Библиокаçра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.04.2018, 09:08 Просмотров: 419

Пĕтĕм Раççейри «Библиокаç» акци кăçал çиччĕмĕш хут – «Кĕнеке асамлăхĕ» темăпа пулчĕ.

«Библиокаçа» пыракансене библиотека фойинче юмахри пике кĕтсе илчĕ. Барабанпа çавăрттарса паллă писательсен произведенийĕсенчи цитатăсемпе çыхăннă билетсене туртса кăларчĕç. Кивĕ чăматанра вара усăллă кĕнекесем суйлама пултарчĕç.

«Библиокаç» программине Вăрнар поселокĕнчи вĕренÿ заведенийĕсенчи волонтерсем уçрĕç. Вĕсем паллă çыравçăсен сăввисене вуларĕç, юрăсем юрларĕç, инсценировкăсем кăтартрĕç. Вулакансен культурине аталантарас тĕллевпе вăйă-викторина, «Кĕнеке ĕнер, паян, ыран» ятпа видеопрезентаци ирттерчĕç. Тĕрлĕ мастер-класс та хăйне евĕрлĕхĕпе тыткăнларĕ. Çамрăксем хушшинче интеллектуаллă ГТО иртрĕ. Тĕрлĕ заданисен ултă тапхăрĕ витĕр ăнăçлă тухса Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренекен Ксения Лапшина çĕнтерчĕ.

Мероприяти «Вула тата пирĕнпе пĕрле юрла» библиокараокепе вĕçленчĕ. «Библиокаç» районти ытти библиотекăсенче те пулчĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика