Пултаруллă математик, паллă спортсменка

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.07.2023, 09:47 Просмотров: 278

Çакăн пек легенда пур. Учитель çуралсан ун сăпки патне виçĕ фея вĕçсе пынă тет. «Эсĕ чи ăсли пулатăн»,- тенĕ пĕри. «Эсĕ чи хитри пулăн, мĕншĕн тесен сана яланах çамрăклăхпа илемлĕх хупăрлĕç»,- тенĕ тепри. «Эсĕ чи телейли пулăн, мĕншĕн тесен çынсене ăслăлăх парнелени - чи ырă пулăм»,- палăртнă виççĕмĕшĕ.

Чăн та, учитель профессийĕ Турă паниех пулĕ. Ачасенче пĕлÿ хывас, воспитани парас енĕпе вĕсен пултарулăхĕ питех те пысăк.

Маларахри çулсенче хĕрачасенчен нумайăшĕ вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Вера Михайловна Гурьеван та çак шухăш шкулта чухнех тĕвĕленнĕ. Вĕреннĕ чухне вăл ытларах математикăна пуринчен ытла юратнă. Алексей Маркович Курсов учителĕн кашни сăмахне ăша хывнă, çавăнпа та пурнăçне те ку предметпа çыхăнтарма шутланă. Кĕçĕн Кипекри вăтам шкула кĕмĕл медальпе пĕтернĕ.

Шкул вăхăтĕнче урокри заданисемпе кăна çырлахманни, хушма йывăр задачăсене тăтăшах шутлани ăна И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне çăмăллăнах вĕренме кĕме пулăшнă. Аслă шкул пĕтерсен направленипе хĕре Хăмăшри сакăр çул вĕренмелли шкула янă.

1971-1979 çулсенче тĕрĕс наукăн вăрттăнлăхĕсене Кĕçĕн Кипек тăрăхĕнчи ачасенче хывнă. Кунти шкулта тăрăшнă чухне шăпа çырнине тĕл пулса çемье çавăрнă. Туçи Мăратри шкула ĕçлеме куçнă.

1975 çултан пуçласа 2010 çулччен Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вăй хунă. Çăмăл мар предмета ачасене юратма вĕрентес, ăна лайăхрах ăса хывччăр, математикăпа кăсăкланччăр тесе Вера Михайловна урокăн кашни пайне хатĕрленнĕ. Çитĕнÿсем тума ăна хăйĕн ĕçне çеç мар, ачасене юратни те пулăшнă. Чылай темăна вăл пурнăçпа та çыхăнтарса ăнлантарма пултарнă. Çавăнпах ĕнтĕ вĕренекенсем ун урокĕсене килĕштернĕ.

Педагогăн ĕçне тĕрлĕ шайри наградăсемпе те чысланă. 1988 çулта ăна «Аслă учитель» звани панă. Вера Михайловна Гурьева - халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ. «Районти чи лайăх учитель» ята темиçе хутчен те çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех вăл физикăпа математика учителĕсен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕн çĕнтерÿçи те. Геннадий Волков академик ячĕллĕ пĕтĕм тĕнчери преми лауреачĕ, методика идейисен республикăри фестивалĕн çĕнтерÿçи. Хисеп грамотисем нумай.

Вера Михайловнан чылай вĕренекенĕ ун çулне суйласа илнĕ. Çакăншăн та хĕпĕртет педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Çемье альбомне пăхсан, унта Вера Михайловна çинчен çырнă хаçатри заметкăсене те чылай курма тÿр килчĕ. Вăл - спортăн пысăк тусĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех хĕр Аркадий Иванович Смирнов учитель хавхалантарнипе çăмăл атлетикăпа туслашнă. Шкулти, районти ăмăртусенче яланах малта пулнă. Район чысне пĕрре мар республикăра ăнăçлă хÿтĕленĕ. Шкулти юлашки шăнкăрав уявне те хутшăнайман вăл. Шăпах çак кун республикăра «Коммунизм ялавĕ» хаçат парнисемшĕн чупу иртнĕ, Вера Михайловна район командин йышĕнче пулнă.

Хăмăшра ĕçленĕ вăхăтра вăл ялти, «Броневик» колхозри çамрăксем валли çăмăл атлетика секцине йĕркеленĕ. Ун чухне вĕсем ял çамрăкĕсен командисем хушшинче Раççейре 1-мĕш вырăнта пынă. Çавăнпах ĕнтĕ 1970 çулта Вера Гурьевана федераллă «Урожай» спорт обществин Хисеп грамотипе наградăланă.

Института вĕренме кĕрсен кунта та пысăк ăмăртусене хутшăннă. Аслă шкулта чупассипе ăна никам та çитекен пулман.

Сывă пурнăç йĕркине паянхи кун та пăхăнать Вера Михайловна. Кашни кун зарядка тăвать. Спортпа вăл пурне те туслашма йыхравлать. Кирек хăш ÿсĕмре те кая мар пулнине палăртать.

Çавăн пекех Вера Михайловна чечексемпе те кăсăкланать. Вăрнарта хăй пурăнакан çуртăн подъезчĕ умĕнче темĕн тĕрлĕ чечек лартса тултарнă вăл. Маларах ку вырăн, чăн та, илемсĕрччĕ. Халĕ аякранах тĕрлĕ тĕссемпе илĕртет. Ытти подъездсенче пурăнакансем те унран тĕслĕх илеççĕ. Акă, юнашарринче пурăнакансем халĕ чÿрече умĕнче çырла та ÿстереççĕ.

Ырă ĕç сÿнмест, теççĕ. Вера Михайловна Гурьева та чылай çыншăн тĕслĕх вырăнĕнче.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика