Паян та асрах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.04.2018, 09:09 Просмотров: 375

Апрелĕн 26-мĕшĕ пирĕн çĕршывра – Чернобыльти атом электростанцийĕнчи аварире шар курнисен астăвăм кунĕ.

32 çул каялла сирпĕннĕ мирлĕ атом Раççей, Украина, Беларусь çĕрĕсем çине пысăк хуйхă илсе килнĕ. Радиоактивлă хутăшсем Раççейри 19 региона (60 пин енне километрлă, 2,6 миллион çын пурăнакан территорие) сиен кÿнĕ.

Чи наркăмăшланнă вырăнсем – Брянск облаçĕн кăнтăр-анăç территорийĕсем. Сахалрах шар курнисем – Тула, Калуга тата Орлов облаçĕсем. Вĕсемсĕр пуçне çĕршывăн 10 регионĕнче радиоактивлă веществосемпе сиенленнĕ зонăсем шутне кĕртнĕ пурăнмалли пунктсем паянхи кун та пур.

Халĕ Чернобыль территорийĕсенче 5 миллион енне çын пурăнать% ытларах пайĕ (85 проценчĕ) – сиен шайĕ пысăках мар вырăнсенче, 4 проценчĕ – вăйлă наркăмăшланнисенче. Пĕрремĕш уйăхсенче вĕсенче нумайăшĕн, уйрăмах ачасен, пыр парĕсене радиоактивлă йод пухăнни палăрнă.

Саккунпа вуçех пурăнма чарнă зонăсем те паянхи кунчченех сыхланса юлнă, анчах вĕсенче пурпĕрех çынсем пур – ытларах ватăсем.

Паллах, тĕп ыйту пурне те канăçсăрлантарать – хальхи вăхăтра тасамарлăхсен шайĕ еплерех; Радиоактивлă веществосемпе наркăмăшланнă территорисем шутне цезипе 37 кБк/м2 виçерен нумайрах сиенленнĕ çĕрсене кĕртнĕ. Танлаштарма% авариччен тăпрари цези кăтартăвĕ 2–4 кБк/м2 пулнă. 32 çул хушшинче излучени шайĕ çĕршер, пиншер хут чакнă.

1986–1990 çулсенче Чернобыльти атом электростанцийĕнчи авари хыççăнхи лару-тăрăва пĕтерме Чăваш енрен 1957 çынна командировкăна ăсатнă. Иртнĕ çул вĕçĕ тĕлне асăрхавра 1527 çын шутланать. Вĕсенчен 966-шĕ – авари ликвидаторĕсем, 35-шĕ – таса мар территорисенчен куçарнисем.

Ф.ВАСИЛЬЕВА,

республикăри гигиенăпа эпидемиологи центрĕн радиологи

тĕпчевĕсен лабораторийĕн заведующийĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика