Кашни çекĕлĕ - Çĕнтерÿ валли

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.07.2023, 09:48 Просмотров: 296

Вăрнар тăрăхĕн хастарĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшма пăрахмаççĕ. «ZOV Вурнары» пĕрлешÿ чĕннипе хальхи вăхăтра ушкăнра хамăр салтаксем валли машина, квадрокоптерсем туянма укçа-тенкĕ пухассине йĕркеленĕ.

Тепĕр чĕнĕве те вăрнарсем хапăлласа йышăнчĕç - темиçе ушкăн тăрăшсах маскировка сеткисем çыхать. Вĕсенчен пĕрисем - чăрăш-ишексем.

Ирхи сакăр сехет кăна иртнĕ-ха, Чăрăш Ишекре пурăнакансем пĕри те тепри культура çуртне васкаççĕ. Пушă вăхăтра кашниех Çĕнтерÿ валли хăйĕн тÿпине хывас тет ĕнтĕ.

Масксеткăна çыхмалли ятарлă станока культура çурчĕн фойинче вырнаçтарнă. Ăна пархатарлă ку ĕçе пуçараканĕ Роза Константинова ыйтнипе Вячеслав Казаков строитель ăсталаса панă. Сарлакăшĕ 4 метр, çÿллĕшĕ - 1,7 метр.

Ĕçĕ йывăр мар, анчах та питĕ яваплă. Çавăн пекех пысăк тимлĕх кирлĕ. Маттур хĕрарăмсем тăрăшнине пăхатăн та тĕлĕнетĕн - вĕсен аллинче ĕç вĕресе кăна тăрать! Пĕр сехете яхăн вăхăтра вĕсем сеткăн пĕр пайне çыхса та пĕтерчĕç.

Паллах, кашни саманта шута илмелле. Чи малтанах лентăсене кирлĕ тăршшĕ чухлĕ виçсе илеççĕ, айăккисене хирĕçлесе касаççĕ. Схемăна кура тĕссене палăртнă вырăнта çыхаççĕ.

- Пирĕн салтаксем валли маскировка сеткисем çыхас шухăш малтанах çуралнăччĕ. «Шĕнер ен» ансамбльпе Муркаш тăрăхне концерта чĕннĕччĕ. Унти артистсем хăйсен кăмăлĕпе ырă ĕçе пуçăннă, материалĕсене те хăйсемех туяннă. Пире ĕç хатĕрĕсемпе «ZOV Вурнары» пĕрлешÿ йĕркелÿçи Артур Михайлов тивĕçтерчĕ. Сеткăна çыхма вĕренме видеоролик ярса пачĕ, - пĕлтерет Роза Ильинична.

Ял çыннисем Çĕнтерÿшĕн тăвакан ĕçрен юласшăн мар. Инга Якимова, Елена Филиппова, Якимовсен икĕ çемйи, Паденевсем... - хастаррисен списокне тата тăсма пулать. «Роза Николаевна Иванова ватă çын пулсан та ĕçе хутшăнасшăн, хăть ларса та пулин пулăшăттăм, тет»,- Роза Константинова ентешĕсен ыркăмăллăхĕшĕн савăнни сисĕнчĕ.

Шĕнер Ишек тăрăхĕнче пурăнакансене патриотизм туйăмĕ çирĕппĕн пĕрлештерни куçкĕрет. Ятарлă çар операцине паян кунти сакăр каччă хутшăнать. Ял çыннисем вĕсене иртнĕ кĕркунне хÿтĕлеве чыслăн ăсатнă: тĕрленĕ сăмса тутрисем парнеленĕ, авалхи йăлапа алшăллисем çакнă. Тулли мар мобилизацие лекнисемсĕр пуçне харпăр хăй ирĕкĕпе кайнисем, контракт çырнисем пур. Ентешĕсем хăюллă салтаксене пур енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ. Роза Ильиничнан, 33 çул шкулта тимленĕскерĕн, акă, виçĕ вĕренекенĕ СВО-ра.

«Чĕрĕ таврăнччăр тетпĕр, çавăнпа пулăшатпăр»,- çирпĕлетрĕç сетка çыхакансем. Инга Якимован хĕрĕ Ульяна та лентăсене çыхма хăнăхса пырать. Алена Волкован аслă ывăлĕ çар операцийĕн районĕнче.

Ирина Краснова, акă, Тольяттире пурăнать. Отпуска тăван ялне килнĕ. Вăл та ырă ĕçрен юлман. «Тольяттире те салтаксене пулăшассине кашнинчех хутшăнатăп. Кунта та хамăн тÿпене хывас терĕм»,- пĕлтерчĕ вăл.

Ушкăнпа ĕç ăнать. Чăрăш-ишексем тăватă сетка хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Ĕнер «Пĕрле» фонд урлă вĕсене ятарлă çар операцийĕн зонине ăсатнă. Хальхи вăхăтра вĕсем тата тепĕр сетка çыхма тытăннă, 8 метр тăршшине.

Салтаксемшĕн маскировка сетки питех те кирлĕ япала. Унпа вĕсем хăйсем те хÿтĕленме пултараççĕ, техникăна хупласа тăшманран сыхланаççĕ...

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика