Çăкăр çинĕ чух хресчене тав ту!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.10.2023, 08:51 Просмотров: 44

Çĕр ĕçченĕн çанталăкăн тĕрлĕ условийĕсенче тăрăшма тиврĕ. Апла пулин те аграрисем палăртнă тĕллевсене аван пурнăçларĕç. Вырма чухне çĕр ĕçченĕсене çанталăкĕ пулăшрĕ темелле, сар хĕвелĕ те хăйĕн ăшшине хĕрхенмерĕ. Уй-хир пуянлăхне тăкаксăр пухса кĕртме май килчĕ.

Хресчен ĕçĕ пархатарлă. Професси уявĕ умĕн Вăрнар округĕн пуçлăхĕн çумĕпе - ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕпе Вячеслав ГОРБУНОВПА тĕл пулса калаçрăмăр.

- Вячеслав Анатольевич, тата тепĕр ял хуçалăх çулталăкĕ иртсе кайрĕ. Пĕтĕмлетÿ тума, çĕнĕ тĕллевсене палăртма вăхăт.

- Кăçал аграрисем тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 63 пин тонна ытла пухса илме пултарчĕç. Вăтам тухăç - 34,6 центнер. Пĕлтĕр уй-хир ылтăнне 61 пин тонна çапса тĕшĕленĕччĕ.

Хура çăкăр хура тарсăр çитĕнмест. Хресчен ырми-канми тăрăшнипе пирĕн сĕтел апат-çимĕçрен тулăх. Професси уявне çĕр ĕçченĕсем лайăх кăтартусемпе кĕтсе илчĕç. Чи пысăк тухăç - «Мураты» хуçалăхăн. Çăкаллă-явăшсем тырпула кашни гектартан вăтамран 54,4 центнер çапса тĕшĕленĕ. Карл Маркс ячĕллĕ кооперативăн уй-хир ăстисем те маттур. Пĕрчĕллĕ культурăсене кашни гектар пуçне 45 центнер пухса илнĕ. «Санары» агрофирмăра тăрăшакансен те мăнаçланма сăлтав пур. Тырă тухăçĕ 43 центнерпа танлашнă. «Победа» та юлмасть. Хирпуçсен ĕç кăтартăвĕ - 40 центнер. «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционер обществин вăтам тухăçĕ - 38 центнер.

- Хресчен-фермер хуçалăхĕсем пире мĕнле ĕç кăтартăвĕсемпе савăнтараççĕ/

- Паллах, фермерсем хушшинче лидерсем пур. Хастаррисенчен пĕри - Валентин Павлов. Унăн хуçалăхĕнче тĕштырра кашни гектартан вăтамран 36 центнер пухса илнĕ. Ĕç кăтартăвĕ енĕпе иккĕмĕш вырăнта - Виталий Яковлев. Фермер хуçалăхĕнче вăтам тухăç - 34,8 центнер. Алексей Игнатьев фермерăн уй-хирĕнче те тырпул ăнса çитĕннĕ. Тухăç - 34,7 центнер.

- Кукурузăна уй-хир патши теççĕ. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче ăна, акă, çулсерен тĕшĕлĕх те çитĕнтереççĕ.

- Çапла, предприятин ÿсентăран отраслĕнчи кăтартăвĕсем ÿсĕмлĕ. Кăçал та агрохолдингра кукурузăна тĕшĕлĕх çитĕнтернĕ. Ун лаптăкĕ 200 гектара çитиех тăсăлнă. Тухăçĕ аван - 54 центнер. Кукуруза тĕшши питĕ паха.

- Кĕр тыррисен тухăçĕ вăйлă. Кăçал кĕраки мĕнле иртрĕ/ Хура çĕре çителĕклĕ шуратса хăварнă-и/

- Ĕç çыннисем вырма вăхăтĕнчех пулас тухăçшăн та тăрăшаççĕ - кăçал кĕр тыррисене 5700 гектар акса хăварнă. Кĕрхи çĕртме сухи 6300 гектар ытла тунă. Тата çакна палăртса хăвармалла, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Аграрисем ĕç планне ирттерсе тултарчĕç: 126 гектар çĕре çаврăнăша ячĕç.

- Тĕп ял хуçалăх культурисенчен пĕри - çĕрулми. «Иккĕмĕш çăкăр» ăнса çитĕнчĕ-и/

- Предприятисенче çĕрулмин пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 359 гектарпа танлашнă, «иккĕмĕш çăкăра» 8264 тонна пухса кĕртнĕ. Округĕпе илсен, вăтам тухăç - 230 центнер. Çĕрулми уйрăмах Валентин Павлов фермерăн парка çитĕннĕ - кашни гектартан 282 центнер тухнă. «Мураты» кооперативра çак культурăна 280 центнер пухса илнĕ.

- Иртнĕ ĕмĕрте «чăваш хăмли чи хăватли - чапĕ кайрĕ инçете» тесе шăрантаратчĕç. Унтан культура хисепрен тухрĕ. Хăмла ĕçне чылай çĕрте пăрахăçларĕç. Юлашки çулсенче ку отрасле аталантарассипе республикăра та, Вăрнар округĕнче те нумай тăрăшаççĕ-ха. Чăваш хăмли хăйĕн малтанхи чапне тавăрĕ-и/

- Хăмла ĕçĕ тупăш кÿрет. Лартнă хыççăн виççĕмĕш çулне тухăç парать. Раççейре туса илекен хăмлан пысăк пайне шăпах та Чăваш енре çитĕнтереççĕ. Хамăр çĕршыври хăмлапа ĕçлекенсене патшалăх субсиди парса хавхалантарас тĕллевлĕ.

Чăваш енре кăçал хăмла татса тирпейлекен пĕрремĕш комплекс туса кăларчĕç.

Мал тĕллевлĕ хастарсем пурри чăваш хăмлин чапне тавăрма пулăшатех. Пĕр иккĕленмесĕрех çирĕплететĕп: хăмла - чăвашсен пурлăхĕ. Кăçал «Агрохмель» агрофирмăра çак культурăна 18 гектар çинчен 31,5 тонна пухса кĕртнĕ. Тухăç 17,5 центнер.

- Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ мĕнле аталанать/

- Ферма ĕçченĕсем кăçалхи ял хуçалăх çулталăкĕнче мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх йышне 605 пуç пысăклатнă. Тăхăр уйăхри кăтартусене илсен - пĕтĕмпе 9905 пуç, çав шутра ĕнесем - 3878 пуç. Калас пулать, Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче сăвакан ĕнесен 57,3 проценчĕ - ăратлă.

Çапах та пĕлтĕрхипе танлаштарсан округра аш-пăш туса илесси 10 процент, сĕт туса илесси 4 процент чакнă. 2024 çулта ĕç кăтартăвĕсене ÿстерессипе тăрăшмалла. Ырă тĕслĕх кăтартакан хуçалăхсене палăртмалла. Акă, Карл Маркс ячĕллĕ кооперативра тăхăр уйăхра сĕт производстви 105,6 процент ÿснĕ, 1647,9 тоннăпа танлашнă. Вăтам сăвăм - 5493 кг. «Мураты» кооперативра та ÿсĕмлĕ ĕçлеççĕ, сĕт туса илесси 108,7 процент хăпарнă. Ĕç кăтартăвĕ - 522,8 тонна. Кулленхи сăвăм - 5229 кг.

Аш-пăш производствинче малта пыракансем - «Янгорчино», «Победа», «Мураты» кооперативсем. Çак хуçалăхсем иртнĕ çулхинчен ÿсĕмлĕрех тăрăшнă. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕнче Вăрнарти аш-какай комбиначĕ тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Округĕпе аш-пăш туса илнин 85 проценчĕ, сĕт производствин 57 проценчĕ шăпах та çак предприятин тÿпи.

Ветеринарсен ĕçĕ-хĕлĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртмалла. Вĕсем чир-чĕр сарăласран профилактика мероприятийĕсене вăхăтра ирттереççĕ, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма пулăшаççĕ.

- Мехпарксене хăватлă техникăпа пуянлатмасăр тĕллевсене ĕçе кĕртейместĕн. Хуçалăхсем паянхи кун-çул уттипе пыраççĕ-и/

- Аграри предприятийĕсен ертÿçисем «техника - ял хуçалăхĕн чĕри» пулнине лайăх ăнланаççĕ. Кредит ресурсĕсемпе те, хăйсен укçи-тенкипе те усă кураççĕ. Вăрнар тăрăхĕнчи мехпарксем 177 миллион тенкĕлĕх пуянланчĕç. Кăçал тракторсем, тĕштырă вырмалли комбайнсем, акмалли техника тата ытти ял хуçалăх машинисем туянчĕç. Ял ĕçченĕсен ячĕпе республика правительствине тав тăватăп. Ак, тĕслĕхрен, ял хуçалăх техникине туяннăшăн тăкакăн 45 процентне саплаштараççĕ.

Тĕрлĕ енсемпе илсен патшалăх 113 миллион тенкĕлĕх пулăшу кÿнĕ, çав шутран федераци бюджетĕнчен - 45 миллион тенкĕ, ытти 68 миллион тенки - республика бюджетĕнчен.

Ял хуçалăхĕ - район экономикин тĕп секторĕ. Округра 61 миллион тенкĕлĕх 7 инвестпроекта пурнăçа кĕртнĕ.

- Тирпейлекен промышленность предприятийĕсем те производство хăватне ÿстерсе пынине çирĕплетме пултаратăр-и/

- Хальхи вăхăтри технологисене алла илнипе продукци ассортименчĕ анлăлансах пырать. Аш-какай комбиначĕ хăйĕн хушма хуçалăхĕнче туса илнĕ чĕртаварпа усă курать, талăкне 30 тоннăна яхăн аш-пăш изделийĕ кăларать. Продукци 160 тĕслĕ ытла тухать. Производствăна модернизацилеме сахал мар инвестици хываççĕ. Агрохолдинг продукцийĕ кăçал Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне» агрокуравра тÿрех пилĕк ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Вăрнарти типĕ сĕт завочĕн апат-çимĕçĕ те пахалăхлă. Вăл тăватă ылтăн медале тивĕçнĕ. Заводра кăларакан тавара хапăлласах туянаççĕ.

Калинино райповĕ те халăха экологи тĕлĕшĕнчен таса та тутлă продукципе тивĕçтерес тесе ырми-канми ĕçлет. Ассортимента пуянлатма тăрăшать.

«Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ пирки ыррине каламалла. Вăл - ял хуçалăх предприятисен шанчăклă партнерĕ.

- Ял çыннисем хăтлă условисенче пурăнччăр, тупăш илччĕр тесе тĕрлĕ программăсем ĕçленине палăртмалла.

- Ял хуласăр пурăнаймасть. Республика пуçлăхĕ Олег Николаев çапла çирĕплетет: «Пирĕн тĕллев - аграри тытăмĕнче ĕçлекенсен пурнăç пахалăхне ÿстересси, çынсене тупăш илме пулăшасси, ялти пурнăçа кăсăклă тăвасси». Патшалăх ял территорийĕсене аталантарма сахал мар укçа-тенкĕ уйăрать. Ырă улшăнусем çамрăксене тăван тăрăхра тĕпленсе ĕçлеме хавхалантармалла. Республикăри агроволонтерсен слетне Вăрнар яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕ кăçал кăмăлпах хутшăнчĕç. 2017 çултанпа «Пуçаруллă бюджет» патшалăх программи ĕçлет. Çак тапхăрта ялсен сăн-сăпачĕ палăрмалла улшăнчĕ. Кăçал пĕтĕмпе 23 проект пурнăçа кĕмелле.

Яллă тăрăхсенче пурăнакансен хастарлăха тата вăйлатмалла. «Самозанятый» йышне лекнисем тĕрлĕ енсемпе патшалăх пулăшăвне илме пултараççĕ. Ятарлă программăна пурнăçа кĕртме пуçланăранпа Вăрнар тăрăхĕнчи 29 çын фермер ĕçне йĕркелеме гранта тивĕçнĕ, çав шутра çемье фермине уçакансем - 4-ăн.

Агропромышленность комплексĕнче ĕçлеме тăрăшулăх, иксĕлми вăй-хал, яваплăх кирлĕ. Ял хуçалăх организацийĕсенче вăй хуракансене ирхи сывлăм пек таса сывлăх, ĕçре ăнăçу, çемьере килĕшÿ сунатăп. Ĕç ветеранĕсен ырă тĕслĕхĕ пурне те пурнăçра хавхалантарса тăтăр! Округ, республика экономики малалла та çирĕп утăмсемпе аталантăр!

Елена ПОРФИРЬЕВА калаçнă

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика