Савватий митрополит пехил панă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.07.2023, 09:20 Просмотров: 230

Шăп та лăп 20 çул каялла чиркÿ пурнăçĕ Калинино салинче çĕнĕрен вăй илнĕ тесен те йăнăш пулмасть. 2003 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче, Петр тата Павел çветтуйсен уявĕнче, кунта çирĕплетнĕ Сергий Моряков священник пĕрремĕш кĕлĕ мешехине пурнăçланă. Вăл ун чухнехи Кĕлĕ çуртĕнче иртнĕ.

Çулталăк вĕçĕ тĕлне вара ырă ĕçе - çĕнĕ храм строительствине - вĕçлеме май килнĕ. Калинино тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн чăннипех те пысăк пулăм пулса тăнă çакă. Ун алăкĕсем уçăлнă кун прихут çыннисемпе савăнăçа Шупашкар - Чăваш епархийĕн архиерейĕ Варнава митрополит та пĕрле пайланă. Вăл чиркĕве Таса Турă Амăшĕн Пукрав турăшĕ ячĕпе сăвапланă.

Кăçал Калинино чиркĕвĕн прихучĕшĕн пĕлтерĕшлĕ çул. Ăна сăвапланăранпа 20 çул çитнине çĕнелÿпе, ырă ĕçсемпе паллă тăвас тенĕ - храмра юсав ирттернĕ. Халĕ вăл Турра ĕненекенсене пушшех те хăтлăх-илемпе, ăшăлăхпа кĕтсе илет.

Сумлă пулăма халалласа вырсарникун йышлă халăх пухăннипе чиркÿре уяв литургийĕ иртнĕ. Ăна Калининăна килсе çитнĕ Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Савватий пурнăçланă. Службăра пулăшаканĕсем: VII округ благочиннăйĕ, Калинино чиркĕвĕн настоятелĕ Сергий Моряков протоиерей, Хапăсри тата Шупашкарти чиркÿсен настоятелĕсем Митрофан ?Арланов% игумен тата Александр Спиридонов иерей. Диакон чинне Евгений Поляков диакон ертсе пынă.

Сергий атте хăйĕн тата мĕнпур çынсен ячĕпе Чăваш митрополийĕн ертÿçине Савватие прихутшăн пĕлтерĕшлĕ уява хутшăнма май тупнăшăн, пехил панăшăн тав тунă. Сывлăх сунса просфора панă тата чечек çыххипе саламланă.

Калининăри Таса Турă Амăшĕн Пукрав турăшĕн чиркĕвĕн пурнăçне хастар хутшăнакансене, ун ăнăçлăхĕшĕн тăрăшакансене те палăртмасăр хăварман. Савватий митрополит III степеньлĕ Авраамий Болгарский çветтуй медалĕпе «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорне Николай Аливанова тата Вырсарни шкулĕн ертÿçине Алевтина Морякована чысланă. Ырă ĕçсемшĕн Архиерей грамотине - «Звездопад» обществон генеральнăй директорĕ Владимир Яковлев, Тав çырăвне Калинино райповĕн председателĕ Венера Николаева, прихутăн тĕп бухгалтерĕ Галина Анисимова тата Вырсарни шкулĕн преподавателĕ Татьяна Иванова тивĕçнĕ.

Савватий митрополит Турă пилĕпе, ырă шухăш-ĕçсемпе пурăнакан мĕнпур çынна Калинино чиркĕвĕн уявĕпе саламласа пехил панă.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика