Мы Вконтакте Мы в Одноклассниках Мы в Telegram

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

Кĕнеке тусĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.04.2018, 09:07 Просмотров: 364

Малти Ишек ялĕнчи Елена Емельянова чун апачĕсĕр пурăнаймасть. Кĕнеке алла тытмасан уншăн тем çитмен пекех туйăнать. Çавăнпа ялти библиотекăна час-часах каять, кунта хăйне кирлĕ литература хăвăртах тупать.

– Надежда Ефимова библиотекарь ăшă кăмăллă хĕрарăм. Вăл кашни çынна тарават кĕтсе илет, çав шутра мана та. Библиотекăна пырсан пĕр-пĕр кĕнеке шырама пуçличчен çĕнĕ хаçат-журналпа паллашатăп. Вĕсене тишкерсе тухнă май хамшăн çĕннине, усăллине нумай пĕлетĕп. Киле, паллах, нихăçан та пушă алăпа каймастăп, – терĕ Елена Петровна.

– Кĕнеке нумай вулаканпа чăннипех те мăнаçланатăп. Елена Емельянова хĕл кунĕсенче библиотекăран уйрăлма пĕлмест тесен те йăнăш пулас çук. Эрнере виç-тăватă кĕнеке вулама вăхăт тупатех. Ытларах чăваш çыравçисен произведенийĕсене килĕштерет. Çĕнĕ кĕнеке килчĕ – ăна çийĕнчех пĕлтеретĕп. Вăл вара библиотекăна хăвăртах çитет, – калаçăва хутшăнчĕ Малти Ишек ял библиотекин ĕçченĕ Н.Ефимова.

– Кĕнеке вулакан пурнăçпа тан утакан тесе шутлатăп. Ман шутпа, литературăна лайăх пĕлмесĕр малалла кайма кансĕр. Лайăх кĕнеке чуна ăшăтать, çĕнĕ вăй-хал парать, йăнăш тăвассинчен хăтарать. Кашни çыннăн кăмăлĕ тĕрлĕрен. Мана детективпа тата юратупа çыхăннă кĕнекесем килĕшеççĕ. Хăшпĕрисене, интереслисене, алла тытатăп та – вуласа тухмасăр та уйрăлас килмест вĕт, – шухăша уçрĕ Е.Емельянова.

Вăл Нелли Петровская çырнă «Тухатмăш» кĕнекене икĕ кун çĕр çывăрмасăр вуланă. Ытти интереслĕ произведенисене те çурçĕр иртиччен те алăран вĕçертмен.

– Ачасем çывăрас умĕн ялан пĕр-пĕр юмах вуласа пама ыйтаççĕ. Эпĕ хирĕçлеместĕп, çийĕнчех пурнăçлатăп. Вĕсем итлесе пĕтереççĕ те лăпкăн кăна çывăрса каяççĕ, – пĕлтерчĕ ултă ача амăшĕ.

Елена Емельянова Кÿлхĕр-ринче çуралнă. Ялти шкулта ăс пухнă. Хĕр пур предмета та килĕштернĕ. Çавăнпа тăрăшса вĕреннĕ, дневникрен лайăх паллă татăлман. Килте кашни урока тĕплĕн хатĕрленнĕ. Пушă вăхăт тупăнсан телевизор умне ларман, алла пĕр-пĕр илемлĕ литература тытнă. Тăхăр класс пĕтерсен Калининăри училищĕре вĕренме пуçланă. Виçĕ çултан повар-кондитер профессине алла илнĕ.

– Аппа çурçĕрте ĕçлесе пурăнатчĕ. Мана хăйĕн патне пыма чĕнчĕ. Хирĕçлемерĕм, кайрăм. Сургут хулинче чăх-чĕп фабрикине вырнаçрăм. Унта тăрăшса вăй хутăм. Çанталăкĕ Чăваш енри пек мар та, юн пусăмĕ вылянипе аптрама пуçларăм. Хама япăх туяттăм. Çав сăлтавпах тăватă çултан тăван кĕтесе таврăнтăм, – каласа парать Елена Петровна.

Ялта куна ĕçсĕр ирттерме шутламан, Мускав тăрăхне вахта мелĕпе çÿреме пуçланă. Çемье çавăрсан пĕр ачана, унтан теприне кун çути парнеленĕ. Халĕ улттă: асли 14-ра пулсан, кĕçĕнни 2 уйăхра кăна-ха. Пепки пĕчĕкрен кунĕпе те унран уйрăлмасть. Декретлă отпускра ларнă май ал ĕçĕпе аппаланать, тĕрлĕ апат-çимĕç пĕçерет, кĕнеке вулама та вăхăт тупать. Е.Емельянова хаçат-журнал нумай çырăнса илет. Район хаçатне малтан тишкерсе тухать.

Мăшăрĕ Федор Мускава ĕçлеме çÿрет. Ачасем пуртан тунсăха путмасть 33-ри хĕрарăм. Аслă ывăлĕ, Сева, амăшĕ пекех кĕнекепе туслă. Вăл ирхине те, каçхине те илемлĕ литература вулама юратать.

Е.Емельянована ялти пурнăç килĕшет. Пуçа усма хăнăхманскер ыранхи куна ялан çутă шанăçпа пăхать. Уншăн тĕп тĕллев халĕ – ачасене тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтересси тата вĕсене çĕршывшăн усăллă çын тăвасси. Çавăншăн вăл куллен пурăнать.

Юрий КОРНИЛОВ.  

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика