Çамрăк çăлтăр - Екатерина Леонтьева

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.07.2023, 09:21 Просмотров: 217

Футбол тесессĕнехтÿрех яш-кĕрĕм куç умне тухать. Спортăн çак тĕсне хĕр-упраç та патваррăн парăнтарать. Акă, хамăр ентеше - Мăньял Хапăс хĕрне Екатерина Леонтьевăна - пĕр иккĕленмесĕрех футбол вăййин çамрăк çăлтăрĕ тесе çирĕплетме пулать. Вăл вунвиçĕ çулта кăна-ха. Анчах унăн спорт çитĕнĕвĕсем пысăк. Футболри ăсталăха кура Екатерина Тутарстанăн пĕрлештернĕ командине кĕме тивĕçнĕ. Июлĕн 7-17-мĕшĕсенче Ессентуки хулинче 15 çула çитмен хĕрачасем хушшинче ку спорт тĕсĕ енĕпе Раççей первенствин финал тапхăрĕ иртнĕ.

Ăмăртура Екатерина Леонтьева маттур вăйăçсен йышне кĕме пултарнă: ăна «чи лайăх хÿтĕлевçĕ» тесе çирĕплетнĕ.

Раççей шайĕнчи турнирта ят-сум çĕнсе илнĕ Мăньял Хапăс хĕрĕ Хусанти «Рубин» футбол клубĕн академийĕнче вĕренет. Каласа хăвармалла, Екатерина яланах тĕп командăра пулнă, саппасра ларман. Талантлă çамрăк футболисткăна шăпах та Тутарстанри турнирсенче вылянă чухне тренерсем асăрханă, республикăн пĕрлештернĕ командине илнĕ.

- Пирĕн шкулта вĕреннĕ Екатерина Леонтьевăпа эпир мăнаçланатпăр, спортра малалла та хастар утăмсем тума, тĕллевсене яланах пурнăçа кĕртме сунатпăр, - пĕлтерчĕ Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул директорĕ Румия Басырова.

Технологи ĕмĕрĕнче пурăннă май чылай ачана телефонпа куратăн. Хальхи вăхăтра шăпăрлансен пушă вăхăчĕ те ытлашшипех. Анчах та Екатерина вĕсен йышĕнчен мар. Вăл çутă ĕмĕте пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшать. Ашшĕ-амăшĕн килĕнчен аякра пурăнать пулин те унăн тунсăхлама вăхăт çук. Çуллахи каникулта та тăтăшах тренировкăсенче ăсталăха туптать.

«Хĕрĕм çулĕсене кура мар çирĕп чунлă. Спортра çитĕнÿсем тăвас тесен нумай вăй хумаллине, ÿт-пĕве пиçĕхтермеллине лайăх ăнкарать», - терĕç ашшĕпе амăшĕ Сергей Николаевичпа Надежда Валерьяновна.

Катя нумай ачаллă çемьере кун çути курнă. Ашшĕпе амăшĕ ăна пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă, спорта явăçтарнă. Акă, хĕрача виçĕ çулта чухнех нацисен кросне хутшăннă. Чи çамрăк участник пулнă. Спортсменка «Химик-АВГУСТ» спортклубăн футбол секцине çÿренĕ. Екатеринăна тĕрлĕ регионти тупăшусенче арçын ачасемпе тан вăй виçме тÿр килнĕ. Раççейри ачасен футбол лигин финал тапхăрĕсене темиçе хут та хутшăннă. Чи маттуррисенчен пĕри пулнă.

Талантлă çын пур енĕпе талантлă, теççĕ. Йĕлтĕрçĕсен турнирĕсенче те, спорт туризмĕ енĕпе йĕркеленĕ ăмăртусенче те малти вырăнсене йышăннă. Вĕренÿре те лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пынă, пырать те. Артист пултарулăхĕ те Катьăра яр уççăн палăрать. Хусана вĕренме куçиччен Вăрманкасри «Хĕлхем» театр кружокне хастар çÿренĕ, округри, республикăри тĕрлĕ фестиваль-конкурссене хутшăнса мала тухнă, «Почемучка» ералашра тĕп сăнара лайăх вылянăшăн пĕрремĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ. Вăл СССР халăх артисткине Вера Кузьминана халалланă регионсем хушшинчи конкурсра та палăрнă, «Проза» номинацире иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. 2022 çулта Катьăпа хăйĕн пекех хастар пиччĕшĕ Никита Вăрнар округĕн администрацийĕн Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ. Паха тĕслĕх кăтартакан çамрăксем - çĕршыв малашлăхĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика