Агрофирмăра пăрçа вырма тухрĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.07.2023, 09:23 Просмотров: 238

Вăрнар округĕн уй-хирне ытармалла мар. Тырпул пуссисем ылтăн сăнне илсех пыраççĕ. Чи малтан «Санары» агрофирмăра вырмана тухрĕç. Пиçсе çитнĕ пăрçана çулма тÿрех виçĕ комбайн тытăнчĕ.

Уй-хир карапĕсен штурвалĕсем умĕнче опытлă комбайнерсем - Владимир Крипчаков, Алексей Шашков, Ильин Михаил. Вĕсем эртелпе хастар ĕçленине çĕкленÿллĕ кăмăлпах пăхса тăратăн. Çавăн пекех Евгений Ваганин тракторист, Сергей Иванов водитель тата ытти ĕçченсем хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçлаççĕ. Уй-хирте хĕрÿ ĕç шавĕ каçченех илтĕнет.

- Пăрçан «Кулон» сорчĕ - лайăх тухăç паракан культура. Вăл кăçал 120 гектар йышăнать. Çак сортпа виççĕмĕш çул тĕллевлĕ ĕçлетпĕр, - пĕлтерчĕ агрофирма ертÿçи Андрей Петров.

Андрей Робертович вырмана хутшăнакансене ял хуçалăх культурисене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлас тесен ĕç сыхлавĕн йĕркисене çирĕп уямалли çинчен асилтерчĕ. Нумай çул предприяти тилхепине тытса пынă Роберт Петров та агрофирмăра тăрăшакансене яваплă тапхăрта уяр çанталăкпа туллин усă курма, ĕç тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме сунчĕ.

«Санары» агрофирма - пысăк репродукциллĕ вăрлăх туса илекен предприяти. Акă, малтанхи çулхине «Кулон» сортăн гектарти тухăçĕ 40 центнертан иртнĕ.

Агрофирма çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе пынăран çулсеренех паха вăрлăх туса илет. Аталану çулĕпе çирĕппĕн утма «Агро-инноваци» предприятипе тачă çыхăнса, канашласа ĕçлени те пулăшать. Специалистсем тăпра тытăмне тĕпчесех тăраççĕ, кирлĕ анализсем туса ирттереççĕ. Хуçалăх ĕçĕсемпе те кăсăкланаççĕ.

Хаçат вулаканĕсене асилтеретпĕр, агрофирмăра чылай çул вăрлăха сухаламасăрах, тÿррĕн, акаççĕ. «Нульлĕ технологипе усă курни ĕç тухăçлăхне те ÿстерет, ресурссем те перекетленеççĕ», - палăртрĕ Александр Петров агроном.

Ку çул акнă-лартнă лаптăксем 1300 гектара çитиех сарăлнă. Пусă çаврăнăшне лайăхлатма тĕрлĕ культура çитĕнтереççĕ : тулă, урпа, йĕтĕн, пăрçа, çу çарăкĕ, вика, люцерна.

Кĕр тыррисене те çапса тĕшĕлеме вăхăт çитсе пырать. Предприятире уй-хир ылтăнне тасатмалли çĕнĕ лини хута ярассипе те тăрăшсах тимлеççĕ.

Вăрнар округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - ял хуçалăх тата экологи пайĕн ертÿçи Вячеслав Горбунов «Санары» агрофирма республикăра та, ытти регионсенче те ырă ятра пулнине çирĕплетрĕ. Уй-хир продукцине çĕршывĕпех хапăлласах туянаççĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика