Хĕрарăмсем пур çĕрте те хастар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.07.2023, 09:44 Просмотров: 294

Хĕрарăм тĕнче тытать, тесе ахальтен каламан-тăр. Паян вĕсен черчен хулпуççийĕсем çине чылай ĕç тиеннĕ: экономикăн мĕнпур тытăмĕнче хастар тимлеççĕ, унсăр пуçне обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнаççĕ.

Раççей Патшалăх Думин депутачĕпе Алла Салаевапа Вăрнарта иртнĕ тĕлпулу шăпах çакна çирĕплетрĕ. Калаçăва хутшăннисем хамăр тăрăхри тĕрлĕ учрежденисенче вăй хураççĕ. Ĕçре те, çемьере те маттур вĕсем, ырă ĕçсенчен те пăрăнмаççĕ.

Алла Леонидовна этемлĕхĕн черчен çурри хутшăннипе Вăрнар округĕнче пурнăçланакан ырă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Вăл пурне те хастарлăха яланлăх сыхласа хăварма сунчĕ.

Калаçăва ятарлă çар операцине хутшăнакансен мăшăрĕсене чĕнни те питĕ кăмăллă. Округри хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Людмила Васильева вырăнсенчи хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕсем ку çемьесене уйрăм тимлĕхе илнине каларĕ. Шăпах ĕнтĕ ялсенче вĕсем салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ пухма кашнинчех пуçарупа палăраççĕ. Унсăр пуçне, акă, пуканкассисем, мăньял-хапăссем, çĕрпелсем, хирпуçсем, ыттисем сивĕ кунсем валли вуншар нуски çыхрĕç. Маскировка сеткисем хатĕрлерĕç. Ыркăмăллăх концерчĕсем йĕркелерĕç.

Хĕрарăмсен канашĕ ачасем пирки те манмасть. «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх акцине яланах хастар хутшăнать. Кăçал старт илнĕ «Взрослые - детям» акцирен те юлмарĕç вĕсем. Вăл старт илнĕ кунне канаш хастарĕсем тÿрех укçа-тенкĕ куçарчĕç. Нумаях пулмасть вĕсем ун йĕркипе ятарлă счет çине тата 4500 тенкĕ хыврĕç.

Тĕлпулăва хутшăннă май, Чăваш енри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева та Вăрнарăн маттур пикисене мухтарĕ. «Хĕр-юлташсем» тесе чĕнниех мĕне тăрать! Вăл республикăри «Эпĕ – хĕрарăм» конкурса пĕтĕмлетрĕ. Унта хутшăннă Вăрнар хастарĕсене тав турĕ.

Алла Салаевапа Наталья Николаева юхăма аталантарассине пысăк тÿпе хывакансене те Тав хучĕсемпе хавхалантарчĕç. «Ку награда мана кăна мар, Пуканкассинчи Обществăлла канаша тата Хĕрарăмсен пĕрлешĕвне те пырса тивет. Ентешсем çулсене пăхмасăр тăван çĕр аталанăвĕшĕн хытă тăрăшаççĕ»,- пĕлтерет Альбина Фомина.

Çавра сĕтел тавра пухăннисем малашнехи ĕç-хĕле те сÿтсе яврĕç.

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика