулăшать.

Республикăра апрелĕн 28-мĕшĕнчен пушара хирĕçле уйрăм режим пăлăртнă май, акă, çак вăхăтра вăрмансенче кăвайт хума, кăвар çинче апат-çимĕç хатĕрлеме, вăрман фончĕн тата çывăхри çĕрсем çинче çÿп-çапа тата ытти хытă каяшсене çунтарма, хыт-хурапа пĕлтĕрхи типĕ курăка чĕртсе яма, пушар кăларма пултаракан ĕçсене пурнăçлама юрамасть.

Сăмах май, РФ КоАП-ĕн 8.32-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, типĕ курăка çунтарни пушар сăлтавĕ пулса тăнăшăн административлă явап тыттарма пăхнă. Штраф виçи уйрăм çынсемшĕн – 5 пин тенкĕччен, должноçри çынсемшĕн – 50 пин тенкĕ таран, организаци-предприятисемшĕн – 0,5 – 1 млн тенкĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА çырса илнĕ.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика