Елена Кириллова - профессире чи лайăххи

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.06.2023, 09:19 Просмотров: 195

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантаракансем - республикăри агропромышленность комплексĕн тĕрекĕ. Вĕсем экологи енчен паха продукци туса илессипе мĕнпур вăйран тăрăшаççĕ. Красноармейски округĕн «Красное Сормово» хуçалăхĕнче ĕне сăвакан ăстасен республикăри 40-мĕш конкурсĕ иртрĕ. Унта Чăваш енри 21 хас-тар хăйĕн професси ăсталăхне, ĕçри вăр-варлăхне тĕрĕслерĕ.

Конкурсантсене предприяти çĕрĕ çинче питĕ тарават кĕтсе илчĕç. Ăмăрту пуçланиччен вырăнти «Çăлкуç», «Хавал» ансамбльсен шăпчăк сассиллĕ артисчĕсем ĕç çыннисене сума суса савăк юрăсем шăрантарчĕç.

Ятлă-сумлă çынсем - Чăваш ен Патшалăх Канашĕн экономика политикин, агропромышленность комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕ Алексей Шурчанов, ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ольга Егорова, республикăри ветслужба ертÿçи Александр Шакин тата ыттисем - фермăра вăй хуракансен ĕçне пысăка хурса хакларĕç.

Ĕнесене машинăпа сăвакан операторсен республикăри ăмăртăвĕнче малтанхи çул Тăвай районĕнчи «Фирма Акконд-агро» обществăри Екатерина Георгиева çĕнтернĕччĕ. Вăл Чăваш Республикин патшалăх ялавне çĕклеме тивĕçрĕ.

Конкурс темиçе тапхăртан тăчĕ. Конкурсантсем сĕт сумалли оборудование пухассипе, ĕне сăвассипе, теори ыйтăвĕсене хуравлассипе ăмăртрĕç. Çĕнтерÿçĕсене темиçе номинацире палăртрĕç. Пирĕн ентеш - Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче вăй хуракан Елена Кириллова - маттур пулчĕ. Вăл 45 çула çитмен, 14 çул ытла тăрăшакан хĕрарăм-операторсем хушшинче мала тухрĕ, пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарма тивĕçрĕ. Çĕнтерÿçе конкурса тĕплĕн хатĕрленме Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексĕн директорĕ Валентина Тимофеева, Людмила Васильева зоотехник-селекционер пулăшнă. Округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн, ветстанци специалисчĕсем кирлĕ сĕнÿ-канаш панă.

Ĕне сăвакан операторсем хушшинче арçынсем те хастарлăхпа палăрчĕç. Комсомольски районĕнчи «Рассвет» предприятинчи Петр Зверева çитекенни пулмарĕ. Палăртмалла, унăн пурнăçĕн пĕр тапхăрĕ Вăрнар тăрăхĕпе çыхăннă, вăл ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Унăн республика чысне çурла уйăхĕн 16-19-мĕшĕсенче Чулхула облаçĕнче иртекен Пĕтĕм Раççейри конкурсра хÿтĕлеме тивĕ.

Çĕнтерÿçĕсене Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Дипломĕпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç.

Людмила КАПИТОНОВА,

ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика