Тĕнче турнирĕнчен - «бронзăпа»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.07.2023, 09:21 Просмотров: 221

Вăрнар кĕрешÿçисем ăсталăхĕпе тĕнче таран тĕлĕнтернĕ тĕслĕхсем темиçе те пулнă. Маларахри çулсенче Ирина Данилова Испанире бронза медале тивĕçнĕччĕ. Алена Федорова, Ирина Львова спортсменкăсем пысăк çитĕнÿсем тăватчĕç.

Спортăн ку тĕсĕнчи паянхи ăрура та мĕнпур çамрăкшăн тĕслĕх пулса тăракан спортсменсем пур. Вĕсенчен пĕри - Екатерина Кошкина. Мăн Явăшăн маттур хĕрĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех - Раççей турнирĕсен нумай хутченхи çĕнтерÿçи. Раççей спорт мастерĕ.

Çак кунсенче Катя Венгрирен пысăк ăнăçупа таврăннă. Будапештра ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе хĕрарăмсем хушшинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери турнирта бронза медаль çĕнсе илнĕ. Пирĕн ентеш Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышĕпе ăмăртнă.

«Екатерина Кошкинан кĕрешÿри ăсталăхне ачаранах курма тÿр килчĕ. Вăл чăннипех тĕллевлĕн, çĕнтерÿсем патне ăнтăлса аталанса пычĕ. Çакă пысăк çитĕнÿсем тума май парать те», - пĕлтерчĕ хĕрачан пĕрремĕш тренерĕ Юрий Львов.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, спортри пĕрремĕш утăмсене Катя Вăрнарта тунă. Саламлатпăр! Унпа мăнаçланатпăр!

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика