Ачалăх çăраççийĕсем ăçта?..

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.06.2023, 09:11 Просмотров: 186

Районти культура çурчĕ умĕнчи лапам кĕçнерникун ирхине ирех кĕçĕннисен шавĕпе, вĕсен хаваслă куллипе тулчĕ. Округри чи хастар ачасем пухăнчĕç кунта. Пĕрисем вăйăсенче ăмăртрĕç, теприсем хăйсен ÿкерес ăсталăхне асфальт çинчи илеме хыврĕç. Юмахри сăнарсемпе сăн ÿкерттерес текенсем те йышлă пулчĕç.

Округри тĕп библиотекăн специалисчĕсем ачасене интереслентерме чăннипех те асамлă программа хатĕрленĕ. Кĕçĕнреххисем те, çамрăксем те хăйсене чи телейлисем туйччăр тесе аслисем уява май пур таран хаваслăх кĕртме тăрăшрĕç.

Чăн та, питĕ анлăн, темиçе площадкăра паллă турĕç Ачасене хÿтĕлемелли куна. Праçникĕн тĕп мероприятийĕсем районти культура çурчĕн сцени çинче çаврăнчĕç.

Палăртмасăр май çук, уявăн официаллă пайĕ кăçал уйрăммăнах ăшшăн, ырă тума чĕнекен сăмахсемпе пуçланчĕ. Вăрнар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов ачасене саламланă май, çак асамлă, шухăшсăр вăхăтпа киленме, выляма-кулма, савăнма сунчĕ. Çав вăхăтрах вăл пĕлтерĕшлĕ пуçарăва - «Аслисем - ачасене» ыркăмăллăх акцине хамăр округра старт пачĕ. Ăна Чăваш енри Вĕрентÿ министерстви, Ача-пăча фончĕн регионти уйрăмĕ тата республикăри Хĕрарăмсен союзĕ пĕрле йĕркеленĕ. Ун майĕпе пухăнакан укçа-тенке Вăрнар тăрăхĕнче, сăмахран, шкул çулне çитменнисен вĕрентÿ учрежденийĕсем валли агролабораторисем туянма ярĕç.

Пĕрлехи фонда вăрнарсенчен пĕрремĕш тÿлевсем пулчĕç те ĕнтĕ. Ырă ĕçе пурнăçлама Андрей Тихоновпа пĕрле округ Пухăвĕн «Единая Россия» партинчен суйланнă депутачĕсем Владимир Яковлевпа Евгений Захаров уяв сцени çинчех QR-кодпа акци енчĕкне укçа куçарчĕç, пурне те хăйсен тĕслĕхĕпе хавхаланма сĕнчĕç.

Хăнасем залра пухăннă ачасене парнесемпе те савăнтарчĕç. Владимир Яковлев депутат, «Звездопад» общество гендиректорĕ, пылак кучченеç хатĕрленĕ - кашни валлиех мороженăй. Унсăр пуçне парнесем «Единая Россия» партинчен суйланнă депутат, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» обществăн директорĕ Владислав Попов ятĕнчен те пулчĕç.

Уяв концерчĕ те кашнин чĕринче мухтану туйăмĕсене вăратрĕ - мĕн чухлĕ талантлă ача иккен пирĕн тăван тăрăхра! Юрлама та, ташлама та, сăвă илемлĕ вулама та ăста. Округри садиксен воспитанникĕсем, искусствăсен шкулĕнче, «Рассвет» спорт шкулĕнче, фитнес-центрта ăсталăха туптакансем хăйсен пултарулăхĕпе чăннипех те тыткăнларĕç. Ача-пăча пултарулăх çурчĕн ертÿçи Людмила Васильева «Сывă пултăр ачалăх!» конкурс çĕнтерÿçисемпе лауреачĕсене Дипломсемпе чысларĕ.

Çулла ачапча кĕтнĕ вăхăт. «Август» парка округри 11 шкулта вĕренекенсем пухăнчĕç. Фестивале Вăрнарти ача-пăча пултарулăх çурчĕн директорĕн çумĕ Роман Харлов уçрĕ, уяв ячĕпе вĕренекенсене саламларĕ, çитĕннисем çамрăк ăрăвăн телейлĕ пуласлăхĕшĕн мĕнпур вăйран тăрăшнине палăртрĕ.

Ку чухнехи ăру чăннипех пултаруллă. Çакна хореографи кружокне çÿрекенсен флешмобĕ çирĕплетрĕ. «Хулари ачасенчен пĕрре те кая мар», - терĕ Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул педагогĕ. Ташлама ăста та, анчах та ачасем пĕр-пĕринпе туслă-ши, вĕсем харпăр хăй пĕлÿлĕхне кăтартма пĕлеççĕ-ши/ Вĕренекенсенчен 7 команда йĕркелерĕç, кашни ушкăнра тĕрлĕ шкулсенче ăс пухакансем пуçтарăнчĕç. Пĕр-пĕринпе хутшăнни шăпах та туслă çыхăнусене çирĕплетме пулăшĕ.

Командăсем квест-вăййа çĕкленÿллĕ кăмăлпа хутшăнчĕç. Вĕренекенсен умĕнче пĕр пысăк тĕллев тăчĕ: çул маршручĕ кăтартнипе 7 станцие çитмелле те тĕрлĕ заданисене пурнăçламалла, çăраççине ытларах пухмалла.

Роман Харлов «Старта тухăр!» терĕ кăна - ачасем хăйсен ушкăнĕсемпе çиçĕмле хăвăртлăхпа чупса кайрĕç. Паллах, вĕренекенсем маттурах вара. Çивĕч ăс-тăнлă, анлă тавракурăмлă пулнине те çирĕплетрĕç. «Эсĕ отличник пулĕ-ха», - ыйтрăмăр пĕринчен. «Ăçтан пĕлтĕр/» - тĕлĕнчĕ хайхи ача. «Кĕнеке нумай вулани курăнчĕ, эрудициллĕ пулни палăрчĕ», - хуравларăмăр ăна. Квест-вăйăра ачасем ăса çивĕчлетмелли задачăсене те аван «шĕкĕлчерĕç». Маттуррисем тата ребус тупсăмĕсене те хăвăртах тупрĕç. Ачапча «Телейлĕ ачалăхри асра юлнă кун» станцире те хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Алла пурăсем тытса тĕрлĕрен тĕрлĕ ÿкерчĕксем турĕ.

Тепĕр станцийĕ «Август» кану паркĕн «Юмахсен уçланкинче» вырнаçрĕ. Шухă ачасем çăраççисене тупас тесе уçланкă тăрăх унта та, кунта та чупрĕç, кашни курăк-тĕм айне пăхрĕç. Пĕри тата йывăç тăррине улăхасшăнччĕ. Жюри членĕсенчен пĕри, Мальвина Леонтьева, «унта çук» тесен кăна кăшт лăпланчĕ. Пĕр команди станцире пытарнă виçĕ çăраççине тÿрех тупрĕ. Анчах та хăшпĕр ушкăнрисене ăнмарĕ. Çапах та вĕсем хастарлăха пачах та чакармарĕç.

Савăнăçлă маршрут хореографи станцине те илсе çитерчĕ. Кунта ачасен ташă ăстисен заданийĕсене пурнăçлама тиврĕ.

Фестивале хутшăннă кашни вĕренекене «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕ пылак çимĕçпе - мороженăйпа - сăйларĕ. Мала тухнисем грамотăсене тивĕçрĕç.

Ирина ЯКОВЛЕВА,

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика