Студентсемпе тĕл пулчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.04.2018, 09:00 Просмотров: 452

Ачасемпе çамрăксене наркотиксене е ăс-тăна арпаштаракан ытти веществосене иленесрен хÿтĕлеме республика шайĕнче тĕллевлĕ мероприятисем пурнăçа кĕреççĕ. Вĕсенчен пĕри – Пĕрлĕхлĕ информаципе профилактика кунĕ – апрелĕн 20-мĕшĕнче Вăрнарти техникумра иртрĕ.

Ун йĕркипе лектор ушкăнĕ – ЧР ШĔМ-ĕн наркотиксен çаврăнăшĕн тĕрĕслевĕ енĕпе тимлекен пайĕн аслă оперуполномоченнăйĕ О.Якунина, республикăри наркологи диспансерĕн психиатр-наркологĕ С.Ильина тата полицин «Вурнарский» пайĕн çула çитменнисен ĕçĕсемпе тимлекен инспекторĕ – тăватă ушкăн вĕренекенĕсемпе, çавăн пекех профилактика учетĕнче тăракан çамрăксемпе тĕл пулчĕ. Мероприятие «Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕн сферинчи преступленисемшĕн палăртнă яваплăх» темăпа йĕркеленĕ. Вăл наркотиксен тата туртмалли хутăшсен сывлăхшăн хăрушла, вилĕмле сиенне яр уççăн ăнлантаракан фильм кăтартнипе уçăлчĕ. Студентсем ку фильм чăннипех те шухăша янине пĕлтерчĕç. Пакунлă хăнасем тата медицина ĕçченĕ çавăн пекех студентсемпе преподавательсен ыйтăвĕсене те хуравларĕç. «Паянхи тĕлпулу сире пурнăçра тĕрĕс çулпа утма, обществăри усал пулăмсенчен сыхланма пулăшасса шанатпăр», – терĕç хăнасем çамрăксене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма сĕнсе.

Пĕрлĕхлĕ информаципе профилактика кунĕ йĕркипе тĕлпулусем Вăрнарти шкулсенче аслă классенче вĕренекенсемпе те иртрĕç.

Д.ИВАНОВА,

полицин «Вурнарский» пайĕн çула çитменнисен ĕçĕсемпе тимлекен инспекторĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика