Вырма çывхарать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.07.2023, 09:43 Просмотров: 324

Çĕр ĕçченĕсем çуллахи вăхăтра канма пĕлмесĕр вăй хураççĕ. Выльăх-чĕрлĕх апачĕ ытлă-çитлĕ пултăр тесе сенаж-силос, утă çителĕклĕ хатĕрлеççĕ. Хĕл хырăмĕ пысăк. Утă уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне нумай çул ÿсекен курăксене 4568 гектар çулнă, сенаж 12748 тонна, силос 200 тонна хывнă, утă 4072 тонна янтăланă.

Вырмана тухасси те инçех мар. Тырпул кунран-кун хĕвел сăнне илет. Пучахĕсем пиçсе çитнипе пĕрех. Мехпарксенче механизаторсем комбайнсен, ытти техникăн юсавлăхĕшĕн тăрăшаççĕ. Вырма - яваплă тапхăр. Ăна кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерсен кĕр тулăх пулĕ.

«Янгорчино» ял хуçалăх производство кооперативĕн машинăпа трактор паркĕнче ĕç шавĕ илтĕнсех тăрать. Александр Раковпа Анатолий Иванов хурçă утсем патĕнче ăшталанаççĕ. Шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçлаççĕ. Хăйсен ĕçĕнче чăн ăста вĕсем.

- Пĕрчĕллĕ культурăсене кĕске вăхăтра пухса кĕртес тесен техникăн пĕр кăлтăксăр ĕçлемелле. Уй-хир карапĕсен юсавлăхне вырмана тухиччен çирĕп тĕрĕслетпĕр, - терĕ Александр Раков комбайнер.

Кооперативăн кĕр тыррисем 213 гектара çити тăсăлаççĕ, çав шутра тулă -139, ыраш - 74 гектар. Çурхи тĕштырăсен лаптăкĕ пысăкрах - 336 гектар.

Округĕпе илсен аграри предприятийĕсен кăçал çурхи культурăсене 13 688 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Кĕр тыррисем 4924 гектар йышăнаççĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика