Вăрнарсем Тутарстан çĕрĕ çинче савăнтарчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.07.2023, 09:45 Просмотров: 279

«Килсе курăр! Йăлт сирĕнпеле хатĕр эп тĕрĕслеме пĕрле!» - тенĕ хăй вăхăтĕнче Сиктĕрме ялĕнче çуралса ÿснĕ Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай.

Шăпах кунта, Тутарстан çĕрĕ çинче, шăматкун чăваш культурин «Уявĕ» кĕрлесе иртрĕ. Вырăссем, чăвашсем, тутарсем пĕр çĕре пухăнса хăйсен юрри-ташшипе, алăсталăхĕпе, йăли-йĕркипе паллаштарчĕç.

Иккĕмĕш çул «Уява» халăх предприятийĕсен «Звениговский» пĕрлешĕвĕ ирттерет. Каламалла, çав тери çÿллĕ шайра. Элкел районне кĕрсенех çул хĕррисенче, уйсенче тасалăх хуçаланнине куратăн. Праçник вырăнне çитичченхи лапамра аграри техникине черечĕпе тухса лартнă: мĕн чухлĕ комбайн, мĕн чухлĕ трактор! Сиктĕрме ялĕ те тÿрех тыткăна илет. Кашни урама каякан çул хĕррипе чечексем лартса тухнă, вĕсене уяв умĕн кăна лартманни курăнать - ешереççĕ кăна. Пушă çуртсене юхăнтарман, картисене типтерлĕн сăрланă. Чылай çурт умĕнче йывăçран касса кăларнă юмахри сăнарсен кÿлеписем лараççĕ.

Уяв вырăнĕ тем сарлакăш. Хĕвел хĕртсе пăхать, çак кун çуллахи чи шăрăх, çунтаракан çанталăк тăчĕ пулин те халăх çав тери йышлăн пуçтарăннă. Пурне те хитре пĕве кĕтсе илет. Ун урлă хывнă кĕпере чăваш эрешĕсем илемлетеççĕ. Хамăр чăваш пулнăран пулĕ, хăлхана тÿрех палланă кĕвĕсем пырса кĕреççĕ. Куравсем, мастер-классем, тĕрлĕ экспозицисем, Петĕр Хусанкая, Иван Яковлева халалланă лаптăксем йĕркеленĕ.

Халăх искусствисен изделийĕсен ярмăрккинче хамăрăн ентеше - Услантăр Енĕшри Надежда Игнатьевана ?Степанована% - курма питех те кăмăллă пулчĕ. Унăн алĕçĕсем умĕнче халăх кĕпĕрленни те ун маçтăрлăхне çирĕплетет.

Ентешсем тенĕрен, «Уява» вăрнарсен пысăк делегацийĕ хутшăнчĕ. Ăна Чăваш наци конгресĕн округри уйрăмĕн ертÿçи Вячеслав Алексеев ертсе пычĕ. Сцена çине Ярмушкари «Шурăмпуç», «Утмăлтурат», Хирпуçĕнчи «Шăпчăксем» коллективсем тухрĕç. Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти музыка учителĕ Ольга Косарева «Янра, хуткупăс» конкурса хутшăнчĕ. Пĕтĕмпе концерт программи сакăр сцена çинче пычĕ.

Çав тери масштаблă уçăлчĕ «Уяв». 100 ытла пултарулăх коллективĕ парадпа утрĕ. Праçнике уçнă май, чăвашсен авалхи йăли-йĕркисене - Çимĕк, Учук, чÿк, туй, ытти йĕркесене кăтартрĕç. Пухăннисене сумлă çынсем саламларĕç. Вăл шутра хамăр ентешсем те: Раççей Геройĕ Николай Гаврилов, Чăваш ен культура министрĕн заместителĕ Татьяна Казакова.

«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕн коллективĕ те аякри çĕре çитсе килме, кунти вырăнсемпе, уяв саманчĕсемпе киленме пултарчĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика