Ял хуçалăхĕнче ветеринар та – малти ретре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.06.2023, 09:12 Просмотров: 200

Вăрнар округĕнчи ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсене выльăхран паха продукци туса илме чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станци пысăк пулăшу парать. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен учреждени ертÿçи Владимир МАТВЕЕВ тĕплĕн каласа кăтартрĕ.

- Коллективăн кăçалхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштараймăр-ши?

- Тăватă уйăхра мĕнпур йышши хуçалăхсенче ĕне выльăх - 17286 ?сăвакан ĕне - 7599%, çав шутра ял хуçалăх организацийĕсенче - 8673 ?çулталăк каяллахинчен 100,9:%, хресчен-фермер хуçалăхĕсенче - 963 ?124,7:%, кил хуçалăхĕсенче 7650 пуç усраççĕ. Ял хуçалăх организацийĕсемпе ХФХ-сем иртнĕ çулсенче кĕтĕве çуллен пысăклатрĕç. Сысна ял хуçалăх организацийĕсемпе ХФХ-сенче - 16997, кил хуçалăхĕсенче 71 пуç усраççĕ.

Учреждени çуллен ĕне выльăхран икĕ хут юн илсе тĕрĕслет. Çак ĕçе кăçал та туллин пурнăçлатпăр. Çу уйăхĕ тĕлне ĕне выльăхăн бруцеллез чирне тупса палăртассишĕн - 9822, лейкозран 9817 тĕслĕх юн илтĕмĕр. Ветеринарин 31 специалисчĕ сивве пăхмасăр ку ĕçе пĕрремĕш кварталтах турĕ. Лейкозпа чирлекен выльăха иртнĕ пилĕк çулта пĕр хуçалăхра та тупса палăртман. Округа вăл та, бруцеллез та ерсе килме, кĕтĕве уя кăларсан пĕр выльăхран тепĕрне куçма пултарать. Унăн вирусĕ курăк çинче - 100, шывра 114 талăк таран упранаять. Çапла майпа хуçалăхсен умне хăрушлăх тухса тăрать. Амак çулне пÿлессишĕн юна тĕрĕслес ĕçе кĕтĕве уя кăларичченех вĕçлерĕмĕр. Тĕрлĕ категори, çав шутра ХФХ-сем, округа турттарса килнĕ выльăх сывлăхне тĕрĕслесе карантинран кăларатпăр тата виçĕ уйăхри пăрусене Çĕпĕр шыççипе уртаракан чир ересрен вакцинацилетпĕр. Тăватă уйăхра Çĕпĕр шыççинчен 4825 сурăха та прививка турăмăр.

- Уртаракан чир этеме килти чĕрчунран, выльăхран ерме пултарать. Ăна сарăлма парас мар тесе мĕнле ĕç туса ирттеретĕр?

- 2470 сурăха прививка турăмăр, ĕç малалла пырать. Çулталăк вĕçлениччен тата 1030 пуçа иммунизацилĕпĕр. Ешĕл курăк çитерме пуçличчен 6684 ?72:% ĕнене те вакцинацилерĕмĕр. Çавăн пекех 3046 ?91:% йытăпа 3314 ?97:% кушака прививка турăмăр. Ку ĕçе плана тултариччен тăсăпăр. Тилĕ - уртаракан чире саракан тĕп чĕрчун. Прививка тунă тапхăрта хăшпĕр кил е ХФХ хуçи ялта пулманран е иммунизацилемелли вăхăт çитменрен выльăх вакцинациленмесĕр юлать. Вĕсем патне каярахпа таврăнатпăр. Кашни выльăхпа кил чĕрчунне çулталăкра пĕр хутран кая мар прививка тăватпăр.

Инфекци ял-поселока, фермăсене çитичченех, выльăха е йытă-кушака куçичченех çулне пÿлетпĕр.

- Владимир Николаевич, выльăхпа кайăк-кĕшĕкрен юн иккĕмĕш хут хăçан илме пуçлатăр?

- Çурла уйăхĕнче. Ăна тĕрĕслеттерме те ветлабораторие леçетпĕр, чир-чĕр тупсан выльăхпа кайăк-кĕшĕке сиплеме е амак шала кайнăран шутран кăларма сĕнетпĕр. Кун пирки кашни категорипе вĕрентÿ ирттеретпĕр.

- Африка мурĕ Пăрачкавпа Улатăр тăрăхĕсенчи мĕнпур йышши хуçалăхсене сиен кÿни асрах-ха. Ăна иртĕхме парас мар тесе мĕн тăватăр?

- Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хуçалăхĕпе «Луч» ЯХПК-н сысна комплексĕнче выльăхран кашни уйăхрах юн илсе ветлабораторие яратпăр. Кăçалхи тăватă уйăхра кăна унта 66 тĕслĕх çитернĕ. Пирĕн тăрăхри фермăсем патне хир сыснисем пырса çÿренĕрен вĕсене те тĕрĕслетпĕр, асăннă хушăра улттăшĕнчен юн илсе лабораторие патăмăр - вирус тупса палăртман.

Паянхи кун тĕлне муртан хÿтĕленессишĕн вĕсенче пысăк ĕç туса виççĕмĕш компартмент çирĕплетнĕ. Унран тата лайăхрах сыхланассишĕн икĕ хуçалăхĕнче те тăваттăмĕш компартмента куçма тĕллев лартнă. Ăна пурнăçласси укçа нумай тăкаклассипе çыхăннă. Чире сыснасем патне ярас мар тесе иртнĕ çулсенче пысăк ĕç пурнăçласа комплекссене виççĕмĕш компартментпа тивĕçтернине ырăпа палăртас килет.

- «Компартмент» сăмах мĕне пĕлтернине вулакансене тепĕр хут ăнлантарар-и?

- Комплекссенче муртан сыхланмалли йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Газ çунтарса вĕрилентернĕ сывлăшпа пĕтĕм апата хĕртсе сысна организмĕшĕн сиенлĕ бактерисене пĕтереççĕ, ĕçлекенсем комплекса алăкран кĕнĕ чухне атăпа инфекцие вĕлермелли шĕвек çине пусаççĕ, килти тумтире хывса хăвараççĕ, çăвăнса тасалаççĕ, ĕçри тумтире тăхăнса сыснасем патне кĕреççĕ. Вĕсен хир сысни тытма, кил хуçалăхĕнче сысна усрама, комплекса апат чиксе пыма, пĕр витерен теприне каçса çÿреме юрамасть. Вĕсем комплексрах апатланаççĕ. Кунта усă куракан трактор-тележкăна урăх ĕçе явăçтармаççĕ. Комплексран пилĕк çухрăмри таврашра сысна усраттармаççĕ, вунпилĕк километр таврашра унăн йышне май килнĕ таран пĕчĕклетнĕ.

- Иртнĕ çулсенче республикăри чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станцисен пĕр пайне ял хуçалăх выльăхне искусственнăй майпа пĕтĕлентермелли оборудовани вырнаçтарнă автомобильпе, ыттипе тивĕçтерчĕç. Сире те панă-и?

- «Нива» автомашина, УЗИ-сканер, шĕвĕ азот упрамалли Дьюар савăчĕ, осеменатор чăматанĕ, сиплевпе профилактика ĕçне шута илсе пымалли ноутбук илтĕмĕр. Вĕсем ХФХ-семпе кил хуçалăхĕсен выльăхне пĕтĕлентерес тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕçе лайăхлатма, унăн пахалăхĕпе тухăçне ÿстерме пулăшрĕç. Пирĕн специалистсем ку ыйтăва пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пĕтĕм ĕнене вăкăрпа чуптарсан тĕрлĕ чир ертнине, вăл кĕтÿре кĕске хушăрах сарăлнине, варти пăрăва та чирлеттернине халĕ пурте пĕлеççĕ. Вăкăрпа пĕтĕлентерсен ĕнесен пĕр ушкăнĕ хĕсĕр юлнине тĕпчевçĕсем тахçанах çирĕплетнĕ, искусственнăй майпа усă курсан вара сывă ĕне 100 процент тата маларах чирлесе пурăнни те пĕтĕленет, пăрулать.

Хура тата хĕрлĕ ула вăкăрсен, «Кросс 618», «Форсаж 1513» е клиент ыйтсан ытти ăратлă вăкăр вăрлăхĕпе пĕтĕлентеретпĕр. Ăна ăратлăха лайăхлатас тĕлĕшпе нумай çул ĕçлекен «Чувашское» обществăран туянатпăр. Унăн вăрлăхĕпе пĕтĕлентернĕ ĕнерен илнĕ пăру çитĕнсен кашни талăкра - 25-30 литр, çулталăкра 10 пин килограмм таран сĕт антарать, çу хисепĕ 3,62-3,83 :-па танлашать.

- Пĕр ĕнене пĕтĕлентернĕшĕн миçе тенкĕ тÿлемелле?

- Хака ЧР Патшалăх ветеринари служби çирĕплетет. Пĕр ĕнене пĕтĕлентернĕшĕн кăçал 1800 тенкĕ илетпĕр. ЧР Правительствин 2020 çулхи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн çав документсене тивĕçлĕ органа тăратсан вăкăр вăрлăхĕ туянса курнă тăкакăн 70 : таран саплаштарма патшалăх субсиди парать. Ăна илес тесен Министрсен Кабинечĕ çирĕплетнĕ условие тивĕçтермелле. Субсидилекен доза виççĕ таран.

- Пĕтĕлентерес ĕçре камсем тăрăшуллăрах?

- Хапăс уйрăмĕн ертÿçипе ветфельдшерĕ Светлана Белкова тата Алина Краснова, Пăртас уйрăмĕн ертÿçи Алина Языкова, Калинино уйрăмĕн ветврачĕ Алина Иванова, Кÿстÿмĕр уйрăмĕн ветфельдшерĕ Валентина Кузьмина. Станцин ветврачĕ Анжелика Васильева пĕтĕлентерес ĕçе йĕркелет. Ăна тĕрĕслесе тăраканни - манăн çум Елена Васильева. Ялсене тухса кайнисем УЗИ-сканерпа ĕне пĕтĕленсе юлнине çеç мар, вăл е ку чире те палăртаççĕ, сиплеме рецепт çырса параççĕ.

- Кил хуçалăхĕсемпе фермерсенчен пухнă сĕт пахалăхне те тĕрĕслетĕр. Кун пирки мĕн калатăр/

- Пирĕн ялсенче ăна куллен 22 цистернăпа пухаççĕ. Пахалăхĕ пирки пуçтарнă информацие федерацин «Меркурий» тытăмне кĕртетпĕр. Продукцие учрежденин тăватă уйрăмĕнче тата станцире ятарлă аппаратпа тĕпчетпĕр. Ку ĕçе станцин лаборатори ертÿçи Леонид Прокопьев йĕркелет. Кăçалхи тăватă уйăхра ялсене çитсе сĕтрен 1886 тĕслĕх илтĕмĕр, 82-шĕн пахалăхĕ çирĕплетнĕ кăтартăва тивĕçтермерĕ.

- Пахалăха лайăхлатассишĕн мĕнле меслетсемпе усă куратăр?

- Сăмахран, выльăх усракансене паха продукци туса илмелли мелсемпе паллаштаратпăр. Аса илсех тăччăр тесе вĕсене документ çине алă пустартăмăр. Пирĕн округра фермер йышлă. Вĕсемпе çеç мар, ытти категорипе те выльăхран продукци илессипе çыхăннă ыйтусемпе тĕрлĕ канашлу-пухура вĕренÿ йĕркелетпĕр. Унта Денис Абакумов, Алексей Фадеев, ашшĕпе ывăлĕ Виталий тата Александр Яковлевсем, Лариса Федорова, ытти фермер хастар хутшăнаççĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика