Мы Вконтакте Мы в Одноклассниках Мы в Telegram

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

Тĕп вырăнта – ял çынни

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.04.2018, 14:30 Просмотров: 409

Ĕçлемесĕр, тар тăкмасăр нимĕн те пулманнине лайăх ăнланать Ярмушка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Петров. Вăл ачаран яла юратнă. Пуканкассинче çуралнăскер тăван тăрăх илемĕпе киленсе ÿснĕ. Ярмушка шкулĕнче вĕренсе алла аттестат илнĕ хыççăн Чăваш ял хуçалăх институтĕнче пĕлĕве тарăнлатнă, агроном пулса тăнă. Яла таврăннă та «Гвардеец» хуçалăхра хăй килĕштернĕ специальноçпе тимлеме пуçланă.

,çне кура – хисепĕ. Вăл «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ» ята та тивĕçнĕ. Юлашки çулсенче Алексей Валентинович Ярмушка ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче тăрăшать. Нумаях пулмасть конкурс иртнĕ. А.Петров тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухнă, çитес çулсенче те ял администрацийĕн ĕç-хĕлне ертсе пыма тивĕçнĕ.

Пуçлăхшăн ĕç çителĕклĕ. Ярмушка ял тăрăхне 8 ял кĕрет те – кашни çĕрте тĕрлĕ ыйту. Вĕсене татса парассишĕн вăхăта пăхмасăр тăрăшма тивет. Ял тăрăхĕн пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ – 5102 гектар. Пĕлтĕр çĕр пайĕсене регистрацилессипе сахал мар ĕç туса ирттернĕ.

– Пирĕн тăрăхра пысăк предприяти çук. «Гвардеец» агрофирма темиçе çул каялла тĕштырă туса илессипе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçленĕ-ха, анчах хуçалăх аркансан ял çыннисенчен чылайăшĕ ĕçсĕр тăрса юлнă. Хальхи вăхăтра «Юнтапа» ял хуçалăх предприятийĕпе уйрăм фермерсем тĕрлĕ культурăсем çитĕнтереççĕ, çапла майпа ĕç-хĕле малалла тăсаççĕ, – терĕ А.Петров.

Пуçлăха пăшăрхантараканни – ялсем ватăлса пыни. Çамрăксем тăван кĕтесре тытăнса тăрасшăнах мар. Çуралакан та сахал. Пĕлтĕр акă 3 ача çуралнă, çав вăхăтрах 15 çын пурнăçран уйрăлса кайнă. Демографи лару-тăрăвĕ чăннипех те çивĕч. 521 килте тăтăшах пурăнаççĕ пулсан, 349-шĕн алăкĕсем час-часах уçăлмаççĕ, мĕншĕн тесен дача вырăнне кăна усă кураççĕ. Хăть мĕн каласан та, халĕ пурнăç хуларинчен пит кая мар, пурăнмашкăн услови çителĕклĕ. Малашлăха ырă ĕмĕтпе пăхакансен кил-çурчĕ те кермен пек, кил картишĕ те куçа тыткăнлать. Çынна ĕç хисепе кăларать вĕт. Тепĕр тесен, хальхи вăхăтра такам килсе туса парасса кĕтмелли çук, йăлтах хăвăнтан килет. /ркенмесен ялта та пурăнма пулать.

– Юр ирĕлнĕ май урамсенчи çÿп-çап куç умне тухма пуçларĕ. Ялсене тасалăхра тытассине кăçал та пысăк тимлĕх уйăрăпăр, субботниксем ирттерĕпĕр. Коллективлă ĕç халăха пĕрлештерме май парать, – терĕ Алексей Валентинович.

Вăл иртнĕ çулта туса ирттернĕ хăшпĕр ĕçсене те асăнчĕ. Пуканкассинчи Воробьев урамĕнчи çула туса пĕтернĕ. Пилĕк ялти çулсене юсанă, çавăн пекех урамри юпасем çине электроэнергие перекетлекен лампочкăсем вырнаçтарнă, вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăксене йĕркене кĕртнĕ. Хĕл кунĕсенче çула юртан А.Гусев уйрăм предприниматель тасатса тăнă.

Ярмушка ял тăрăхĕн территорийĕнче пĕр шкул, фельдшер пункчĕпе пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ, икĕ библиотека, перекет касси тата 11 лавкка. 30 ытла хуçалăх ял хуçалăх техники туянма тата выльăх-чĕрлĕх витине реконструкцилеме çăмăллăхлă кредит илнĕ.

– Эпир пушар машинине те тытса тăратпăр. Администраци штатĕнче виçĕ водитель. Пĕлтĕр тăватă пушар пулчĕ. Инкекре никам та суранланман, – калаçăва тăсрĕ ял администрацийĕн пуçлăхĕ.

Алексей Петров культура ĕçĕ-хĕлĕ çинче те чарăнса тăчĕ. Культура учрежденийĕсенче тĕрлĕ кружоксемпе пĕрлешÿсем ĕçлеççĕ. Отчетлă тапхăрта 30 ытла мероприяти ирттернĕ. Культура ĕçченĕсем 20 пин тенкĕ ытла ĕçлесе илнĕ. Коллективсем районти тата республикăри уявсемпе фестивальсене хутшăнса тĕрлĕ степеньлĕ дипломсене тивĕçнĕ. Культура тытăмĕнче тăрăшакансем ял халăхĕ валли спектакль те, концерт та хатĕрлеççĕ. Çывăхри ялсене çитсе хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.       

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика