Тĕпре - пурнăç пахалăхне лайăхлатасси

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.07.2023, 09:22 Просмотров: 219

Çĕнĕрен вăй илнĕ Пĕрлехи информаци кунĕсем, халăх ыйтăвĕсене влаç органĕсем патне уççăн çитермелли çул-йĕр пулса тăчĕç. Вĕсем вăхăтĕнче чылай проблемăллă самантсем тимлĕхе тухаççĕ.

Хальхинче, акă, калаçусем нумай хутлă çуртсен картишĕсене хăтлăх кĕртесси, пассажирсене турттаракан маршрутсене йĕркелесси, коммуналлă хуçалăх сферинчи йывăрлăхсем тата ытти тавралла çаврăнчĕç. Тĕлпулусем Кульцав, Калинино, Вăрнар территори пайĕсенче иртнĕ. Вĕсене Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Роман Алексеев, çынсен прависен хÿтĕлевĕ енĕпе тимлекен уполномоченнăй Сергей Романов, округ пуçлăхĕ Андрей Тихонов тата унăн пĕрремĕш заместителĕ Сергей Петров хутшăннă.

Кĕтнĕ пекех, чи хĕрÿ калаçу Вăрнар территори пайĕн администрацийĕнче пулчĕ. Поселокра нумай хваттерлĕ çуртсемпе картиш-урамсене пăхса тăрассипе те, территорисене хăтлăлатассипе те, коммуналлă тивĕçтерÿсен пахалăхĕ енĕпе те кăткăс ыйтусем сахал мар. Вĕсенчен ытларахăшне, чи çивĕччисене, хускатрĕç те поселок çыннисем. Роман Алексеев депутата тата Андрей Тихонов пуçлăха вĕсене вырăнтах татса пама е республикăран пулăшăва тивĕçме çирĕп тимлĕхе илме ыйтрĕç.

Округ ертÿçи Андрей Тихонов пĕлтернĕ тăрăх, поселокра хăтлăх ыйтăвĕ нихăçан та асăрхавран тухмасть. Пĕлтĕр, акă, Гагарин урамĕнчи 44-мĕш тата Ж.Илюкин урамĕнчи 42-мĕш çуртсен картишĕсенче хăтлăх кĕртессипе ĕçсем ирттернĕ, Тракторный тăкăрлăкри 12-мĕш тата 14-мĕш çуртсен таврашĕнчи территорисене юсанă.

Çулсемпе картишсене, кану вырăнĕсене, социаллă объектсене... - май килнĕ таран пур енлĕн йĕркене кĕртме тăрăшаççĕ. Анчах, темле кăмăл пулсан та, пурне те харăсах юсама, çĕнетме йывăр, терĕ Андрей Владимирович. Пĕтĕмпех укçа-тенкĕ çителĕксĕрлĕхне пырса «тăрăнать». Çавăнпа тĕрлĕрен патшалăх программисем урлă хушма финанс пулăшăвне тивĕçме майсем шыраççĕ. Проектсем хатĕрлеççĕ, конкурссене хутшăнаççĕ. Вĕсем витĕр ăнăçлă тухсан, чăнах та, пысăк ĕçсем тума шанăç пур. Çавăн пекех халăх хăй тÿпе хывнипе пурнăçланакан пуçаруллă бюджет программи те юлашки çулсене чылай кирлĕ проекта çул пачĕ. Кăçал Вăрнар территори пайĕнчи тепĕр виçĕ проекта ырланă.

Ертÿçĕ поселокра çÿп-çаппа хытă каяшсене пухса илсе тухассипе çине тăрсах ĕçленине каларĕ. Ку ĕçе хальхи пек калăпăшпа пурнăçлани унччен пулман-мĕн. «Апла пулин те çÿп-çап контейнерĕсем кĕске вăхăтрах, хыççăнах, тулса лараççĕ. Çав шутра - йывăç-тĕм тураттисемпе тата унта пăрахма юраман ытти япаласемпе те», - палăртрĕ вăл.

Чылай çĕрте тата ăпăр-тапăр контейнер çумĕнче выртать. Ăна пуçтарса тухассишĕн вара оператор яваплă мар-мĕн. Ку ыйтăва сÿтсе явнă май, калаçăва хутшăннисем контейнерсем çителĕксĕрри пирки те асăнчĕç.

Коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри вăл - кĕркуннехи-хĕллехи вăхăтра ăшă парса тăрасси. Кăткăслăхĕ котельнăйсен ĕçĕнче те мар, пăхса тăракан организацисенче пулнине каларĕ Андрей Тихонов. Проблема чăнах та питĕ çивĕч, ăна татса памаллах, çынсемшĕн йывăрлăхсем кăлармалла мар, терĕ.

Мĕнпур Вăрнар çыннисен тĕп пăшăрханăвне, ахăртнех, поселокра пурăнакан Эдуард Орешкин уççăн палăртрĕ. Вăл - ĕçмелли шывăн япăх пахалăхĕ. Çĕнĕ тарифсемпе уншăн пĕчĕк мар хак тÿлеме тивет, кранран вара тĕксĕм тĕслĕ, тепĕр чух ырă мар шăршăллă шĕвек юхать. Тата çуртсен çÿлти хутĕнче пурăнакансем ?уйрăмах Северный микрорайонта% хăйсем патне шыв «хăпарса» çитменнипе нушаланаççĕ иккен. Тен, ĕçмелли шыв ыйтăвне республика тимлĕхне кăлармалла, сĕнчĕ Эдуард Орешкин. Роман Алексеев депутат ăна асăрхава илме шантарчĕ. «Чăн та чылай çул пухăннă проблемăсем халĕ «чир» пекех çивĕчленсе «сиксе» тухаççĕ. Вĕсене татса пама майсем шыратпăр. Çав шутра - «Коммуналлă инфраструктура объекчĕсен модернизацийĕ» е «Таса шыв» адреслă программăсене хутшăнса та», - çирĕплетрĕ Андрей Тихонов пуçлăх та.

Хĕвелтухăç микрорайонĕнче пурăнакансем те тĕлпулăва хăйсен пăшăрханăвĕсемпе килнĕ. Вĕсем поселок центрне, сăмахран, аптекăна эмел туянма, çитме инçе пулни пирки ÿпкелешеççĕ. Вĕсен ĕмĕчĕпе, кунта обществăлла транспорт çÿресен е вырăнта аптека пункчĕ уçсан питĕ аванччĕ. Çакă уйрăмах аслăрах çулхисен пурнăçне çăмăллатĕччĕ.

Ку микрорайон çыннисем, унсăр пуçне, тавралли территорисенче курăка вăхăтра çулса тирпейлеменнипе, ача-пăча площадкисенче йĕркесĕрлĕх пулнипе тата уйрăм çынсен ирĕклĕ çÿрекен сурăх-качакисем çуртсен умĕсене илем кÿрекен чечексене, йывăç-тĕмсене пĕтернипе кăмăлсăр. Юлашки ыйтупа, сăмах май, нумаях пулмасть йышăннă саккун пулăшма пултарать. Унпа килĕшÿллĕн килти чĕрчунсене тытмалли йĕркене пăснăшăн халĕ явап хума май пур.

Ыйтусем ытти микрорайонсен представителĕсенчен те сахал мар. Акă, Ленин урамĕнчи 2-мĕш çурт çывăхĕнче парковка кирлине пĕлтереççĕ. Машинăсене унта-кунта лартнăран инкеклĕ лару-тăрура пулăшу машинисем те кĕреймĕç, теççĕ кунта пурăнакансем. Çавăн пекех тĕлпулăва хутшăннисенчен урамсене çутатассипе, çулсен асфальт сийне çĕнетессипе, çулсем хĕресленнĕ вырăнсенче хăрушсăрлăх тĕллевĕпе хушма разметкăсене ?«зебрăсене»% палăртассипе тата ыттипе ыйтусем пулчĕç.

Роман Алексеев депутат тата округ пуçлăхĕ Андрей Тихонов çирĕплетнĕ тăрăх, калаçура хускатнă кашни ыйту-сĕнĕве асăрхава илĕç.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика