Мы Вконтакте Мы в Одноклассниках Мы в Telegram

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

Халăха чи çывăх влаç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.04.2018, 09:09 Просмотров: 341

Игорь Иванов Малти Ишек ял поселенийĕн пуçлăхĕнче нумаях тăрăшмасть. Апла пулин те тăван тăрăхĕшĕн, тăван халăхĕпе пĕрле ырă ĕçсем чылай тума пултарчĕ вăл. Районта чи малтан малти-ишексем инициативлă бюджет программине кĕме пултарчĕç, вырăнти клуба юсарĕç.

Ахальтен мар ĕнтĕ Игорь Анатольевич республикăри «Чи лайăх муниципаллă пĕрлĕх» конкурсăн финалне тухма пултарнă, «Муниципаллă пĕрлĕхĕн чи лайăх пуçлăхĕ» номинацире тупăшнă. Районта пулнă Вырăнти хăйтытăмлăх кунне халалланă уявра ăна кăтартуллă ĕçшĕн Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăларĕç.

Профессиллĕ уявра тĕрлĕ шайри Хисеп, Тав хучĕсене илекенсем  йышлăн пулчĕç (тулли список – район хаçачĕн сайтĕнче putpobedy.ru).

Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче тимлекенсене Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов саламларĕ. «Эсир халăха уйрăмах çывăх влаç. Ун ыйтăвне пуринчен лайăхрах пĕлетĕр, татса пама тăрăшатăр», – терĕ вăл зала пухăннисене çăмăл мар ĕçре иксĕлми вăй-хал, пуçарулăх сунса.

Район ертÿлĕхĕ – Геннадий Спиридонов тата Леонид Николаев – граждансен социаллă хăйтуйăмлăхĕ вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен эффективлă ĕçĕнчен килнине палăртрĕ.

Уявра ку тытăм ертÿçинче тăрăшнă кашни çынна ятран асăнчĕç. Вĕсем 27-ĕн. Экран çинче историлле сăнÿкерчĕксем, тĕрлĕ çулта район пуçĕнче тăнисен сăнĕсем, видеочĕнĕвĕсем улшăнса пычĕç. Ветерансен ятĕнчен пухăннисене Анатолий Иванович Кузьмин (район пуçлăхĕ, 1998–2011 çулсенче) саламларĕ, пысăк ĕçсен тапхăрне аса илчĕ.

Хальхи вăхăтра вырăнти ĕç тăвакан влаçа 19 поселени, район администрацийĕн 15 структура подразделенийĕ пĕрлешнĕ. Муниципаллă служащисем пĕтĕмпе 157-ĕн.

Культура çурчĕн фойинче ял-хула тăрăхĕсен ĕç-хĕлне халалланă курав вырăн тупрĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика