Раççей Думин депутачĕ - Вăрнарта

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.07.2023, 09:42 Просмотров: 295

Раççей Патшалăх Думин депутачĕн Алла Салаеван Вăрнар тăрăхĕнчи çулçÿревĕ анлă пулчĕ: социаллă объектсен асăрхавĕ, йышăну, ĕçлĕ тĕлпулу, чыслав...

Çĕрпелти вăтам шкулти тĕплĕ юсав тимлĕхрех. Ĕçсене июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле пулнă, заказчик ыйтнипе срока августăн 1-мĕшĕччен тăснă. Паянхи куна строительсем юсавăн пысăк процентне пурнăçланă: тăрăна улăштарнă, çуртăн тулаш енне плиткăсем çыпăçтарса пĕтереççĕ. Шалти тата ытти хăшпĕр ĕçсем кăна юлнă.

Алла Салаева çĕнетнĕ пÿлĕм-коридорсене пăхса çаврăннă май, подрядчик ĕçĕпе кăмăллă юлчĕ. «Ачасене сентябрьте шкул çĕнĕ пекех кĕтсе илĕ», - терĕ вăл. Тĕплĕ юсав валли кунта 61,1 млн тенкĕ уйăрнă.

Алла Салаева хÿтте кĕрсе тăрăшнипе хамăр округра та, республикăра та нумай çивĕч ыйту татăлать. Тен, çавăнпах пулĕ ун патне йышăнăва та чĕрери проблемăсемпе чылай çын килет. Ĕнер те депутат патне килнисен ыйтăвĕсем çынсен чунĕсене чылай вăхăт хумхантарни сисĕнчĕ.

Йышăнăва округ пуçлăхĕ Андрей Тихонов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Роман Алексеев, вĕрентÿ министрĕн çумĕ Надежда Никандрова хутшăнчĕç.

Пĕрремĕш ыйту Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче столовăй çуккипе çыхăнчĕ. Лев Вопилов студент апат çиме райпо столовăйне çÿренине пĕлтерчĕ. Вăл повара вĕренет, ăсталăха ÿстерме столовăй кирлĕ, терĕ вăл.

Алла Салаева та, Андрей Тихонов та ку ыйтăва çĕнĕ программăна пула çывăх çулсенче пурнăçлама май пуррине каларĕç. Студент этика пирки те манман, вăл депутата чечек çыххи парнелерĕ.

Уравăшра пурăнакан Елена Голубцова, акă, хăйне çурт-йĕрлĕ пулма пулăшма ыйтать. Пÿрчĕ ун ултă çул каялла çунса кайнă. Елена Петровна патшалăхăн федераллă тĕллевлĕ программисемпе черетре тăнă. Анчах та ун йĕркипе ?вăл тăнипе% кирлĕ документсене хушса тăратмалла пулнă, çамрăк хĕрарăм пĕлмен, тăратман. 2019 çултан «Ял территорийĕсене тăнăçлăн аталантарасси» программăна «Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» ятпа çĕнетнĕ. Унта АПК-ра е социаллă сферăра тимлекенсем кăна кĕме пултараççĕ, пĕлтерчĕ округ администрацийĕн представителĕ Анатолий Иванов.

Вăрнарти Рада Ластухинапа Полина Иосифована та çурт-йĕр ыйтăвĕ пăшăрхантарать. Ашмаров урамĕнчи 13-мĕш çурта аварийлĕ тесе тата ăна пăсма йышăннă. Ăна çĕрĕшнĕ çуртсен республикăри реестрне 2017 çултан кĕртнĕ. Ку тапхăртан тытăнса 2022 çулчченхи аварийлĕ тесе йышăннă çуртсенчен çынсене куçарас республика программине хатĕрлеме пуçланă. Ăна çирĕплетсен тата саккунлă никĕс пулсан 13-мĕш çурта та программăна кĕртĕç, пĕлтерчĕ Алла Салаева.

Ашмаров урамĕнчи 6-мĕш çурта та пурăнма май çуккипе пăсма йышăннă. Район сучĕ çынсене хваттерĕсем вырăнне укçан памалла йышăну тунă. Никама пăхăнман экспертиза харпăрлăхçăсене 11 560 800 тенкĕ компенсаци тÿлемелле тесе палăртнă. П.Иосифована 808 000 тенкĕ сĕннĕ. Хĕрарăм ку суммăпа килĕшмест, унпа ни хваттер, ни çурт туянаймассине пĕлтерчĕ. Депутат кунашкал практикăна тĕпчеме, хуравпа каярах çыхăнма пулчĕ.

Вăрнарти Владимир Ермолаев тата Сергей Ильин директор пĕлтерĕшлĕ ыйтăва хускатрĕç - 2-мĕш шкул территорине хăтлăх кĕртсе спорт площадкисем тăвасси.

Чăнах та, кирлĕ ыйту. Шкулта 1052 ача вĕренет. Физкультура занятийĕсем валли вара пĕр спортзал тата кабинетран тунă гимнастика залĕ кăна. Спорт, вăйă площадкисем çук.

Территорие хăтлăх кĕртессипе - вăл шутра, мини-футбол, баскетбол, волейбол площадкисем, чупу çулĕсем, ыттине тăвассипе - проектпа смета документацийĕ экспертиза витĕр ăнăçлă тухнă.

Алла Салаева ку ыйтăва татса парассипе пулăшма пулчĕ, Вĕрентÿ министерствине те ăна тепĕр хут тăсса ямасăр пăхса тухма сĕнчĕ.

Çавăн пекех депутат округри хастар хĕрарăмсемпе те тĕл пулчĕ, ЗАГС-ра çемьесене чысларĕ, тĕлпулу йĕркелерĕ. Вĕсем пирки тĕплĕнрех - çитес номерте.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика