Лидия Осипова: «Кашни çĕнĕ куншăн савăнма пĕлмелле»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.07.2023, 09:46 Просмотров: 280

Кашни яллă тăрăх хăйĕн ятлă-сумлă çыннисемпе тивĕçлипе мăнаçланма пултарать. Акă, Чăрăшкас Хирлепри хисеплĕ ватă - ĕç ветеранĕ Лидия Семеновна Осипова - паян, Питрав уявĕнче, 90 çулхи юбилейне паллă тăвать.

Пурнăç тути-масине лайăхах астивнĕ пулин те нихăçан та пуçа усман. Хаярланман. Никама та кĕвĕçмен, усал сунса курман. Яланах таса шухăш-ĕмĕтпе хавхаланса пурăннă, пурăнать те. Питрав уявĕнче хăйĕн менелникне паллă тăвакан Лидия Семеновна Евангелие вулама кăмăллать. Ахальтен мар пуль ăна Турă вăрăм ĕмĕр пилленĕ.

- Хĕвел йăл-йăл кулсан, анне чĕрĕ-сывă пулсан эпир телейлĕ. Вăл пире çирĕп тытнă, анчах та нихăçан та сивĕ сăмах каласа ятлаçман. Эпир ун юратăвне яланах туйса ÿснĕ, халĕ те аннен ăш сăмахне илтсен хавхаланатăп, - терĕ хĕрĕ Алевтина. Вăл Элĕк тăрăхĕнче тĕпленнĕ. «Тăван килтен чылай çул каяллах çунат хушса вĕçсе тухса кайнă пулсан та çуралнă тăрăх, тăван анне асрах çав»,- çирĕплетрĕ вăл.

Мăнукĕ Инна Скворцова та юбиляр пирки ăш сăмахсем каламасăр чăтаймарĕ:

- Эпĕ çак ялтах пурăнатăп. Кукам чĕнсен пур ĕçе пăрахсах ун патне васкатăп, - терĕ вăл. - Чун ăшшине никам валли те хĕрхенмест. Пире ырă сунса хавхалантарма пĕлет.

Юбилярпа калаçнă хушăра сасартăк телефон янăраса кайрĕ. Тепĕр мăнукĕ шăнкăравларĕ, кукамăшĕнчен сывлăхĕ пирки ыйтса пĕлчĕ. Пăхатăп та - Лидия Семеновна телейлĕ çын. 90 çула çитнĕ кинеми ачисен, мăнукĕсен, кĕçĕн мăнукĕсен юратăвĕпе хисепне туйсах тăрать.

- Ара, эпĕ - мĕн тери пуян çын! Манăн 10 мăнук, 17 кĕçĕн мăнук. Çак пысăк та туслă йыш вăй-хал парсах тăрать, - кăмăлпа пĕлтерчĕ юбиляр.

Лидия Семеновна çак ялтах йышлă ачаллă хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Пĕчĕкренех вăр-вар та правур пулнă, пĕр хура ĕçрен те хăраман. Сакăр ачаллă çемьере иккĕмĕш пулнăран кил хуçалăхĕнчи чылай ĕç хĕрачан черченкĕ хулпуççийĕсем çине тиеннĕ. Вăрçă вăхăтĕнче унăн нуши-тертне те сахал мар тÿсме тивнĕ. Ашшĕ - фронтра, амăшĕ пилĕк ачапа тăрса юлнă. Пĕчĕк Лида пĕртăванĕсене пăхнă, колхоз ĕçĕсене те хутшăннă.

- Вăйпитти арçынсем вăрçăраччĕ. Фермăра та, уй-хирте те ачапча, хĕрарăмсемпе ватăсем кăна ĕçлетчĕç, - аса илчĕ Лидия Семеновна. - Эпĕ 8 çултах кĕлтесем йăтнă, тырă вырнă, çурçĕрчченех авăн çапнă. Тылра та совет çыннисем иксĕлми хастарлăхпа тÿсĕмлĕх кăтартнă.

Йывăр пулсан та амăшĕ пĕр ĕнепе пилĕк сурăх тытнă. Çавăнпа та ачисем выçăпа аптраман. «Анне килте пĕр минут та тăмастчĕ. Кунне-çĕрне уямасăр ĕçлетчĕ, лаша кÿлсе çÿретчĕ», - палăртрĕ ветеран. Лидия Осипова 7-8 çулта чухнех ĕне сума вĕреннĕ. Çапла вара мĕн пĕчĕкренех вăл çăкăр хакне пĕлсе ÿснĕ, алăран ĕç яман.

Телее, ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăннă, Лидия Осипован тата виçĕ пĕртăван çуралнă. Паянхи кун унăн икĕ шăллĕ пурăнаççĕ.

Лидия Семеновнăн Турă çырни хăйĕн ялĕнчех тупăннă. Пĕр-пĕрне савакан чунсем 1956 çулта çемье çавăрнă. 5 ачана çут тĕнче парнеленĕ, пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнă. Упăшки, Федор Осипович, колхозра механикре ырми-канми ĕçленĕ. Мăшăр 50 çул пĕрле пурăннине йышлă тăван-пĕтен пухса паллă тунă. Ылтăн туя чаплăн ирттернĕ.

Инкек куçа курăнса килмест, теççĕ. 35 çулта чухне нумай ачаллă амăшĕ хытах суранланнă. Больницăра виçĕ уйăх сипленнĕ. Телее, çирĕп чунлă хĕрарăм ура çине тăнă-тăнах. Йывăрлăха парăнтарма пултарнă. Инкек хыççăн библиотекăра техничкăра 19 çул ĕçленĕ. Унччен маларах колхозра уй-хир бригадинче вăй хунă. Маттур чăваш хĕрарăмĕ çав вăхăтсене куç умне кăларчĕ. Лашапа та ĕçленĕ вăл, куккурус кассисене сÿреленĕ, çумкурăка алăпа та çумланă. Тата сахăр кăшманне те çемйипе епле çитĕнтернине аса илчĕ. Тăрăшуллă ĕçшĕн хастарсем икĕ михĕ çурă сахăра тивĕçнĕ. Хĕлĕпех вара ачапча юратакан пылак çимĕçсем пĕçернĕ.

Лидия Осипован пурнăçĕнче чăтма çук тепĕр хуйхă-суйхă та сиксе тухнă. Юратнă хĕрĕ пурнăçран ир уйрăлсан виçĕ мăнукне те хăйĕн хÿттине илме тивнĕ. Лидия Семеновна ачасемшĕн кукамăшĕ те, амăшĕ те пулса тăнă. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани парас, тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтерес, професси илме пулăшас тесе тăрăшнă. Акă, Эдуард - çар çынни, çемйипе урăх регионта пурăнать. Алевтина Мускавра тĕпленнĕ. Инна Калининăри почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн пуçлăхĕнче ĕçлет.

Лидия Осипова кĕçĕн мăнукĕсене те пăхма пулăшнă. «Кил хушши тулли ачапча чупса çÿретчĕ», - тет вăл.

Ветеран пурнăçăн кашни тапхăрне чыслăн пурăнса ирттернĕ. Лидия Осипова ал ĕçĕсен чăн-чăн маçтăрĕ. Чĕнтĕр илемлĕ çыхнă. Çĕвĕçе те пултарнă. Хăйĕн ĕмĕрĕнче çынсем валли миçе саппун, кĕпе, юбка çĕлемен-ши/ Каласа хăвармалла, унăн кукашшĕпе ашшĕ те ăста çĕвĕçсем пулнă. Лидия Семеновна хастар ĕçченсен династийĕнчен. Çăматă та йăваланă. Мăшăрĕпе картиш тулли выльăх-чĕрлĕх те ĕрчетнĕ, 30 çул хур усранă.

- Хам ĕмĕрте пĕр ĕçрен юлмарăм, пÿрт кĕтесси анчах купалаймарăм, - терĕ ветеран.

Юбилярпа калаçатăн та унăн çивĕч ăс-хакăлĕпе кăмăл пуянлăхĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн. Унра чун ăшши çăлкуç пек тапса тăрать. Çывăх çыннисем, пĕрле пурăнакан кинĕ пирки ырă сăмахсем кăна каларĕ. Вăл кашни çĕнĕ куншăн савăнма пĕлет. Хăйĕн кун-çулне ĕçре ирттернĕрен ирхи шуçăмчченех вăранать. Çулĕсене кура мар çирĕп ăс-тăнлă. Хăйĕн йăх-несĕлĕсене çичĕ сыпăк таранах пĕлет. 90 çулхи кинеми чун çăкăрĕсĕр пурăнмасть. Виçĕ пичет кăларăмĕ çырăнса илет. Вĕсенчен пĕри - «Çĕнтерÿ çулĕ». Хаçат килсенех ăна алла илме васкать. Кашни йĕркине тĕпĕ-йĕрĕпе вулама тăрăшать иккен.

Лидия Семеновнăна паянхи кун кинĕ пăхса пурăнать. Ветеранăн менелникне паллă тума яланах тăванĕсем кĕрекене йышлăн пухăнаççĕ. Редакци коллективĕ те хаçатăн аслă тусне юбилей ячĕпе ăшшăн саламласа куç тулли телей, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хăват, чăваш сурпанĕ пек вăрăм кун-çул сунать. Сăмах май, тăван амăшĕ Ксения Семенова 100 çула çитнĕ.

Хисеплĕ ветеран пархатарлă кун-çулĕпе ачисене, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсене, тăванĕсене кăна мар, хаçат тусĕсене те ырă тĕслĕх кăтартать, çемье хаклăхĕсене упрама, çĕршыва, çуралнă тăрăха юратма вĕрентет.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика