Мы Вконтакте Мы в Одноклассниках Мы в Telegram

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

Нумай ыйтупа пулăшать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.04.2018, 14:32 Просмотров: 334

Нумай функциллĕ центрсем пурнăç хăтлăхĕн уйрăлми пайĕ пулса тăчĕç тесен те йăнăш мар. Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пысăк пайне паян халăх унта илет.

Кăçалхи виçĕ уйăхра районти МФЦра пĕтĕмпе 3379 заявлени йышăннă, 909 консультаци панă. Ыйтса çырнисенчен 71 проценчĕ – федераллă, 6 проценчĕ – республика, 3 проценчĕ – муниципаллă, 20 проценчĕ ытти тивĕçтерÿсем тĕлĕшпе.

Нумай функциллĕ центр директорĕ Ольга Никишова пĕлтернĕ тăрăх, граждансен ыйтăвĕсенчен ытларахăшĕ куçман пурлăх прависене регистрацилессипе тата ун тĕлĕшпе ĕçсем пурнăçлассипе çыхăннă. Çавăн пекех çынсем МФЦ урлă пурăннă вырăнта регистрацие тăма, паспорт улăштарма, социаллă сферăри пулăшăва илме заявленисем нумай тăратнă. Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕнче регистрациленес тата унта кĕмелли парольсене тавăрассипе те пулăшу панă.

Халĕ нумай функциллĕ центр урлă водитель удостоверенине улăштарма тата илме пулать. Асăннă тапхăрта ку тĕлĕшпе 34 заявлени йышăннă.

Паян Вăрнар районĕнчи нумай функциллĕ центр пĕтĕмпе 173 тĕспе тивĕçтерÿ парать. Вăл шутран 45-шĕ – федераллă, 68-шĕ – республика, 39-шĕ – муниципаллă ыйтусемпе, 21-шĕ – ытти ыйтусем.

Виçĕ уйăхра МФЦ ĕçĕнчен район бюджетне 336 пин те 342 тенкĕ пырса кĕнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика