Канашласа ĕçлени пĕлтерĕшлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.07.2023, 09:22 Просмотров: 215

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Роман Алексеевăн кĕçнерникунхи ĕçлĕ çулçÿревĕ Вăрнар округĕпе çыхăнчĕ. Çынсене пăшăрхантаракан тĕрлĕ ыйтусем пулнăран яллă тăрăхсене çитрĕ.

Пуканкасси ялĕн старости Альбина Фомина «Единая Россия» парти Председателĕн регионти обществăлла приемнăйĕнче пулнă чух вырăнти клуба çĕнĕрен ĕçлеттересси пирки сăмах хускатнă. Роман Юрьевич Пуканкассинчи пуçаруллă ушкăнпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçрĕ.

Учреждение 2016 çулта хупнă пулсан та фольклор ушкăнĕ культура «вучахĕ» ан сÿнтĕр тесе тăрăшать, концертсем тăтăшах ирттерет. Депутат пуканкассисем чăн-чăн хастарсем пулнине çирĕплетрĕ. Клуба хăтлăх кĕртессипе çыхăннă ыйтусене татса пама шантарчĕ. Культура учрежденийĕ ĕçлесен ял халăхĕн канăвне тата кăсăклăрах йĕркелеме майсем пуррине палăртрĕ.

Айкăшра та маттур та пуçаруллă çынсем пурăнаççĕ. Яла илемлĕ сăн-сăпат кĕтĕр тесе тăрăшаççĕ. «Пуçаруллă бюджет» программăна хутшăнса укçа-тенкĕ те кăмăлпах пухнă. Анатри пĕвене тасатса хăтлăх кĕртессе шаннă. Çуллахи шăрăх çанталăкра шыва кĕмелли ятарлă вырăн пуласси пирки ĕмĕтленнĕ. Анчах та палăртнă ĕç-хĕл туллин пурнăçланман. Роман Алексеев Малти Ишек территори пайĕн пуçлăхне Вячеслав Ластухина лару-тăрăва уçăмлатма ыйтрĕ, ял çыннисемпе калаçрĕ.

- Мĕн тери таса пĕвеччĕ. Янкăр тăрăччĕ. Халĕ, ав, кĕçех хăмăш та хупласа илĕ, - пăшăрханчĕç айкăшсем. - Пĕвене тасатмаллах.

Депутат ку çивĕч ыйтăва та тимлĕхе илчĕ. Тепĕр тесен, Роман Юрьевич шантарнă сăмаха çилпе вĕçтермест. Акă, граждансене йышăннă чухне çĕрпелсем, çав шутра ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисем те, ача-пăча площадкине йĕркелеме пулăшма ыйтнă. Шăпăрлансем валли хăйăрпа вылямалли лаптăка хăвăртах хута янă. Çывăх вăхăтра чуччу та вырнаçтарĕç.

Депутат Çĕрпелти вăтам шкулта тĕплĕ юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашрĕ. Пĕлÿ çурчĕ çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче 150 ачана йышăнĕ.

Ĕçлĕ çулçÿрев Хурăнсур Çармăса çитерчĕ. Роман Алексеев Раççей Геройĕ Федор Васильевич Кузьмин ячĕллĕ физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли центрăн çуртне та çитсе курчĕ. Хальлĕхе объекта хута яман.

Туçи Çармăсри хисеплĕ ватă - Харитон Петрович Петров - авăн уйăхĕнче 100 çул тултарать. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ. Роман Юрьевич ятлă-сумлă ветеранпа тĕл пулчĕ. Ăна çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хăват сунчĕ, асăнмалăх парнепе чысларĕ.

Кĕçĕн Кипек территори пайĕн тĕп специалисчĕ Надежда Никишова Харитон Петров ырă та сăпайлă, ĕçчен çын пулнине палăртрĕ. Ветеран хăйĕн кун-çулне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Вăл ферма заведующийĕнче, бригадирта тăрăшнă. Колхоз председателĕн заместителĕ те пулнă. Харитон Петрович мăшăрĕпе 5 ача çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем те йышлă. Харитон Петров - çирĕп йăхран. Унăн амăшĕ 96 çул пурăннă. Канаш тăрăхĕнче пурăнакан йăмăкĕ анчахрах 90 çул тултарнă. Ветеран хăнасене хăйсене те Атăл юханшывĕ пек вăрăм кун-çул, çирĕп сывлăх сунчĕ. Депутат ватă çыннăн пурăнмалли кил-çурт условийĕсене лайăхлатассипе çыхăннă хăшпĕр ыйтăва татса пама шантарчĕ. Çав кунах пĕлтерĕшлĕ сĕнÿпе «Звездопад» организацин пуçлăхĕ патне шăнкăравларĕ. Харитон Петров 100 çулхи юбилее савăк кăмăлпа кĕтсе илессе шанатпăр.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика