Ырă ĕç нихăçан сÿнмест

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.05.2023, 09:10 Просмотров: 189

Кăçалхи Химик кунĕ ыттисенчен уйрăлса тăчĕ - вăл тивĕçлипех патриотизм туйăмĕпе тулăх пулчĕ

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ професси уявĕ хăйсемшĕн кăна мар, хăнасемшĕн те, ачасемшĕн те асра юлмалла, чуна выртмалла ирттĕр тесе тăрăшрĕ. «Август» паркри скульптурăсем, карап парăсĕ çĕнелчĕç. Шăматкун кунти чылай площадкăра куравсем, мастер-классем, вăйăсем, ăмăртуллă самантсем иртрĕç.

Чыслав

Химик кунне сумлă хăнасем те чылаййăн килсе çитрĕç. Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, ун администрацийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов, республикăн пĕрремĕш Президенчĕ, Раççей сенаторĕ Николай Федоров, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Роман Алексеев тата Сергей Семенов, экономика министрĕ Дмитрий Краснов, промышленность министрĕ Александр Кондратьев, округ пуçлăхĕ Андрей Тихонов, ыттисем.

Чыслав пуçличчен вĕсем «Август» компанин ертÿлĕхĕпе Александр Усковпа, Михаил Даниловпа, Владимир Свешниковпа пĕрле Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче ĕçлĕ хутшăнусем тĕлĕшпе çавра сĕтел йĕркелерĕç.

Паллах, пĕтĕм мăнаçлăхĕ, савăнăçĕ çак кун «Август» паркри амфитеатрта иртрĕ. Вăрнар завочĕн вун-вун химикĕ сцена çине хăпарса сумлă наградăсене тивĕç пулчĕ. Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев 102-мĕш цехăн технологне Светлана Дидинана тата ăшă энергийĕн цехĕн асăрхавпа виçев приборĕсен слесарьне Юрий Матвеева «Чăваш Республикин промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята парса чысларĕ. Олег Алексеевич завод ĕçченĕсене кашнине хăйĕн вырăнĕнчи яваплă ĕçĕшĕн мухтарĕ. «Август» компани ертÿлĕхне производство кăтартăвĕсемшĕн кăна мар, поселок хăтлăхĕ пирки те шутланăшăн, ун аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тав турĕ.

Ытти хăнасем те химиксен ĕçне пысăка хурса хакларĕç, пултаруллисене Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысларĕç ?«Çĕнтерÿ çулĕн» putpobedy.ru официаллă сайтĕнче тата Телеграм-каналĕнче t.meŸputpobedy21 вулама пулать%.

Концерт программи чăнахах та чĕресене патриотизмла туйăмĕсемпе тултарчĕ. Тава тивĕçлĕ «Донбасс» ансамбль çав тери хĕрÿллĕ, илемлĕ ташăсем парнелерĕ. Донецк халăх Республикин тава тивĕçлĕ артисткисен Наталья Качуран тата Маргарита Лисовинан, Андрей Куряев музыкантăн пултарулăхне халăх хапăлласа йышăнчĕ. Шупашкарти çамрăк юрăç Милана Кузьмина Раççее, ун паттăрĕсене мухтаса юрларĕ.

Каçхи программăра чи асра юлни вара - «Земляне» Раççей рок-ушкăнĕн концерчĕ. Çумăрлă çанталăка пăхмасăр вăрнарсем пурте пĕлекен юрăсемпе киленчĕç.

Донбаса - пулăшу

Химик кунĕнче Вăрнартан Донбасс çыннисем валли пысăк тиевлĕ икĕ фура гуманитари пулăшăвĕ ăсанчĕ.

Уяв умĕн «Август» компани ĕçченĕсем ыркăмăллăх акцийĕ йĕркипе 4,7 млн тенкĕ пуçтарнă. Вăл шутран 1,5 млн тенкине - Вăрнар химикĕсем. Пулăшу аллине ВЗСП, «Звездопад», «Химик» спортклубĕн ĕçченĕсем, ветерансем, компанин Чăваш енри представителĕсем тăснă. «Август-Алабуга» 315 пин тенкĕ куçарнă.

«Август» компани йĕркеленĕ онлайн-пухăма регионсенчи представительствăсен, тĕп офисри тата ытти площадкăсенчи ĕçченсем пĕтĕмпе 2 млн та 870 пин ытларах тенкĕ хывнă.

Пухнă укçапа апат-çимĕç продукчĕсем, утиялсем, электроплиткăсем, кирлĕ тата ытти япаласем туяннă.

Машинăсене инçе çула тухма «Август» компанин генеральнăй директорĕ Александр Усков тата Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев старт пачĕç.

- Ырă ĕç нихăçан сÿнмест. «Август» Фирма ĕçченĕсем ĕçлеме те, канма та, пулăшма та, йывăр вăхăтра пĕрле пулма пĕлнине те кăтартса параççĕ. Шанатăп, яланах çакăн пек пулĕ. Пĕрле эпир - вăй! - терĕ Олег Алексеевич фурăсем тапранас умĕн.

Палăртмалла, «Август» компани, унăн Вăрнарти филиалĕ Донбасс çыннисене, СВО-на хутшăнакан ентешсене унччен те пĕрре мар пысăк пулăшу кÿнĕ. Чăннипех ырă тĕслĕх!

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика