Çур ĕмĕр - пĕр самант пек

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.07.2023, 09:47 Просмотров: 275

Çур ĕмĕр юнашар, яланах пĕрле. Килĕштерсе те шăкăл-шăкăл калаçса, çемье вучахĕн ăшшине упраса... Çакă мар-и телей/ 50 çул каялла хăйсен шăписене çыхăнтарнă мăшăр паян кун та пĕр-пĕрне куçран пăхса ăнланни, пĕр-пĕриншĕн тата ачисемшĕн «çунни» - çакă мар-и чăн пуянлăх/

Пăваялĕнче пурăнакан Павловсемпе паллашсан та çак сăмахсен тĕрĕслĕхне тÿрех ăнланса илетĕн. Вĕсене паллакан-пĕлекен е тин паллашнă çын та çирĕплетсех калама пултарать: Михаил Павловичпа Валентина Васильевна - пĕр-пĕринпе тĕл пулма, пĕр çулпа çума-çумăн утма пÿрнĕ çынсем. Вĕсен кил-çуртĕнче чăннипех те çемье ăшшине, килĕшÿлĕхе туятăн. Вăхăчĕ вара икĕ çамрăк пĕрлешнĕренпе самаях хыçала юлнă ĕнтĕ - вĕсем туй кĕрлеттернĕренпе ĕнер шăп та лăп 50 çул çитрĕ.

Кĕске мар тапхăр - çур ĕмĕр. Апла пулин те вăл пĕр самант пек вĕçсе иртнине палăртаççĕ Павловсем. «Пурнăç туса, ачи-пăчине çуратса ÿстерсе, кил-çурт çавăрса 50 çул сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ», - теççĕ.

Çемье пурнăçĕн пуçламăшĕ пирки калас-тăк, ун чухнехи икĕ çамрăка Вăрнар типографийĕ «пĕрлештернĕ» тесен те йăнăш пулмасть. Шăпах кунта пĕрремĕш хут курнăçнă вĕсем, кунсерен юнашар ĕçлекенскерсен майĕпен çепĕç туйăмсем çуралнă.

- Типографине ĕçе вырнаçсанах Вениамин Иванович Сорокин директор: «Пирĕн коллективра икĕ хусах каччă пур. Лайăх сăна, тен, хăшĕ чуна выртать», - терĕ шÿтлерех. Çамрăкскер, питĕ вăтантăм ун чухне, анчах каччăсене вăрттăн сăнакаларăм. Çапла Миша чĕрене çывăх пулчĕ пулмалла. Хăй те мана тимлĕх уйăрни сисĕнчĕ. Манпа пырса калаçма тăрăшатчĕ, пĕремĕк пырса хурса хăваратчĕ е тата мĕнпе те пулин хăналатчĕ... - кăмăллăн аса илет халĕ Валентина Васильевна.

Çемье пуçĕ, Михаил Павлович, Вăрнар типографийĕнче мăшăрĕнчен кăшт маларах, 1969 çулта, вăй хума пуçланă. Хут касаканра тăрăшнă, каярахпа - печатникра. Район хаçатне пичетленипе пĕрлех бланксем, химзаводăн саккасĕсене, ытти хут-документа çапнă.

Тата çар службинче тăнă вăхăтра та хăйнеевĕрлĕ, вăрттăн специальноç пулнă иккен унăн. Яваплă каччăна çыхăну çарĕсенче шифровальщик-кодировщик тивĕçĕсене шаннă. Служба вăхăчĕ Украинăри Чернигов хулинче иртнĕ. «Ун чухне Украина халăхĕ питĕ кăмăллă туйăнатчĕ, пĕртăван пек туслă пурăнаттăмăр», - пĕлтерчĕ вăл, халĕ унти хăрушла лару-тăруран тĕлĕнсе.

Валентина Васильевна професси илсен тÿрех Вăрнар типографине лекмен-ха. Шăпа тĕрлĕ çĕре çитернĕ Хурăнсур Çармăс хĕрне. Çĕрпел шкулĕнче 10 класс пĕтернĕскер, малалла вĕренме кайиччен тăхăнмалăх та пулин укçа ĕçлесе илес тесе, Волгоград облаçне çул тытнă. Кунта фермăра тăрăшнă. Пĕрремĕш хут пăрулакан 20 çамрăк ĕнене алăпа сунă вĕт ĕнерхи шкул ачи. Йывăр пулсан та пуçне усман. Дояркăсен амăртăвĕнче çĕнтерÿçе те тухнă вăл. Хĕрлĕ Ялав йăтма тивĕçнĕ, 50 тенкĕ премипе хавхалантарнă. Маттур хĕре, паллах, никам та ярас темен ĕç вырăнĕнчен. Çапах вĕренме ĕмĕтленекен Валентина икĕ çултан темиçе чăваш хĕрĕпе пĕрле вăрттăн тăван тăрăха таврăнма май тупнă.

Малтанах Сĕнтĕрвăрринче наборщицăра ĕçлеме тытăннă, кунта ăна редакцире тимлекен тăванĕ вырнаçтарнă иккен. Кĕçех направленипе Шупашкарти 1-мĕш типографире линотипист ĕçне вĕреннĕ. Ку - вăл вăхăтри шутлă, питĕ кирлĕ специалист. Çавăнпах ĕнтĕ Вăрнарти типографи ертÿçи Вениамин Сорокин ăна хăйсем патне çине-çинех йыхравланă-мĕн. Çитменнине, амăшĕ те инçе çула çÿрекен хĕрĕшĕн хытах куляннă. Сĕнтĕрвăррине çитме çăмăлах пулман-çке: Хурăнсур Çармăсран Ямаша - çурран, унтан - автобуспа Канаша, хыççăн тин ĕç вырăнне. Анчах Сĕнтĕрвăрринчен те ярас темен пултаруллă специалиста. Вăрнарти СПТУ-ра вĕренетĕп тесе суйса аран пăрахса килтĕм вĕт, тет Валентина Васильевна. Çак тапхăртан сакăр çул типографире линотиписткăра тăрăшнă вăл. Тен, шăпа та тăван тăрăха таврăнма çырнă пуль - кунта Турă çырни «кĕтнĕ-çке» ăна.

1973 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнче чăваш туйĕ кĕрлеттернĕ Михаилпа Валентина. «Ун чухне лашасемпе, тăрантассемпе туй çÿретчĕç, эпĕ вара мăшăра машинăпах çĕн киле лартса килтĕм. Типографи директорĕ Вениамин Сорокин тата Михаил Васильев редактор пире нумай пулăшрĕç. Бригадирта тимлекен пичче те машинăпа кĕме Санар шывĕ урлă кĕпер тĕктерчĕ», - 50 çул иртсен те ăшшăн аса илет Михаил Павлович мăшăрлану кунне.

Валентина Васильевнăшăн та çак кун нихçан манăçми. «Вăл вăхăтра качча тухакан хĕрсем хура халат тăхăнатчĕç, пуçа шур пĕркенчĕкпе хуплатчĕç. Эпĕ вара ялтан фата тăхăнса каякан иккĕмĕш хĕр пултăм. Кĕпине те КБО-ри çĕвĕçсене илемлине, кĕрен тĕслине çĕлеттертĕм», - телейлĕ куна куç умне кăларчĕ вăл.

Анчах типографире чипер тăрăшакан çамрăк мăшăрăн темиçе çултан Вăрнарти ĕçе пăрахма тивет. Ялтан çÿреме чăрмавлă пулнă-çке. Пĕрре инçе, тепĕр чух тата автобуссем рейса тухман. Вăрнартан Пăваяльне çурран утни те пĕрре мар пулнă. Поселокра çурт туянса пăхнă-ха Павловсем. Анчах Михаил Павловичăн амăшĕ унта куçса килме килĕшмен. Ăна пĕччен мĕнле пăрахса хăварăн - мăшăр вара упăшкин тăван килĕнче - Пăваялĕнче - тĕпленнĕ. Тата хунямăшĕ питĕ ырă кăмăллă, тарават пулнине ăшшăн аса илет Валентина Васильевна. Мăнукĕсене ÿстерме нумай пулăшнă вăл. «Анне пекех юрататтăм ăна, тем çинчен те чуна уçса калаçаттăмăр. Ăнланатчĕ, пулăшатчĕ», - тет.

Яла таврăнсан та пĕр кун та ĕçсĕр ларман Павловсем. Валентина Васильевна сысна комплексне вырнаçнă, пĕр вăхăт страхлав агентĕнче тимленĕ. Каярахпа - вырăнти совхоз правленийĕнче секретарь-машинисткăра, кадрсен пайĕн специалистĕнче. Тивĕçлĕ канăва район больницинчен тухнă. Шăл-протез уйрăмĕнче санитаркăра тăрăшаканскерĕн, тепĕр чух медицина сестрин тивĕçĕсене те пурнăçлама тивнĕ.

Михаил Павлович типографи хыççăнхи ĕç кун-çулне тăван «Малояушский» совхозпа çыхăнтарнă, чылай çул кладовщик пулнă. Каярахпа кăна, пенсие тухас умĕн, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче тăрăшнă. Иккĕшĕ те - ĕç ветеранĕсем.

Çамрăк çемье, паллах, ытлă-çитлĕ пурăнма, ачисене ăнăçлă ÿстерме ĕмĕтленнĕ. Яла куçса килсен кил-çуртне çĕнĕрен çавăрма пикеннĕ вĕсем. Хăйсен вăйĕпе пысăк пÿрт хăпартса лартнă, хуçалăхне çирĕп тытса пынă. Икшер-виçшер ĕне, сурăххи-путекки, хурĕ-кăвакалĕ, лаши... - нихăçан ĕçлеме ÿркенмен. Çавăнпах ĕнтĕ кил-хуçалăхĕ çирĕп. Халĕ те, акă, Павловсен килкартине кĕрсенех асăрхатăн: кунта ĕçчен, тирпейлĕхпе йĕркелĕхе юратакан çынсем пурăнаççĕ.

Çамрăк çемьене ура çине тăма çăмăл килмен пулин те пилĕк ачана çут тĕнче парнеленĕ вĕсем. «Пирĕн вăхăтра хамăр çине кăна шаннă. Хальхи пек нумай ачаллă çемьесене паракан çăмăллăхсем, пособисем пулман. Пÿрт-çуртне те хамăрах хăпартнă. Юрать, эпир пурнăç тăвас тесе ĕçленĕ вăхăтра ачасене ÿстерме юратнă хуняма пулăшрĕ», - тет Валентина Васильевна.

Ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхĕ куç умĕнче пулнипех ĕнтĕ ывăлĕ-хĕрĕсем ĕçрен ютшăнмасăр, пурнăç хакне пĕлсе çитĕннĕ. Аслă хĕрĕ Алина халĕ Кĕçĕн Кипекри почта уйрăмĕн ертÿçинче тăрăшать, тепĕр хĕрĕ Ирина - Вăрнарта, сутуçăра. Ывăлĕ Сергей те Вăрнарта тĕпленнĕ. «Рабица» организацин ĕçченĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Дима Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать, ĕçлеме Мускава кайса çÿрет. Кĕçĕн хĕрĕ Марина тăван килте, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле - кил-хуçалăха тытса пыма пулăшать.

Юратнă мăнукĕсем те тăххăрăн тан хисеплĕ мăшăрăн. Вĕсем килсен, пÿрт ача сассипе тулсан, тем пек савăнаççĕ ватăсем. Халĕ, ак, çулла мăнукĕсем ялта та, çырли-пахчаçимĕçпе, хăй хатĕрленĕ тутлă апат-çимĕçĕпе хăналама ăшталанать вĕсене асламăшĕ-кукамăшĕ.

Ăсталăхĕ тенĕрен, тĕрлĕ енлĕ вăл Валентина Васильевнан. Аллисем чăннипех те ылтăн. Пÿртне кĕрсенех чăн малтан куçа ытарайми илем илĕртет. Тĕрленĕ карăсем, минтер çиттисем, рамкăри ÿкерчĕксем... - пĕтĕмпех хăй тата вăл вĕрентнипе Марина хĕрĕ тунăскерсем. Унсăр пуçне, çĕлеме, çыхма маçтăр кил хуçи хĕрарăмĕ.

- Тавах, мĕнпур алĕçне эпĕ аннерен вĕреннĕ, унран пăхса. Краççын çутипе аппаланса лараттăмăрччĕ каçхине. Чĕнтĕр çыхма та 6 çултах хăнăхрăм. Пĕрре çапла ман чĕнтĕре мăнакка илсе кайрĕ, укçа тыттарса хăварчĕ. Унпа шкула пĕрремĕш класа кайма тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсем туянтăм. Уншăн та мĕнле савăннă, - ачалăхĕ çăмăлах пулманнине аса илет Валентина Павлова.

Ачаллах вĕреннĕ алĕçĕ кайран пурнăçра та чылай пулăшса пынă ăна. Вăхăчĕсем тĕрлĕрен пулнă та, кил-тĕрĕшри япаласем çеç мар, мăшăрĕпе ачисене тумтир те çĕлесе тăхăнтартнă вăл. Паллакан-пĕлекен çынсем ыйтсан та хирĕçлемен. Халĕ те çĕвĕ машинипе уйрăлмасть. Хĕлле вара, пушăрах чухне, алăран çăм çиппи каймасть - алсиш-нускийĕ, кофти-жилечĕ «хÿхĕм» эрешленсе тухать. «Çыннăн пĕрмаях хусканура пулмалла, мĕнпе те пулин аппаланмалла. Чунпа тунă ĕç вăл сывлăх парать, пурнăçа тăсать», - тет кил хуçи хĕрарăмĕ.

Иккĕленмесĕрех калама пулать, çак хавхалануллă сăмахсем пурнăç тăршшĕпех тĕп пĕлтерĕшлĕ пулнă ĕçчен те хастар çемьешĕн. Çавăнпах ĕçре те, ял-йышра та пысăк хисеп çĕнсе илнĕ. Хăйсен тĕрĕс, тивĕçлĕ пурнăçĕпе паянхи çамрăксемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ Михаил Павловичпа Валентина Васильевна. Ылтăн туя кĕтсе илнĕ юбилярсене малалла тата нумай çул ачисемпе мăнукĕсен юратăвне туйса çирĕп сывлăхлă пурăнма сунатпăр.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика