Çĕнĕ проект - çирĕп утăм

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.07.2023, 09:44 Просмотров: 274

Ĕçлĕ визитпа килнĕ чухне Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева округ ертÿлĕхĕпе тата активĕпе тĕл пулчĕ. Раççейре, республикăра çĕнĕ проекта пурнăçлассипе - туризма аталантарассипе - тĕллевлĕ тăрăшнине палăртрĕ.

Çавна май Чăваш енре шкул ачисене тăван кĕтес историйĕпе паллаштарассипе тĕллевлĕн тимлеççĕ. Алла Салаева шăпах ку проектăн кураторĕ.

Республикăра программа ăнăçлă пурнăçланать. Вĕренÿ учрежденийĕсенче ăс пухакансем, конкурс-олимпиадăсен çĕнтерÿçисем тата ытти енĕпе ырă ята çĕнсе илнисем Чăваш енри паллă вырăнсене тÿлевсĕрех çитсе кураççĕ, экскурсисенче пулаççĕ. Фольклор уявĕсене хутшăнаççĕ, тăван халăхăн ырă йăли-йĕркисене упрама вĕренеççĕ. Чăваш енре «Туризм тата хăна индустрийĕ» нацпроекта пула çĕртме уйăхĕн 1-19-мĕшĕсенче ултă пине яхăн ача республикăн паллă тăрăхĕсенче çулçÿревре пулнă. Туроператорсем кăçал 11 маршрут хатĕрленĕ. Проекта пурнăçа кĕртме 35 миллион тенкĕ уйăрнă. Çулçÿрев авăн уйăхĕн вĕçĕчченех тăсăлать.

Округ пуçлăхĕ Андрей Тихонов «Единая Россия» партин халăх программине мĕнле ĕçе кĕртсе пынипе паллаштарчĕ. «Вăрнар енĕн социаллă-экономика пурнăçне аталантарас тесе тăрăшсах ĕçлетпĕр, - терĕ вăл. - Пирĕншĕн халăх ырлăхĕ -тĕп вырăнта».

Ларура тĕрлĕ ыйтусем хускатрĕç. Алла Леонидовна пурне те тимлĕхе илчĕ, паха проектсем çырма сĕнчĕ. Акă, Канаш округĕнче пĕр хастарсен проекчĕ федераци конкурсĕнче çĕнтернĕ, 180 миллион тенке тивĕçнĕ. Ку тăрăхра йывăçсем çинче вырнаçнă гостиница комплексне çĕклеме палăртаççĕ. Кун йышши проекта халиччен çĕршывра пурнăçа кĕртмен. Тĕлĕнтермĕш комплекс тĕрлĕ регионсенчи туристсене Чăваш ене илĕртме пулăшĕ.

Наци проекчĕсене ĕçе кĕртме хутшăнни те пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçлама майсем уçса парать. Тăвай муниципалитет округĕнче краеведени музейĕн çуртне тĕпрен юсама тытăннă. Кирлĕ ĕçе «Культура» нацпроект пулăшнипе тăваççĕ. Алла Салаева вăрнарсене те хастартарах пулма каларĕ. Тен, пуçаруллă утăм туни Вăрнарти историпе краеведени музейĕ вырнаçнă çурта та çĕнетме пулăшĕ.

Тĕрлĕ ĕçре вăй хуракансене чысласси - ырă йăла. Маттуррисене Раççей Патшалăх Думин депутачĕн Алла Салаеван тата Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕн Роман Алексеевăн Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика