Почта ĕçченĕсене - тĕрлĕ шайри наградăсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.07.2023, 09:46 Просмотров: 322

Раççей Почти кунĕ умĕн Вăрнар почтамчĕн ĕçченĕсене пухса чысларĕç. Ку сферăра тимлекенсене округ администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Виталий Белов саламларĕ, çынсемпе тимлес ĕç яваплă пулнине палăртрĕ, ăнăçу сунчĕ.

Халăх патне хаçат-журнал çитерекен, тивĕçтерÿсем паракан маттур ĕçченсем тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçрĕç.

Калининăри почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн пуçлăхне Инна Скворцована Чăваш Республикинчи почта çыхăнăвĕн федераллă управленийĕн Хисеп хăми çине кĕртнĕ.

УФПС-ăн Тав çырăвĕпе Мăн Явăшри почта пуçлăхне Татьяна Тимофеевана чысларĕç.

Чăваш ен Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотине Ершепуçĕнчи ОПС почтальонĕ Надежда Трофимова тивĕçрĕ.

Вăрнар округĕн администрацийĕн Хисеп грамотине илнисем: Çĕрпелти почта пуçлăхĕ Татьяна Елизарова тата Ершепуçĕнчи почтальон Надежда Трофимова. Тавне тивĕçнисем - Вăрнар ОПС-ĕн почтальонĕсем Вероника Иванова, Людмила Дмитриева, Ярмушкари почта уйрăмĕн пуçлăхĕ Зинаида Киргизова, Вăрнар почтамчĕн ваккăн суту-илÿ участокĕн специалисчĕ Ольга Агеева, мобильлĕ ушкăн уйрăмĕн пуçлăхĕн заместителĕ Ирина Волкова, Уравăш ОПС-ĕн почтальонĕ Альбина Николаева.

Раççейри çыхăну ĕçченĕсен республикăри профсоюзĕн Хисеп грамотине Хирпуç, Пăртас тата Хапăс çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕсем Ольга Александрова, Алевтина Скворцова тата Алена Сюмайкина тивĕçрĕç.

Почта ĕçченĕсен тăрăшулăхĕнчен «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн тиражĕ те килет. Редакципе почта яланах пĕр тĕллевпе ĕçлеççĕ - халăха хаçатпа туслаштарас тĕлĕшпе. Светлана Чикмякова тĕп редактор уявпа саламланă май, кăçалхи çырăнтару кампанийĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх район хаçатне ÿстерсе çырăнтарнисене Хисеп грамотисемпе чысларĕ, малашне те пĕр шухăшлăн ĕçлеме чĕнсе каларĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика